Хĕрсем помост çине тухсан...

31 Окт, 2015

«Хыпар» парнисемшĕн Куславккари ФОКра иртнĕ 32-мĕш турнирта 10 регионти 200-е яхăн спортсмен кубоксемпе медальсен 33 комплекчĕшĕн тупăшрĕ

Турнира сумлă хăнасем йышлăн килнĕ: ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, РФ кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн ертÿçи Игорь Солодов, Куславкка районĕн пуçлăхĕ Юрий Петров, район администрацийĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Иван Рожков, Чăваш Енри кире пуканĕ йăтакансен спорт федерацийĕн президенчĕ Юрий Карпов, РФ пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ, ăмăртăвăн тĕп судйи Сергей Кириллов, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Арланов, «Куславккасем» ентешлĕхĕн председателĕ, Чăваш наци конгресĕн «Сывă наци» комитечĕн ертÿçи Юрий Зорин, ЧР Спорт ветеранĕсен канашĕн председателĕ Василий Шоркин, РФ спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ, кире пуканĕ йăтассипе тĕнче чемпионачĕн 7 хут çĕнтерÿçи Антон Анасенко /Омск облаçĕ/...

Сергей Шелтуков министр кире пуканĕн спорчĕ çулран-çул вăй илсе пынине, пирĕн республикăра чылай район-хулара тимĕр вăййине юратакансен секцийĕ ĕçленине палăртрĕ. «Юлашки çулсенче чăваш спортсменĕсем Европа тата тĕнче ăмăртăвĕсенче пысăк çитĕнÿсем туни уйрăмах кăмăла çĕклет. «Хыпар» турнирĕ пирĕн çĕршыври спортсменсен хушшинче хисепре. Унта спортра малтанхи утăмĕсене тăвакан çамрăксем те, пысăк чемпионатсенче çĕнтернисем те хутшăнаççĕ», - терĕ Сергей Сильвестрович.

Игорь Солодов пирĕн республикăна хаваспах килсе çÿренине пĕлтерчĕ. «Чăваш халăхĕ хăнасене яланах ăшшăн кĕтсе илет. Тимĕр вăййине кăмăллакансем кире пуканĕн спортне аталантарас тĕллевпе нумай ĕç тăваççĕ, чуна парса ĕçлеççĕ», - терĕ Игорь Петрович. Вăл Куславккана пушă алăпа килмен - районти спорт шкулне кире пуканĕсен комплектне парнелерĕ.

Нумаях пулмасть Чăваш Енри кире пуканĕ йăтакансен федерацийĕн председателĕ Юрий Карпов 60 çул тултарчĕ. Игорь Солодов Юрий Карпова Пĕтĕм Раççейри кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн Хисеп хучĕпе чысларĕ.

Чи малтан помост çине 18 çултан кĕçĕнреххисем тухрĕç. Çак ушкăнра Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарти 27-мĕш вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Августина Павлова палăрчĕ.

Аслăрах пикесен ушкăнĕнче Тĕрлемесри вăтам шкултан вĕренсе тухнă Анастасия Александрова пĕр пăтлă кире пуканне 220 хут сулласа çĕклерĕ те хĕрарăмсен ушкăнĕнче чи лайăххи пулчĕ. Сăмах май, 19 çулти пике кăçалхи утă уйăхĕнче Болгарири Варна хулинче иртнĕ Европа чемпионатĕнчен «ылтăнпа» таврăннă. Хăйсен виçисенче малти вырăнсене йышăннă Елчĕк районĕнчи Вера Николаева - 167, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки Екатерина Иванова - 161, Канашран çитнĕ Алевтина Евграфова 157 очко пухрĕç.

Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе командăсен хушшинче ку хутĕнче Шупашкарти Ленин районĕн /вĕсем - Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕпе педагогика университечĕн спорт секцийĕсенче ăсталăха туптакансем/ атлечĕсем чи нумай очко пухрĕç. Пенза облаçĕпе Канаш хулин конмандисем турнирăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашки çине хăпарчĕç.

Игорь СОЛОДОВ, РФ кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн ертÿçи:

- Кăçал эпĕ кире пуканĕ йăтассипе Раççейри сакăр регионта тата пилĕк çĕршывра ирттернĕ тĕрлĕ ăмăртура пулса куртăм. Пурте хăйне евĕр иртрĕç. Хăш-пĕр мероприяти çинчен аса илес те килмест. Куславккара чăваш халăх хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ турнир - чи лайăххисенчен пĕри. Иккĕленместĕп: сирĕн республикăран малашне те ăста, пултаруллă атлетсем тухĕç. Чăваш Енрен хамăн тăван Ленинград облаçне ырă кăмăлпа тухса каятăп.

 

Андрей МИХАЙЛОВ,

Петр СИДОРОВ.

Олег МАЛЬЦЕВ,

Александр ВРАЖКИН

сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.