Хунямăшĕ кинĕн ташши-юррипе киленнĕ
Йÿçпан урамĕпе Ландышевсен килне шыраса утатăп. Вĕсен хапхи ыттисенчен уйрăлса тăни çинчен илтнĕччĕ-ха. Акă вăл, Нарспилли... Сăвă йĕркисене те çырнă. Ун умĕнчен чарăнмасăр иртеймĕн. Çакăнта литературăна юратакан, илеме хаклакан çынсем пурăнни куçкĕрет. Авă хуçисем те мана хирĕç тухрĕç.
Николай Васильевичпа Галина Петровна ал ĕçĕпе аппаланма юратаççĕ. Шухăш хăвачĕ мăшăра пÿрт умне те, картишне те, пахчана та хăйнеевĕрлетме пулăшнă. Йăрансен хушшинче татăк-кĕсĕкрен ăсталанă карчăкпа старик вырăн тупнă. Арçын купăс каланăн, хĕрарăм ташланăн туйăнать. Кирлĕ мар хатĕр-хĕтĕртен сысна çури, акăш, пальма йывăççисем касса кăларнă Николай Васильевич. Ларса канмалли вырăна кĕленчерен ăсталанă. «Унта çуллахи вăхăтра упăшкапа иксĕмĕр чей ĕçетпĕр», - тет çемье вучахне упракан. Чечек юратаççĕ Ландышевсем. «Йĕри-таврари хăтлăх кăмăла уçать, çĕнĕ ĕçе пуçăнма хавхалантарать», - пытармасть Галина Петровна.
Малтан кил хуçи хăех хапха çине Нарспипе Сетнере ÿкернĕ. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн çак ĕçе хĕвел тĕссĕрлетнĕ. Халĕ Николай Васильевич ывăлне çурт хăпартма пулăшать. Çавăнпах çĕнĕрен ÿкерме вăхăт çук унăн. Галина Петровна нумай шухăшласа тăман - открыткăна пысăклатса плакат саккас панă.
Уяв илемĕ
Уявра та савăнма пĕлеççĕ вĕсем. «Çĕнĕ çул каçне уйрăмах тăрăшса хатĕрленеттĕмĕр. Мăшăрăм пулăшнипе темле сăнара та çаврăннă вĕт. Уншăн конкурсра 3-4 çул пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çакăншăн кашнинчех сысна çури панă пире. Хуняма çине тăнипех туйран та юлман. «Кин, эс юрласа ташланине курма пыратăп. Унта пĕтĕм халăх сана сăнать», - тетчĕ вăл хăпартланса», - аса илет хĕрарăм. Çĕнĕ çи-пуç çĕлетме те ÿркенмест кил хуçи арăмĕ. Халĕ тăхăнаканнине ял хĕрарăмĕсем те тÿрех килĕштернĕ. Вĕсем те çавнашкаллине илесшĕн.
Вĕрентекенсен витĕмĕ
Николай Васильевичпа Галина Петровна ĕмĕр тăршшĕпех ачасене вĕрентнĕ. Кил хуçи Килтĕш шкул тилхепине 11 çул тытса пынă. Çав вăхăтрах ачасене ÿкерме, йывăçран килте кирлĕ япала касса кăларма, станоксем ăсталама хăнăхтарнă. Унăн вĕрентекенĕсем конкурссенче, олимпиадăсенче палăрнă. Республикăра çĕнтерсе Мускава кайнă.
Çамрăксем сĕтел, алтăр, йĕтĕр... сутса инструментсем туяннă. «Ун чухне ачасем уроксем хыççăн ĕç пÿлĕмĕнчен тухма пĕлмен. Çĕнĕ хатĕр ăсталама ăнтăлатчĕç. Йăлтах кăсăклăччĕ вĕсемшĕн», - палăртать Николай Васильевич. Сăмах май, унăн мăнукĕ Сергей республика шайĕнчи «Çамрăк изобретатель» конкурсра мала тухнă. Унта, паллах, кукашшĕн витĕмĕ пур.
Йывăçран касса кăларнă пăши пуçне, тĕслĕхрен, Ландышевсем кухньăна вырнаçтарнă. Унăн мăйракинчен алшăлли çакса хума меллĕ.
Галина Петровна чăваш чĕлхипе литературине, тăван тăрăх культурине вĕрентнĕ. Улах, сурхури, туй, çăварни... йĕркине кăтартмашкăн ачасемпе пĕрле мĕн чухлĕ çи-пуç хатĕрленĕ, тухья тунă. Николай Васильевич тенкĕ касмашкăн ятарласах станок ăсталанă. Ун чухне консерв банкисене те пăрахман. Хатĕрĕсем çаплипех алă айĕнчех. Пĕр тăхтаса тăмасăр уяв пуçлама пулать.
Декрет отпускĕнче хĕрарăм Йÿçпан клубĕнче ĕçленĕ. «Çав тери хаваслă пурăннă. Пĕрре «Çитсă балĕ» те йĕркеленĕччĕ. Пусмана карусель майлă çакрăмăр. Вăйăсем ирттертĕмĕр. Çĕнтерÿçĕсене парнесем патăмăр. Ун чухне çамрăксемпе субботнике тăтăш пуçтарăнаттăмăр. Тем тесен те культура вучахĕ çунни ял пурăннине пĕлтерет», - калаçăва тăсать çаврăнăçуллăскер.
Пĕртен-пĕр ветеран
Галина Петровнăн ашшĕ Петр Андреев - 96 çулта. Çак тăрăхри Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕртен-пĕр ветеранĕ Ландышевсем патĕнче пурăнать. Вăл та мана кăмăллă кĕтсе илчĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче Петр Андреевич санитар пулнă. Çапăçу хирĕнчен аманнисене йăтса тухнă, суранĕсене çыхса янă. Тăшман пульли ăна та шар кăтартнă. 9 уйăх госпитальте сипленме тивнĕ унăн. Çав пульăна халĕ те упрать ветеран. Килтĕш каччи «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медале тивĕçнĕ.
Суранĕ шыçнине, пÿрленнине пула Петр Андреев киле таврăнсан та йĕркеллĕ çÿреймен. Çапах пурăнма ăнтăлнă. 1948 çулта Ефросинья Красновăна качча илнĕ вăл. Вăрçă ветеранĕпе тыл ĕçченĕн çемйинче икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуралнă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ 48 çул килĕштерсе пурăнни - çывăх çыннисемшĕн, ял-йышшăн ырă тĕслĕх. Лазерпа Леонид çут тĕнчерен сарăмсăр уйрăлни ашшĕн чĕрине ыраттарса хăварни паллă. Халĕ хĕрĕпе кĕрÿшĕ лайăх пăхаççĕ ăна. Мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем хăнана пырсах тăраççĕ.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Етĕрне районĕ.
Комментировать