Пĕрлĕхре ăс та, вăй та çирĕпрех

30 Окт, 2015

«Çитĕнтернĕ тыр-пула выльăх витĕр кăлармасăр тупăш илме çук паян», - тет Елчĕк районĕнчи «Эмметево» пĕрлешÿ ертÿçи Юрий Михайлович Лапшин.

Хуçалăхăн 2215 гектар çĕр, акса-туса илекенни - 1100 гектар. Ытти вара выльăх-чĕрлĕх валли ятарласа çитĕнтерекен курăксен лаптăкĕ.

Выльăх валли те чылай апат кирлĕ. Ара, 600 пуçа яхăн ĕне выльăх, вĕсенчен сăвăнаканни - 160, 15 лаша, 780 пуç сысна. Хĕл хырăмĕ аслă тени тĕрĕсех. Выльăх апатне ытлă-çитлĕ хатĕрлеме тăрăшаççĕ кунта. Кăçал та условлă выльăх пуçне 32 центнер апат единици янтăланă. Утă-улăм та, силос-сенаж та çителĕклĕ. «Ку тĕлĕшпе пăшăрханма кирлĕ мар. Хамăрăн çеç тăрăшса ĕçлемелле», - палăртрĕ Юрий Михайлович калаçăва малалла тăснă май.

«Хальхи вăхăтра лаша усрани вырăнлă-и? Паянхи кун унăн ĕçне техника улăштарать-çке», - кăсăклантăм эпĕ. «Лашана самăртса сутма пулать. Халĕ унăн ашĕ хаклă, пĕр килограмĕ /чĕрĕ виçе/ 150 тенкĕ. Пĕр лаша вăтамран 60-70 пин тенке каять. Эпир ăна малалла та усрасшăн. Çавна май ăратлă айăр та туянтăмăр», - пулчĕ хурав.

Ĕне выльăх шутне те ÿстерес шутлă ертÿçĕ. Малашне сăвăнаканнине 200 пуçа çитересшĕн. Çитес çул 500 ĕне валли вите тăвасшăн. Иртнĕ çул вара пĕрне юсаса çĕнетнĕ. Хăть мĕн каласан та сĕт сутса хуçалăха чĕрĕ укçа килет. Кашни кунах ăна патшалăха 3 тонна ăсатаççĕ. Хальхи вăхăтра пĕр литрне 18 тенкĕ те 30 пуспа параççĕ. «Сĕт халĕ кăштах хакланчĕ, çулла йÿнĕччĕ, - малалла сÿтĕлет сăмах çăмхи. - Çавна май тупăш та ытларах. Мĕншĕн тесен ĕнесем пăрулама тытăнчĕç. Çапах та сĕт хакĕ 25 тенкĕрен ?пĕр литрĕ% кая мар пулсан эпир топливо хакланнине те туймастăмăр. Удобренин çулран çул ÿсет. Патшалăх субсидисемпе, дотацисемпе вăхăтра тивĕçтерменни те хуçалăха ура хурать».

Йывăрлăхсене çĕнтерсе малаллах талпăнать «Эмметево» пĕрлешÿ. Техникăна çĕнетме тăрăшать. Акă, иртнĕ çул çеç тыр-пул пухса кĕртмелли икĕ комбайн, çавăн пекех сенаж тума, выльăх апачĕ хатĕрлеме ятарлă техникăсем, темиçе машина туяннă. Кăçал трактор илнĕ. «Кивĕ техникăна пăрахăçлатпăр. Унччен культиваторсен анлăшĕ 4 метрпа танлашнă, хальхисен вăл - 8 метр. Апла пулсан пĕр тракторист паян икĕ çыншăн ĕçлет. Çĕнĕ техникăпа вăй хуни тухăçа ÿстерет, çунтармалли-сĕрмелли материала перекетлет. Вăтам ывăл, Андрей, Канаш тăрăхĕнче çĕр илнĕ. Ăна сухаласа акма «Джон Дир» трактор туяннă. Ывăл сĕнĕвĕпе малашне хамăрăн та çакнашкал хăватлă техника илес ĕмĕт пур», - вăрттăнлăхне уçрĕ Юрий Михайлович. Çĕнĕ техника ал ĕç вăйне перекетлени те куç кĕретех. Унччен икĕ хуçалăхра - «Восход» тата «Дружба» - 25-30-шар çын ĕçленĕ ?халĕ çак хуçалăхсен çĕрĕсемпе «Эмметево» усă курать - авт.%, паян хуçалăхра трактористсем 7-ĕн çеç, 3 шофер. Çак ĕçченсем çураки тăваççĕ, выраççĕ, тĕшĕлеççĕ, сухалаççĕ. Пур енĕпе те ĕлкĕреççĕ вĕсем. «Ытти хуçалăх пек çынсене ютран илсе килмен. Алă çитменрен нихăçан та ĕç тытăнса тăман», - пĕлтерчĕ Юрий Лапшин.

Кăçалхи çанталăк Елчĕк тăрăхне питех савăнтарманнине те палăртрĕ вăл. Пĕтĕмĕшле 25 пин центнер тырă пухса кĕртнĕ. Ăна выльăх-чĕрлĕх валли, вăрлăха уйăрса хунă. Ял çыннине пай çĕрĕшĕн тата ĕçченсене парса татнă. Вырăнта хуçалăх пурри, вăл йĕркеллĕ ĕçлени ял-йыша та савăнтарать. Тыр-пул тухăçĕ те япăх мар, гектартан - 25 центнер ытла. Кăçал тăхăр уйăхра асăннă хуçалăх 9 млн ытла таса тупăш илнĕ.

«Эмметево» пĕрлешÿре маларах çĕр улми те ÿстернĕ. Ĕçченсен йышĕ çулсерен чакнăран çак культурăна кăçал лартман. «Шкул ачисем те сахаллансах пыраççĕ, - хăйĕн шухăшне палăртрĕ ертÿçĕ. - Çĕр улмине тирпейлеме ытларах алă вĕççĕн ĕçлемелле. Унсăр пуçне комбайн та кирлĕ».

- Ял хуçалăхĕнче паян çамрăксем пур-и?

- Механизаторсем пурте - 40 çулти çынсем. Алексей Алексеев вара - 30 çултан иртнĕскер. Дояркăсем те 40-42-рисем. Пурте - вăй питтисем. Унччен фермăра выльăх-чĕрлĕх пăхакан 10-ăн пулнă. Паян çак ĕçе пĕр тракторист пурнăçлать. Механизаторсене хĕлле те ĕç тупса пама тăрăшатпăр, ферма таврашне явăçтаратпăр.

Ĕçченсен шалăвĕ те кăсăклантарчĕ мана. Юрий Михайлович каланă тăрăх - пĕрлешÿре вăтам ĕç укçи 13 пин тенкĕ ытла. Ăна вăхăтра параççĕ, ĕçченсен умĕнче хуçалăхăн парăм çук.

Ĕçри ÿсĕмсене çемьери тăнăçлăхпа та çыхăнтармалла. Мĕншĕн тесен Юрий Михайловича мăшăрĕ Августина Константиновна пулăшса пырать. Виçĕ ывăлĕ те ку тĕлĕшпе яланах маттур. Чăннипех патвар та хастар ачасем çитĕнтернĕ Лапшинсем. «Хуçалăха ертсе пырас ĕç çулран çул кăткăсланса пырать. Юрать, мана мăшăр, ачасем ăнланаççĕ, пулăшаççĕ, çурма тиеве хăйсем çине илеççĕ. Пĕрле вăй хуни тухăçлă ĕçлеме май парать», - пĕтĕмлетрĕ шухăшне пĕрлешÿ ертÿçи.

«Пĕрлĕхре - вăй» тени тĕрĕсех. Пĕрлехи ăс та çивĕчрех, вичкĕнрех çав.

Валентина ПЕТРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.