Çураçура - малашлăх

7 Мар, 2014

Юн кун ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Общество палатин членĕсемпе - республика муфтийĕпе, Мускаври тата Центр регионĕнчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕпе Альбир Кргановпа, «Куç микрохирургийĕ» МНТКн Шупашкарти филиалĕн директорĕпе Николай Паштаевпа тата Чăваш Енĕн Общество палатин председателĕпе Леонид Шиминпа тĕл пулнă.

М.Игнатьев палăртнă тăрăх - Раççей Общество палатине çĕнĕлле йĕркеленĕ май унăн йышне Чăваш Енĕн икĕ представителĕ кĕнĕ. РФ Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе А.Крганова тĕн организацийĕсен представителĕ туса палатăна кĕртнĕ, Н.Паштаева вара ЧР Общество палатин членĕсем суйланă. «Эсир хăвăрăн тивĕçĕре тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласса шанатпăр, мĕншĕн тесен Чăваш Енре пурăнакансен интересĕсене, кашни гражданин, çемье прависене хÿтĕлесси паян уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ Михаил Васильевич. Вăл республикăра 128 национальноç представителĕсем килĕштерсе пурăннине, Правительство, общество çивĕч ыйтусене хирĕçÿсĕр татса парас енĕпе пĕтĕмпех тунине палăртнă.

А.Крганов Чăваш Ен Пуçлăхне граждан обществин институчĕсене йĕркеленĕшĕн тав тунă, республикăри 1,5 пин общество организацийĕ влаçсен тимлĕхне туйни, вĕсем хутшăннипе нумай мероприяти иртни çинчен каланă. Çавăн пекех Чăваш Енĕн кăнтăр енчи районĕсенче ялсен общество канашĕсене йĕркеленипе çыхăннă ырă опытпа паллаштарнă, вĕсем влаçпа пĕрле халăхăн социаллă ыйтăвĕсене татса пама хутшăнаççĕ. Çак опыта вăл республикăн пĕтĕм территорийĕнче сарма сĕннĕ.

М.Игнатьев общество канашĕсем ялсенче халăх хушшинче васкавлă объективлă информацие сарас тĕлĕшпе пысăк пулăшу кÿрессине палăртнă. Хуласенчи уйрăм микрорайонсенче вара нумай хваттерлĕ çуртсен общество канашĕсем ĕçлеççĕ, вĕсем те çынсене ЖКХпа, тарифсемпе, пулăшу ĕçĕсемпе çыхăннă информаципе паллаштараççĕ, влаç органĕсене çивĕч ыйтусене вăхăтра шута илме, тивĕçлĕ йышăнусем тума пулăшаççĕ.

Н.Паштаев хăй Чăваш Енре 21 çул пурăннине, ĕçленине палăртнă май республика тĕрлĕ тĕн тата наци представителĕсем туслă пĕр çемьери пек пурăннин ăнăçлă тĕслĕхĕ пулни çинчен каланă. Кунта пурте хăйсен культурине, йăли-йĕркине, чĕлхине, ĕненĕвне упрама, аталантарма пултараççĕ. Л.Шимин ЧР Общество палати Раççейри регионсенчи çакнашкал тытăмсен хушшинче чи çамрăккисенчен пĕри пулнине аса илтернĕ. Анчах вăл чи малтанхисен шутĕнче Раççей Общество палатин членĕсен йышне пысăклатассипе çыхăннă сĕнĕве ырланă, çавна май паян унта - Чăваш Енĕн икĕ представителĕ. Вăл республикăн Общество палати çынсемшĕн уçă дискусси вырăнĕ пулса тăнине, унта халăха хумхантаракан нумай ыйтăва татса панине палăртнă.


К.ПАВЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.