Авăнать те явăнать хăва хулли
Ир-ирех хăва хулли хуçма тухса утнăшăн арăмĕ ăна вăрçса та илет, килте ĕçлеместĕн тесе ятлаçам пекки тăвать. Анчах Вениамин Ситков ăна лăплантарма вĕренсе çитнĕ. "Укçа кирлĕ-çке", - тесен мăшăрĕ тÿрех чĕлхине çыртать. Вара 63-ри арçын икĕ кустăрмаллă велосипечĕ çине ларать те пахча хыçĕнче юхса выртакан Энĕш шывĕ хĕррине васкать. Кĕсйинчен пĕккине кăларать, типтерлĕн хăва хуллине касать. Вăрăмраххине суйлать, капла карçинкка тунă чух нушаланма тивмĕ, унашкаллине çавăрма меллĕ. Вăрăммине кĕскетме пулать, кĕскине - вăрăмлатаймăн.
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Акшикре кăна мар, çывăхри ялсенче те ун пек маçтăр юлман. Пур пулсан та Вениамин Яковлевич пек тăрмашмаççĕ. Хуçалăхра усă куракан çатан карçинккасем çыхать ăстаçă. "Ăна туянакан тупăнать-и вара? Халĕ темĕн тĕрлĕ михĕ, ытти япала пайтах", - кăсăкланатăп арçынран. "Тупăнмасăр. Ял çынни ыйтать. Тепри саккаспах тутарттарать. Выльăх усракана килти хуçалăхра карçинкка кирлĕ. Хушăран Октябрьскинчи пасара сутма тухатăп. Унта та туянаççĕ", - хуравлать арçын.
Ĕлĕк Акшиксем ялĕпех хăва хулли авса карçинкка тунă. Пĕрне пĕр тенкĕпе сутнине ас тăвать Вениамин Ситков. Унăн ашшĕпе амăшĕ те ял çыннинчен юлман. Пушă вăхăтра карçинкка çыхса çемье валли хушма укçа тунă. Арçын ача вĕсене пулăшнă, хулла çулçăран тасатнă тата ытти те. Аслисем ĕçленине пăхсах ăсталăха вĕреннĕ.
Ун чухне ялти халăх хăва касма Атăл хĕррине çÿренĕ. Йышпа пуçтарăнса лавпа е машинăпа тиесе килнĕ, кайран пайланă. Туса пĕтерсен карçинккасене вырăссем ?Вениамин Ситков ас тунă тăрăх% машинăпах турттарса кайнă. Çак ĕç пурнăçа сыпăнтарса пынă çеç мар, хăшне-пĕрне вăл кăна тăрантарнă. Вениамин Яковлевич йыснăшĕн çемйи хĕлĕн-çăвĕн унпа пурăннă. Упăшкипе арăмĕ кунне 20 карçинкка хатĕрленĕ, пĕри тĕпне тунă, тепри çÿллĕшне авса çыхнă. Ятарлă станпа ?хальхилле - станок% усă курнăран ĕç хăвăрт тата кал-кал пынă. Пĕррехинче тавар туянма пынисем вĕсене 100 тенкĕлĕх хут укçа тыттарнă. Хальччен унашкаллине курманран ял çыннисем ăна пăхса тĕлĕннĕ, алăра ун чухлĕ укçа пулнине ĕненес те килмен.
Мĕн пĕчĕкрен упранса юлнă туртăм чуна халĕ те çывăх мар-и çав? Юратнă мăшăрĕ упăшкин ĕçченлĕхне лайăх курать, пĕлет. Темĕн тума та ĕлкĕрнĕрен ăна ялта ытахальтен-и "энерджайзер" текен батарейкăпа танлаштараççĕ. Пĕр канмасăр тенĕн ури утать, алли ĕçлет. Энĕш хĕррине кайса 4-5 карçинкка тумалăх хăва хулли касса килет. Инçете тухса каймасан е урăх пĕлтерĕшлĕ ĕç тупăнмасан карçинккасене пĕр кунта туса пĕтерет. Хăй тунă станпа усă курса авса çыхать.
Ĕçе типтерлĕ пурнăçланăран илемлĕ пулса тухаççĕ вĕсем. Пăхатăн та - кил картишре усă курма шел пек туйăнать. Пĕр карçинккана, тĕслĕхрен, 40 килограмм çĕрулми кĕрет. Вениамин Ситковăн таварĕпе вырăнти ял хуçалăх предприятийĕнче ĕлĕк те анлăн усă курнă, халĕ те Михаил Тагеев фермер ăна саккас парсах тутарттарать. Карçинкка чăтăмлă, "ĕмĕрĕ" вăрăм.
Вениамин Яковлевич хăва хуллине суйлама пĕлет. Шурри хĕрлинчен пахарах тет, мĕншĕн тесен лайăх авăнать. Хĕрлĕ тĕслине те авма пулать, анчах вăл пĕр енчен теприне йывăррăн куçать, хуçăлма пултарать. Çавăнпа ăстаçă унпа савăта урăх тĕспе илемлетме кăна усă курать.
Паха карçинкка тумалли вăхăта та чухлать. Хĕлле, çулла ĕçлемест. Сивĕре хулă шăнать, маларах хатĕрлеме арçыннăн вăхăт çитмест, çулла туллин "пиçсе" çитменрен хăва ытла ачаш, черчен, хуçăлать. Çурла уйăхĕ вĕçĕнчен пуçласа юпа уйăхĕ вĕçлениччен тăвать вĕсене. "Ĕçленĕ чух чун канать, вăхăт иртни сисĕнмест", - тет.
"Йывăç-курăка касни-татни чуна ыраттармасть-и? Вĕсен "чĕри" те тапать-çке", - ыйтатăп Вениамин Яковлевичран. Вăл ĕненмелле лăплантарать: "Хăвана касса тăмалла. Унсăрăн вăл "иртĕхсе" ÿсет, вăрăма каять те пĕтет. Сайратсан çулсерен çамрăк хунавпа савăнтарать. Ку тĕме каснăшăн нимĕн те пулмасть. Эпĕ ăна амантмастăп вĕт".
Хĕлле те килте ларма хăнăхман ветеран, çут çанталăк ытамнех лекесшĕн. Вăл паракан усса ыттисене те туйса илтересшĕн. Кăçалхи кăрлач, нарăс уйăхĕсенче хыр кăчкине ÿркенмесĕр 50-60 кг таранах пуçтарнă, райпона вырнаçтарнă. Урана йĕлтĕр сырса кунсерен 1-2 килограмран сахал мар татса килнĕ.
Çулла хĕрсех милĕк хатĕрлет, хулари мунчана унпа тивĕçтерет. Кил-тĕрĕш валли шăпăр та çыхать. Мăшăрĕпе картиш тулли выльăх-чĕрлĕхе пăхма та ĕлкĕрет. "Утмалла, çÿремелле, ĕçлемелле", - тет çемье çавăрса 37 çул мăшăрĕпе пĕрле пурăннине çывăх кунсенче паллă тума хатĕрленекенскер. Утас, пурăнас çулĕ вĕсен чăннипех те вăрăм пултăр.
Ирина ПАВЛОВА.
Комментировать