Халăхсен пĕрлĕхне уявлама - Мускава

3 Ноя, 2015

Мускавра чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче иртекен Халăхсен пĕрлĕхĕн уявне пирĕн ентешсем те хутшăнаççĕ. Хĕрлĕ площадь тăрăх ытти халăх ывăл-хĕрĕпе пĕрле чăваш тумĕ тăхăннă 200 ытла пултаруллă çын юрласа та ташласа, карталанса иртĕ.

Мускаври уява хутшăнас чыс-хисепе Етĕрне районĕнчи "Вирьял", "Латус", Шупашкар районĕнчи "Çеçпĕл", "Шемшер Ен", "Туслăх", "Шурăмпуç", "Шортан", "Толикасинские бабки", Сĕнтĕрвăрри районĕнчи "Кунер", "Кăмăл", Муркаш районĕнчи "Муркаш" тата Шупашкарти "Юрай", "Уяв" пултарулăх ушкăнĕсем тивĕçнĕ. Артистсен юрри-ташшине çутатма Чăваш Енрен Мускава каякан делегаципе пĕрле Чăваш наци телерадиокомпанийĕн журналисчĕсем те çула тухĕç.

Рубрика: