Халăха хÿтĕлес енĕпе ‐ малтисен шутĕнче

3 Ноя, 2015

Çăлавçăсемпе пушарнăйсен профессийĕ - чи хăрушшисенчен тата кăткăссисенчен пĕри. Ăна теветкеллĕ утăм тума шикленмен хăюллă та паттăр çынсем çеç суйласа илеççĕ. Вĕсен синкерлĕ лару-тăрура васкавлă та пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тума тивет. Инкеке лекнисене пулăшнă май тепĕр чухне хăйсен сывлăхĕпе пурнăçне те хĕрхенмеççĕ. Шăпах çак пахалăхсемшĕн хисеплет те ĕнтĕ халăх МЧС ĕçченĕсене. "Чăваш Ен халăха хÿтĕлес енĕпе малалла чылай кайнă. Вырăнти çынсем хăйсен ертÿçисене шанма тата вĕсемпе мухтанма пултараççĕ", - тенĕччĕ Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрĕн пуçлăхĕн заместителĕ Дмитрий Маркушов полковник Чăваш Енри чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас енĕпе ĕçлекен службăсем 2014 çулхи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ чухне. Республикăри çăлав службисем тата хăш енĕпе çитĕнÿсем тăваççĕ? Ĕçре мĕнле çĕнĕлĕхсемпе усă кураççĕ вĕсем? Çак тата ытти ыйту тавра калаçрăмăр Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕпе Станислав АНТОНОВ генерал-майорпа.

- Эпир хамăрăн подразделенисен тата сотрудниксен ĕçне тĕрлĕ критерие тĕпе хурса хаклатпăр, - терĕ Станислав Юрьевич. - Вĕсем команда ăмăртăвĕсене /тĕслĕхрен, пушар-прикладной спорчĕ енĕпе, футбол вăййине/, пултарулăх конкурсĕсене хутшăннине шута илетпĕр. Паллах, професси ăсталăхĕ пысăк вырăн йышăнать. Эпир йăлтах - пушар подразделенийĕсем инкек пирки сигнал пулсан мĕн вăхăтран çула тухнине, чĕннĕ çĕре миçе минутран çитнине, вут-çулăма мĕнле хăвăрт сÿнтернине /çак самантсем çинчен диспетчера тÿрех пĕлтермелле вĕсен/ - тишкеретпĕр, танлаштаратпăр. Уйрăм ĕçченсем çинчен калас-тăк - вĕсен спортри ÿсĕмĕсемпе чăтăмлăхне, вăл техникăна, теорие /тĕслĕхрен, аварипе çăлав ĕçĕсене мĕнле ирттермеллине/ пĕлнине тĕпе хуратпăр.

Регионсен ĕçне те тĕрлĕ енлĕн хаклаççĕ. Художество пултарулăхне илес пулсан эпир çĕршывра чи лайăххисен йышĕнче: тĕп управленин "Служу Отечеству" ансамблĕ пĕлтĕр Пĕтĕм Раççейри конкурсра ылтăн медальсем çĕнсе илчĕ, кăçал - "кĕмĕл". Ытти çулсенче те яланах малтисен шутĕнче пулнă. Ку енĕпе эпир - лидерсем. Пушар-прикладной спорчĕ енĕпе - Раççейри чи лайăх 10 команда йышĕнче. Çакă та лайăх. Ытти енĕпе те Чăваш Ен вăтам кăтартусенчен çÿлерех. Пĕтĕмĕшле илсен пирĕн республика - Раççейри чи лайăх 20 регион йышĕнче. Федерацин Атăлçи округĕнче вара эпир 14 регионран 5-мĕш вырăнта. Тен, çулталăк вĕçлениччен тата çÿлерех хăпарăпăр.

- Чăваш Ен ирĕклĕ пушарнăйсен йышĕпе те малтисен шутĕнче пулнине палăртнăччĕ эсир...

- Чăн та, Чăваш Ен ку енĕпе яланах мухтанма пултарнă, халĕ те пултарать. Паянхи кун тĕлне республикăра 5800 ытла ирĕклĕ пушарнăй. Хуларисем ытларах профилактика ĕçне ирттереççĕ. Ялтисем вут-çулăма сÿнтерме те хутшăнаççĕ. Тепĕр чухне хăйсем тĕллĕнех, брандмейстерсем çитичченех, "хĕрлĕ автана" парăнтараççĕ. Кăçал çакнашкал 25 тĕслĕх пулнă. Ялта пурăнакансенчен нумайăшĕ инкекрен хăйсен сыхланмаллине лайăх ăнланать. Пуçаруллисем команда йĕркелеççĕ, хăйсен тракторĕпе усă кураçççĕ. Мотопомпа туянаççĕ, насус та, шыв валли пичке те яланах алă айĕнче вĕсен. Акă Улатăр районĕнчи Соловьевски ялĕ вăрман варринче вырнаçнă. Çав яла кĕрес тесен малтан Ульяновск облаçне каймалла, унтан тин каялла таврăнмалла. Вырăнти халăх инкек пулас-тăк хăйсем патне пушарнăйсем регламентра палăртнă пек 20 минутра çитеймессине ăнланаççĕ, çавăнпа команда йĕркеленĕ. Вăрнар районĕнчи Пăртас ялĕнче кашни урам вĕçĕнче кÿлĕ чавнă. Йĕри-тавра карта тытнă. Çав шывпа çынсем пахчисене шăвараççĕ, пушар тухсан та унпах усă кураççĕ. Кÿлĕрен инçех мар пурăнакан çыннăн гаражĕнче е сарайĕнче мотопомпа - ăна урамри халăх пĕрле укçа пухса туяннă - упранать. Çакă - чăнласах та ырă тĕслĕх.

- Çăлав техникин куравĕсенче пĕрре мар пулса курнăран кашнинчех тĕлĕнетĕп: мĕнли кăна çук унта! Юлашки вăхăтра мĕнле техника илсе килнĕ Чăваш Ене? Хăвăр ĕçре çĕнĕ йышши мĕнле хатĕрсемпе усă куратăр? Уйрăмах эпир, ахаль çынсем, пĕлменни кăсăклантарать.

- МЧСăн ăслăлăх-тĕпчев институчĕсем, конструктор бюровĕсем пĕрмай çĕннине шухăшласа кăлараççĕ. Пушарпа кĕрешекен техника аталанăвĕнче çитĕнÿсем чăнласах та пур. 4-5 çул каялла "Розенбауэрлă" пултăмăр эпир. Технологи тĕлĕшĕнчен кăткăсскере Австри фирми - тĕнчери лидер - кăларнă. Чăн та, кÿлленчĕкри шыва илесшĕн мар вăл, тасине çеç йышăнать. Кăçал çĕнĕ икĕ пушар машини илсе килтĕмĕр. Вĕсенче гидравлика, аварипе çăлав инструменчĕсемсĕр пуçне кимĕ те пур - шывра путакансене çăлма. Çывăх вăхăтра пилотсăр вĕçев аппарачĕсем çитессе кĕтетпĕр. Вĕсем пĕр-пĕр лаптăкра тухнă синкере çÿлтен хаклама май параççĕ. Тĕслĕхрен, вăрман çуннă чухне. Пилотсăр аппарат çÿле хăпарсан камера е видеошырав хатĕрĕ урлă лару-тăрăва тишкерме, тивĕçлĕ йышăну тума пулать. Ахаль çынсем питех пĕлмен хатĕрсенчен, эпир хамăр ĕçре усă кураканнисенчен, пĕри - "Çăлавçă" система. Пушарнăй вут-çулăма сÿнтерме шала кĕнĕ чухне хăйĕн çине датчик çакать, штаб - урамра. Енчен те брандмейстер ÿксен е тăнне çухатсан датчик ĕçлесе каять, эпир ăна пулăшма васкатпăр. Ку система - хальхи йышши, ăна татах вăйлатас енĕпе ĕçлеççĕ.

- Пĕрлехи номер - 112 тытăм - çинчен нумай калаçатпăр. Вăл хăçан туллин ĕçлеме пуçлĕ-ши?

- 112 пĕрлехи номере туса хурас шухăш тахçанах çуралнă, унăн концепцине 2017 çулччен хатĕрленĕ, çав шутра - шăнкăравсене тишкермелли центра туса хурасси т.ыт.те. Паянхи куна илсен халăх çак номер çине куçнă темелле: çынсем 112 номерпе шăнкăравласан пушар хуралĕпе е пĕрлехи дежурнăй-диспетчер службипе çыхăнаççĕ, пулăшу илеççĕ. Де-факто - ку номер ĕçлет тата усă кÿрет. Де-юре - шăнкăравсене тишкермелли центра туса хурасси, диспетчерсене хатĕрлесси, вĕсене ют чĕлхесене вĕрентесси, концепцире палăртнă ытти самант хальлĕхе аталану тапхăрĕнче çеç-ха. Халĕ 112 тытăма "Хăрушсăр хула" программа комплексне кĕртнĕ, çавăнпа вăл унăн пĕр пайĕ пулса тăрать. Ăна аталантарас енĕпе малалла ĕçлеççĕ.

Хальхи вăхăтра кĕсье телефонĕ çинче мобильлĕ çăлавçă - хĕрлĕ кнопка - пур. Тĕслĕхрен, айфонсен. Андроидсем валли çакнашкал программăна çырса пĕтернĕ-и - татсах калаймастăп. Çав хĕрлĕ кнопкăна пуссан шăнкăрав тÿрех çывăхри подразделение çитет. Пĕлетпĕр вĕт-ха: 4 номер вырăнне пĕрне çеç - 112 - астуса юлма çăмăлрах, çапах инкеке лекнĕ çын çухалса е манса кайма пултарать, ун пек чухне айфон пуррисен хĕрлĕ кнопкăна çеç пусмалла. Пĕтĕмлетсе каласан - пулăшу ыйтмалли тытăм аталанса пырать, чи кирли - ăна ытлашшипех кăткăслатса ярас марччĕ.

- Станислав Юрьевич, эсир Чăваш Енре 6-мĕш çул ĕçлетĕр ĕнтĕ. Вулакансене хăвăр çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартас килет. Вĕсем, паллах, çемйĕр, чун киленĕçĕ çинчен пĕлес тейĕç.

- Çемье çинчен лайăххине çеç калама пултаратăп. Мăшăрăмпа икĕ хĕр çитĕнтертĕмĕр. 45 çулта çеç-ха эпĕ, мăнукăм вара - 7-ре. Манăн шкула каякан мăнук пуррине никам та ĕненесшĕн мар. Кĕçĕн хĕр 19-та, Чăваш патшалăх университетĕнче юридици факультетĕнче вĕренет. Ăна хамăртан аякка ярас мар терĕмĕр. Чун туртăмĕ нумай, анчах вĕсем валли вăхăт сахал юлать. Мĕн пĕчĕкрен футболла выляма юрататăп эпĕ. Физхатĕрленÿ вăхăтĕнче мечĕк хăвалама май килсен хаваспах вылятăп. Тахçанхи тепĕр чун киленĕçĕ - пулла каясси. Чăн та, алла вăлта тытмашкăн сайра тÿр килет. Сăмах пулă тытасси çинчен çеç пымасть, маншăн пĕлтерĕшли - активлă кану, çутçанталăкра пулни, çакă лăплантарать, йывăрлăхсем çинчен мантарать. Чăваш Ене куçсан тепĕр юратнă туртăм - сунар - тупăнчĕ. Ухутана кайса куртăм та - питĕ килĕшрĕ. Кăсăклă унта! Сунара та çулталăкне 1-2 хутчен çеç кайма май килет. Командировкăсенче, çул çинче вулама юрататăп. Истори, экономика литератури кăсăклантарма тытăнчĕ. Нумаях пулмасть Генри Фордăн "Моя жизнь - мои достижения" кĕнекине вуласа тухрăм, тĕрĕссипе, икĕ хутчен те. Автор банкирпа промышленника танлаштарни килĕшрĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.