Хăюлăх - хăватлă, пĕлÿлĕх - пит хаклă

30 Окт, 2015

Çуллахи шăрăх кун. Иртен пуçласа каçченех пĕве патĕнчен ача-пăча, ватти-вĕтти татăлман. Красноармейски районĕнчи Тусайри Николай Аркадьев та мăнукĕсемпе çыран хĕррине аннă. Арçын вĕсене пулă тытмалли хатĕр ăсталаса панă. Сасартăк хĕрарăм хыттăн кăшкăрни илтĕннĕ. «Ачасене кам çапла вăрçать-ши?» - пуçне кăмăлсăррăн сулланă арçын. Лешĕ çав-çавах чарăнманнипе ура çине тăнă, сасă еннелле тинкернĕ: ак, тамаша, хĕрарăм пилĕк таран шыва кĕрсе тăнă та аллисемпе сулкалашнă, пулăшу ыйтса кăшкăрнă. Николай Аркадьев инкек сиксе тухнине тÿрех ăнланнă. Аллинчи хатĕрĕсене пăрахсах ун патне чупнă.

Çав кунхине Красноармейскинчи Петровсем Тусай çывăхне çемйипех шыва кĕме аннă. Кил хуçи, Валерий Зиновьевич, шăв-шавран пăрăнса тарăн çырмана пулă тытма вырнаçнă. Петровсен аслă ывăлĕ, 14-ри Саша, Наташа тантăшĕпе тÿрех шыва чăмнă. «Шалах ан кĕрĕр!» - асăрхаттарнă амăшĕ вĕсене. Çамрăксем ăна итлеме-и, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕн анлă пĕве урлă ишсе каçма тытăннă. Анчах çыран хĕррине çитеспе сасартăк Саша шыва чул пек анса кайнă. Çакна курсан хăраса ÿкнĕ хĕрарăм çари! çухăрса янă, шыв еннелле чупнă. Ишме пĕлменскер ытлашши шала кĕреймен.

Мĕн пулнине çийĕнчех ăнланнă çынсем пĕвене сикнĕ, арçын ачана шырама пикеннĕ. Кĕçех вĕсене пулăшма Николай Аркадьев та чупса çитнĕ.

- Ку пĕвен тарăнăшĕ 3 метр ытла. Шыракансем ниепле те тĕпне чăмса çитеймеççĕ. «Урăрсемпе шырăр!» - кăшкăратăп эпĕ. Наташа вара вĕсене урăх вырăнта шырама йăлăнать: «Кунта путрĕ вăл!» Анчах хăраса-хыпăнса ÿкнĕ çынсем ăна илтмеççĕ, пĕр вырăнтах шампăлтатаççĕ. Эпĕ хĕрача кăтартнă çĕре, 10 метр аяккарах, ишсе кайрăм та чăмрăм. Çук, ура çĕре перĕнмерĕ. Сывлăш çавăрса илтĕм те каллех анса кайрăм. Тинех урана темĕн лекрĕ. Путнă çынна плавкинчен çаклатса туртса илтĕм, унтан - алăпа, - аса илет çав вăхăта Николай Васильевич.

Ыттисем пулăшнипе çамрăка çыран хĕррине çĕклесе кăларнă. Сашăн ун чухне юн таппи палăрман, ÿчĕ те кăвакарнă.

- Куçĕ уçахчĕ, ун шăрçи те палăрмасть. Çыран хĕррине кăларичченех питне çуса çăварне юшкăнран тасатрăмăр, - тет арçын ачана çăлнăскер.

Ăна çийĕнчех пулăшу памасан вăл пурнăçран уйрăласса ăнланнă çав. Тăн çухатнăскере кăкăр тĕлĕнчен хыттăн пусса массаж тунă, сăмсине хупласа çăварĕнчен вĕрнĕ.

– Массаж тунă хушăра ыттисене Саша çăварĕнчен вĕрме ыйтрăм, анчах те пĕлменнипе, те хăранипе тĕкĕнмерĕç, пăхса тăчĕç, - каласа парать арçын. - Çамрăкăн çăварĕнчен, сăмсинчен шыв юхса тухрĕ. Юн таппи те палăрма пуçларĕ, вăл куçне хупрĕ. Хаштах сывласа ятăмăр.

Кĕçех ывăлĕ патне амăшĕ чупса çитнĕ, унтан - ашшĕ.

- Ачасем шыва кĕнĕ вăхăтра эпĕ 300-400 метрта, торф кăларнă хыççăн тулнă пĕвере, пулă тытса лараттăм. Пăхатăп, ман пата хуняма кăшкăрса чупать. Ăнланмарăм, çапах вăлтасене çĕклесе хирĕç васкарăм. «Саша путнă!» - хашка-хашка пĕлтерчĕ вăл. Чĕре чиксе илчĕ, вăй пĕтсе килчĕ, машинăна тапратса çыран тепĕр енне вĕçтертĕм. Эпĕ çитнĕ тĕле ывăлăм сывлатчĕ ĕнтĕ, - калаçăва хутшăнать юнашар итлесе ларакан Валерий Петров.

Анчах савăнма иртерех иккен. Сасартăк каччăна шăнăр туртма тытăннă. Çакă мĕнпе вĕçленесси куç умĕнчех. Апла çамрăкăн пурнăçĕ çаплипех хăрушлăхра пулнă.

- Алли-урине массаж тăвăр, чĕлхине çăтасран асăрхăр! - тенĕ те Николай Аркадьев арçын ача пурнăçĕшĕн кĕрешме тытăннă. Чĕлхине çăтасран шăл хушшине зажигалка чикнĕ. Амăшĕ хăй те медицина сестри-мĕн. Анчах кĕтмен пăтăрмахра хĕрарăм çухалса кайнă.

- «Саша тăр-ха, тăр!» - тесе пирĕн йĕри-тавра чупать, кăшкăрса йĕрет. Ывăлăм инкеке кĕрсе ÿкни ăна аптратса ячĕ, - шăппăн сăмахлать Валерий Петров куççульне шăлнă май. Çак аса илÿ суран çине тăвар сапнăнах туйăнчĕ уншăн.

Кĕçех «Васкавлă пулăшу» та çитнĕ. Тухтăрсем çамрăка икĕ хутчен укол тунă хыççăн шăнăр туртма пăрахнă. Вĕсем Аркадьева путакана тĕрĕс пулăшу панăшăн ырланă. Анчах Саша çав-çавах тăна кĕреймен. Шел, машинăра кислород маски, инкек тÿсекенĕн шăл хушшине хумалли хатĕр те пулман. Ăна çăварĕнчи зажигалкăпах район больницине илсе кайнă. Тепĕр кунне вара Шупашкара ăсатнă.

- Пăшăрханнипе хам та çĕрĕпех çывăраймарăм. Сашăна мĕн пĕчĕкренех пĕлетĕп-çке. Вĕсем Тусайра пирĕнтен инçех мар пурăнакан асламăшĕ патне час-часах килсе çÿреççĕ. Кăмăллă, сăпайлă вăл, - тет Николай Аркадьев.

Икĕ кун тăнсăр выртнă арçын ача. Ашшĕпе амăшĕ ун патĕнчен хăпман. Çĕр каçма çеç Шупашкарти тăванĕ патне кайнă. Пĕр ирхине больницăна çитсен ывăлĕ тăна кĕнине пĕлтернĕ вĕсене. Çав тери хĕпĕртенĕ çынсене палатăна кĕме ирĕк панă. Шурса кайнă Саша пĕр сăмахсăр кĕтсе илнĕ. Ашшĕн чĕри чиксе ыратнă: «Нивушлĕ?» - усала ĕненес килмен унăн. «Эсĕ мĕн ятлă?» - асăрханса ыйтнă ывăлĕнчен. Анчах лешĕ ун çине кăнн! пăхса илнĕ те шарламан. «Икĕ хут иккĕ миçе?» - тĕпченĕ каллех çемье пуçĕ. «Тăваттă. Мĕншĕн ун пек ыйтатăн?» - тинех сасă панă лешĕ. «Шĕкĕр Турра! Ăс-тăнĕ сиенленмен иккен, йĕркеллех!» - хаштах сывласа янă арçын. Хăрушă инкек хыçа юлнине тинех ăнланса илнĕ вăл. Куçĕнчен вĕри куççуль шăпăртатса юхса аннă.

Кĕçех Саша больницăран сывалса тухнă, Шупашкарти электромеханика техникумне вĕренме кĕнĕ. Ывăлне вилĕм аллинчен туртса илекене çемйипех чĕререн тав тунă. Халĕ те çыхăнăва татмаççĕ вĕсем. Тĕлĕнмелле, шыва путнине, хăйне çăлнине çамрăк нимĕн те астумасть иккен.

- Эсир ăна шывран туртса кăларнипе кăна мар, тĕрĕс пулăшу панипе çăлса хăварнă. Апла унчченех çак ĕçе пĕлнĕ?

- Эпĕ газ уçлакан станцире 20 çул ытла ĕçленĕ. Хăрушă объектра пĕрремĕш пулăшу пама пĕлмеллех, - сăпайлăн хуравларĕ Николай Аркадьев.

Николай Васильевич 80-мĕш çулсенче «СССР Мингазпромăн чи лайăх ĕçченĕ» хисеплĕ ята та тивĕçнĕ. Иртнĕ çул фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, сурăхсем ĕрчетме тытăннă. Хальхи вăхăтра 70 пуçа яхăн сурăх, 20 ытла çамрăк ĕне выльăх усрать вăл. Малашне ĕне ĕрчетме тытăнасшăн. Мăшăрĕпе виçĕ ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çак кунсенче Николай Аркадьева «Шыва путакана çăлнăшăн» медаль парса чысланă. «Мĕнле маттур эсĕ!» - чĕререн савăннă уншăн çывăх çыннисем тата ял-йыш.

Лариса Никитина.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.