150 çул - саккун хуралĕнче

28 Окт, 2015

Тук-тук-тук! Парăм пурри çинчен аса илтерсе алăкран шаккать суд приставĕ... Саккуна пăхăнманнине, яваплăха туйманнине патшалăх каçарма пултараймасть. Суд йышăну кăларни кăна çителĕксĕр, ăна пурнăçа кĕртмелле. Шăпах ĕнтĕ суд приставĕсен служби судсенче йĕркелĕхе тытса тăма пулăшать, суд йышăнăвĕсене, тĕрлĕ администраци органĕсен акчĕсене хистесе пурнăçа кĕрттерет...

Суд приставĕсен институчĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 150 çул çитрĕ. Çак сумлă пулăма Раççей Федерацийĕн Суд приставĕсен службин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче паллă турĕç. Уявпа вĕсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

- Суд приставĕсен институчĕн историйĕ - вăрăм та пуян. Паян çак службăра вăй хуракансен ĕçĕн тухăçлăхне туятпăр кăна мар, куратпăр та. Парăмлă çынсем, йĕркене пăхăнман граждансем суд приставĕсен "аллине çакланса" курнă хыççăн саккуна хисеплеме пуçланине çирĕплетекен тĕслĕх сахал мар. Раççейре Конституци йĕркине тивĕçлĕ шайра хÿтĕлемелле. Обществăпа политикăри лару-тăру тăнăçлăхĕ çакăнтан нумай килет, - палăртрĕ Михаил Васильевич хăйĕн сăмахĕнче. - Влаç органĕсен мĕнпур сыпăкĕн пĕрле, пĕр шухăшлă пулса хамăрăн граждансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн тăрăшса ĕçлемелле. Тав сире! Малашне те паянхи пекех яваплăха туйса тăрăшассине шанса тăратăп!

Сăмахпа тав тунипе пĕрлех служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне лайăх енчен палăрнисене республика Пуçлăхĕ тĕрлĕ наградăпа чысларĕ.

Суд приставĕсем Вăтам ĕмĕрсенчех пулнă. Пĕрремĕш Петĕр саманинче те, çĕршыва ытти патша тытса тăнă чухне те вĕсен сумĕ чакман. Паян та суд йышăнăвĕсене пурнăçа кĕртекенсен ĕçĕ кирлĕ тата пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикинче суд приставĕсем Раççей Юстици министерствин тытăмĕнче 1998 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче ĕçлеме пуçланă. Ятарлă уйрăма ун чухне В.Карпов ертсе пынă. 2005 çулта Федерацин суд приставĕсен службин Чăваш Республикинчи управленийĕ йĕркеленнĕ. 2010 çулччен ăна И.Корсаков ертсе пынă. Паян Чăваш Енри тĕп суд приставĕ - Анатолий Иванов.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енри суд приставĕсен службинче 800 ытла çын вăй хурать. "РФ Конституцине тата РФ саккунĕсене пăхăнма, суд приставĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама сăмах паратăп" - чĕре витĕр тухакан çак тупа сăмахĕсенче суд приставĕсен ĕç-хĕлĕн пĕлтерĕшĕ - тĕрĕслĕхе çирĕплетесси - лайăх палăрать. Тĕп суд приставĕ Анатолий Иванов пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи тăхăр уйăхра республикăри суд приставĕсем 3 млрд тенкĕне яхăн парăм шыраса илнĕ, 700 яхăн преступление тупса палăртнă, Миграци саккунне пăснă 50 граждана республикăран кăларса янă... Суд приставĕсенчен кунсерен çĕршер çын, организаци, предприятипе учреждени хăйсен саккунлă прависемпе интересĕсене хÿтĕлеме ыйтать. "Граждансене айăплавран пăрăнса иртме çукки, суд йышăнăвне вăхăтра пурнăçламанни ырăпа вĕçленменни çинчен асăрхаттарасси, çак шухăш-ăнлава çынсен ăс-тăнне кĕртсе хăварасси - пирĕн тĕп тивĕç", - теççĕ суд приставĕсем.

Çул хыççăн çул иртет - самана улшăнсах тăрать. Апла пулин те суд приставĕсем хăйсен тÿрĕ тивĕçĕсене яланхи пекех çирĕппĕн тата вăхăтра пурнăçлама васкаççĕ...

В.БАГАДЕРОВА

Теги: