Шупашкарта - çĕнĕ палăк

30 Окт, 2015

Шупашкарти "ВНИИР" АУО умĕнчи площадкăра ĕнер XX ĕмĕрти чи паллă ученăйсенчен пĕрин Никола Теслан палăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

Никола Тесла - Серби паллă изобретателĕ. Тĕнче шайĕнче палăрнă ученăй физика, электро тата радиотехника тытăмĕнче ĕçленĕ. Чи пысăк ĕçĕ - улшăнакан тока кулленхи пурнăçа анлăн кĕртни. Унăн генераторĕсем тока инçетри хутлăхсене çитерме тата хуласемпе континентсене энергипе тивĕçтерме май панă. Тесла улшăнакан ток енĕпе ирттернĕ тĕпчевсем электротехникăна малалла аталантармалли никĕс пулса тăнă. Шупашкарта унăн палăкне ахальтен уçма йышăнман: шăпах çак инженер-электротехникăн ĕçĕсемпе изобретенийĕсене пула республикăри 15 пин ытла çыннăн, электротехника отраслĕнче тăрăшакансен, пысăк шалуллă яланхи ĕç пур. "Чăваш Енри ВНИИРа Никола Тесла ĕçне малалла тăсакан тесе хăюллăнах калама пулать", - терĕ "АБС Электро" компанисен ушкăнĕн /ВНИИР шăпах унăн тытăмне кĕрет/ президенчĕ Ненад Попович.

Палăка уçма килнисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Тĕнчипе паллă ученăя çапла хисеплени çамрăксене инноваци аталанăвĕпе кăсăкланма, вĕсене хăйсем суйласа илнĕ облаçра пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантарасса шаннине пĕлтерчĕ.

Пухăннисене паллă пулăмпа çавăн пекех Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламларĕ, çак сквер хулара пурăнакансемшĕн кăмăллă вырăн пуласса шаннине палăртрĕ.

Юлашкинчен сумлă хăнасем палăк умне чечексем хучĕç.

И.КЛЕМЕНТЬЕВА.

Рубрика: