Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткине Ольга Почалкинăна асăнса

29 Сен, 2015

Чăваш çамрăкĕсен Çеç­пĕл Мишши ячĕллĕ патшалăх театрĕ пысăк çухату тÿсрĕ. 2015 çулхи сентябрĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Ольга Михайловна Почалкина пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.

Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне вăл театра халалланă. Пысăк ăсталăхне пула актрисăна ĕçтешĕсем хисепленĕ, тăван республикăра куракансем юратнă, унпа мăнаçланнă, ăна Раççейĕн тĕрлĕ хулинче алă çупса кĕтсе илнĕ.

Ольга 1974 çулхи майăн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Нурăс ялĕнче çуралнă. Пултаруллă артистка çамрăксен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ театрне 1996 çулта килнĕ, маларах Санкт-Петербургри театр искусствин патшалăх академийĕнче Раççей искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Николай Наумов профессор мастерскойĕнче актер профессине илнĕ.

Пĕрремĕш ĕçĕ - «Эй, ты, здравствуй!» спектакльти Маша Балагуева - унăн пултарулăхĕн пысăк майĕсене уçса панă. Хăйĕнчен çирĕп ыйтни, пултарулăх ĕçĕнче яланах шыравра пулни актрисăна сценăн тĕп ăстисен йышне кĕртнĕ.

Ольга Почалкина труппăна килсен паян ача-пăча театрĕсенче актерсен хушшинче сайра тĕл пулакан амплуа - травести /ачасен ролĕсене сăнарлакан актриса/ - вăй илнĕ. Çамрăксем те, аслăрах ÿсĕмри куракансем те вăл калăпланă Кĕлпикене /«Кĕлпике» юмах/, Чăх чĕппине /«Золотой цыпленок»/, Малыша /«Малыш и Карлсон»/, Пÿрнескене /«Пюрнеске и его друзья»/, Петьăна /«Когда поют светофоры»/, Пингвина /«У ковчега в восемь»/ тата ытти нумай сăнара ĕненнĕ, питĕ юратнă. Çак ярăмри курăмлă ĕçсенчен пĕри - «Горе с запахом ромашки» спектакльти Олеш ача сăнарĕ.

19 сезонта талантлă актриса классика, ку чухнехи тата наци репертуарĕнчи спектакльсенче 60 яхăн роль вылянă. Куракансем унăн паллă, интереслĕ ролĕсене астăваççĕ: Дина - «Кÿршĕ хĕрĕ», Соня - «Ваня кукка», Санюк - «Вăрмана юлнă çамрăклăх», Ульха - «Сансăр пурнăç çук», Унеслу - «Сăваплă вут», Рамиля - «Червоточина», Анжелика - «Жорж Данден», Варя - «Вишневый сад», Головастая - «Собаки», Малыш - «Малыш и Карлсон», Кĕçĕн шăллĕ - «Ама кайăк çулĕпе», Варвара - «Аслати», Любовь - «Ромео и Джульетта», Кукшина - «Отцы и дети», Даша - «Ирпе автан авăтсан», Маруся - «Чăн телей юратура», Шут - «Лир патша». Актрисăн юлашки ĕçĕ - В.Шукшин хайлавĕ тăрăх лартнă «Покажите мне весну» спектакльти Зоя ролĕ.

Ольга Почалкина тĕлĕнмелле çын, чăн-чăн профессионал пулнă, ăшă кăмăлĕпе палăрса тăнă. Ырă кăмăллă, шанчăклă, ыттисене пулăшма хатĕр пулнă, шÿте лайăх ăнланнă. Вăл 42 çула кайса йывăр чирлесе выртнă хыççăн пурнăçран уйрăлнă, чирлесен те юлашки кунĕсемчченех куракансем патне тухнă, хăйĕн ролĕсене ăнăçлă вылянă.

ЧР Культура министерстви, ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕ, Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ патшалăх театрĕн коллективĕ унăн тăванĕсемпе, çывăх çыннисемпе тата актриса пултарулăхне пысăка хурса хакланисемпе пĕрле чун-чĕререн хурланнине пĕлтереççĕ. Ольга Михайловна Почалкина сăнарĕ яланах пирĕн чĕресенче упранĕ.

Актрисăпа 2015 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕнче 14 сехетрен пуçласа 16 сехетчен çак адреспа сывпуллашаççĕ: Шупашкар хули, Граждан урамĕ, 19-мĕш çурт.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.