Аслă Вĕрентекенĕмĕре пуç тайрĕç

3 Ноя, 2015

Чăваш халăхĕн Патриархĕ И.Я.Яковлев вилнĕ кун, юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Чăваш Енрен унăн тăван ялне - Тутар Республикинчи Кăнна Кушкине кашни çулах сумлă делегаци каять.

Кăçал та ЧР Культура министерствин пай пуçлăхĕ Сергей Казаков ертсе пынипе ЧНК членĕсем, журналистсемпе культура ĕçченĕсем, Патăрьел тăрăхĕнчи «Чемен» юрăпа ташă ушкăнĕ чăваш халăхĕн «Меккине» çитрĕç. Хăнасене Кăнна Кушкисем яланхиллех тарават кĕтсе илчĕç.

ЧНК президенчĕ Николай Угаслов тăрăшнипе Аслă Патриархăмăра асăнса шкул çумĕнче лартнă палăк умĕнче митинг иртрĕ. «Юлашки вăхăтра, уйрăмах çамрăк ăру, тăван чĕлхене манма пуçларăмăр. Иван Яковлев халалне асра тытса чăвашлах калаçасчĕ, тăван чĕлхене ачасене вĕрентесчĕ», - терĕ асăну митингĕнче Теччĕ районĕнчи чăвашсен наци культура автономийĕн ертÿçи Володар Тимофеев. ЧР Культура министерствин пай пуçлăхĕ Сергей Казаков Аслă Вĕрентекенĕмĕре асра тытнăшăн Кăнна Кушкисене тав турĕ. Унтан митинга пухăннисем палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç, Иван Яковлева асăнса пĕр хушă шăп тăчĕç.

Шупашкартан килнĕ ушкăн И.Я.Яковлев çуралнă çурт вырăнĕнче лартнă Астăвăм комплексĕ умĕнче те чарăнчĕ, чĕрĕ чечексем хучĕ, часавайра Аслă Вĕрентекенĕмĕршĕн çурта лартрĕ.

Кăнна Кушкинчи культура çуртĕнче Чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕ Роза Деменцова ялти хисеплĕ çынсене И.Я.Яковлев чăвашла куçарнă библие парнелерĕ. Чăваш наци библиотекин тĕп специалисчĕ Вера Архипова халăха çутта кăлараканăмăр çинчен юлашки вăхăтра тухнă кĕнекесемпе паллаштарчĕ. Патăрьел тăрăхĕнчи Аслă Чемен ялĕн «Чемен» юрăпа ташă ушкăнĕ пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле чăваш ташшине ташларĕç.

Рубрика: