Сава-пăчкă тытмассерен ...

30 Окт, 2015

Катка-пичке ăсталас ĕçе Федор Тихонович Ермолаев ашшĕнчен вĕреннĕ. Тихон Михайлович ку тĕлĕшпе Нăрваш Шăхальте çеç мар, таврара та палăрса тăнă. Ара, вăл вăхăтра ял çынни йывăç савăт-сапапа анлă усă курнă. Пахча çимĕçе, улма-çырлана каткапа йÿçĕтнĕ, тăварланă. Выльăх-чĕрлĕх валли лаххан ăсталанă. Унсăр пуçне пыл тата кăмпа чĕресĕсем тунă. Уйран çÿпçи те кашни килтех пулнă. Тарасаран шыв ăсса кăлармалли тимĕрленĕ витре - патйен - те кил-тĕрĕшре питĕ кирлĕ савăт шутланнă. Шайка пирки эпир, çамрăксем, пĕлместпĕр те. Хăрах хăлхаллăскерпе аслă ăру сăра ĕçнĕ. Кил-çуртра усă курмалли ытти савăта та ăсталанă Тихон Михайлович. «18 витре кĕрекен каткасем тăватчĕ атте, - аса илет иртнине ывăлĕ. - Пахча çимĕç тăварлама-йÿçĕтме туянатчĕç ăна. Савăт-сапана Юхма пасарне сутма каятчĕ».

Маларах вăрман хуçалăхĕ валли катка тунине те каларĕ Федор Тихонович. Ашшĕпе ывăлĕ черетленсе çĕрĕпе ĕçленĕ ун чухне.

Юманран ăсталанă савăтра пахча çимĕç лайăх упраннă, çемçелсе юрăхсăра тухман. Çавăнпа килĕштернĕ те ăна аслă ăру. Йăла-йĕркене пăхăнакансем халĕ те йывăç савăт-сапапа усă кураççĕ. Паллах, патйене, лаххана, шайкана, уйран çÿпçине паян музейра кăна курма пулать. Çапах та хăш-пĕр савăт кил-тĕрĕшре пурах. Сăмахран, чечек куршакĕсене йывăçран ăсталаççĕ, мунчара милĕк пĕçермелли савăт та «модăра». «Каткана юманран ăсталатăп пулсан, милĕк валли витрене - чăрăшран, çăкаран, - паллаштарать ĕçĕ-хĕлĕпе Федор Тихонович. - Халĕ паха юман çук, чирлĕ вĕсем. Ĕлĕк атте шетнике ват юманран тăватчĕ. Ун чухне çак йывăç çирĕпчĕ. Пахча çимĕç, пан улми йÿçĕтме-тăварлама катка тума саккас паракансем тупăнаççĕ, анчах сахал. Ытларах милĕк пĕçермелли савăта ыйтаççĕ. Пĕринче Патăрьел пасарĕнче суту-илÿ вăхăтĕнче вырăнти пĕр организаци ĕçченĕ милĕк пĕçерме 15 витре саккас пачĕ, ĕçтешĕсем валли те кирлĕ иккен. Паллах, савăнса пурнăçларăм хамăн ĕçе».

Çичĕ теçеткерен иртнĕ Хĕветĕр тете ĕçсĕр ларасшăн мар. Алли-ури сывă чухне ерипен кăштăртатать. Ăстаçăн мастерскойĕ тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тулнă. Хăш-пĕр тупра ашшĕнченех юлнă, теприсене хăй тунă, туяннă. «Алла сава-пăчкă тытмасан кун ахаль иртнĕн туйăнать», - тет вăл. Сăмах илемне туйма пĕлекенскерĕн сăвă çырас туртăм та пур. Катка-пичке ăсталанă вăхăтрах пуçĕнче йĕрке хыççăн йĕрке шăрçаланать, сава туртмассерен çĕнĕ сăвă çуралать.

Валентина ПЕТРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.