ДИАБЕТПА КĔРЕШЕÇÇĔ

6 Мар, 2014

Çак рецептсемпе килте усă курма пулать. Паллах, сипленме пуçличчен тухтăрпа канашламалла.

  • апат кашăкĕ вĕтетнĕ хурăн çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 10 минут пĕçермелле, илсен çур апат кашăкĕ сода хушмалла та 6 сехет лартмалла. Сăрăхтармалла. 2 сăтăрккăпа, виçĕ сехет тăхтаса, ĕçсе ямалла.
  • десерт кашăкĕ хурăн папкине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 10 минут вĕретмелле. Илсен 6 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне çур стакан апат хыççăн ĕçмелле.
  • апат кашăкĕ вĕтетнĕ катăркас /боярышник/ çырлине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 20 минут пĕçермелле, çулăм çинчен илсен 3-4 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Чей вырăнне ĕçмелле.
  • апат кашăкĕ вĕтетнĕ кĕтмел /брусника/ çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 3 минут вĕретмелле, çулăм çинчен илсен 3-4 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут ĕçмелле.
  • апат кашăкĕ вĕтетнĕ кăвак хăмла çырли /ежевика/ çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 5 минут вĕретмелле, çулăм çинчен илсен 3 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле.
  • апат кашăкĕ вĕтетнĕ шăлан çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 5 минут вĕретмелле, çулăм çинчен илсен 1 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 1 стакан чей вырăнне ĕçмелле.
  • десерт кашăкĕ вĕтетнĕ хĕрлĕ пилеш çырлине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 20 минут вĕретмелле, çулăм çинчен илсен 3-4 сехет лартмалла. Кунне 3-4 хут апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
  • апат кашăкĕ вĕтетнĕ хура хурлăхан çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 10 минут вĕретмелле, çулăм çинчен илсен 4 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат хыççăн çуршар стакан ĕçмелле.
  • десерт кашăкĕ вĕтетнĕ палан хуппине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 20 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.