Çынна ырă туни савăнтарать

24 Окт, 2015

Пире, чăвашсене, хамăр республикăра хăтлă. Çав вăхăтрах тĕнчери лару-тăру лăпкă мар. Вăрçă мĕн чухлĕ çыннăн кун-çулне татать. Вĕсемшĕн пăшăрханса та чун ыратать. Тăнăçлăха мĕншĕн хаклама пĕлместпĕр-ши?

Çынсем пĕр-пĕрне хисеплеменнине, пулăшманнине, ырă сунманнине йышăнас килмест. Пурнăçра сивĕ чунлă пулмалла мар. Тĕслĕхрен, ватă çынна çул урлă каçма е общество транспортне ларма пулăшсан та кăмăл уçăлать. Кирлĕ ĕç тунăшăн темиçе кун савăнса, хăпартланса çÿретĕп. Урамра алă тăсса тăракана та укçа паратăп. Эпĕ уншăн çука юлмастăп вĕт. Ан тив, кирек мĕнле усă куртăр вăл çав нухратпа. Хăй манса та каять пуль. Мана вара хам ырă туниех çунат хушма май парать.

Халĕ пурнăç укçа çинче тытăнса тăрать. Уншăнах вăрçăнаççĕ, çапăçаççĕ, вĕлереççĕ. Чун пуянлăхне малти вырăна кăларасчĕ.

Шкул хыççăн пĕлĕве тарăнлатнăшăн та тÿлемелле. Мăнуксене вĕрентме укçа çитерĕпĕр-ши? Çакă та шухăшлаттарать.

Çамрăксем театра сайра-хутра килеççĕ. Пĕр енчен, çĕнĕ технологисем аталанни лайăх. Спектакльсене килтех курма пулать. Анчах куçран куç пăхни тем тесен те пахарах, витĕмлĕрех. Тепĕр енчен, Интернет ачасен ăс-тăнне хавшатать. Ашшĕ-амăшĕн воспитани тĕлĕшĕпе тимлĕрех пулмалла. Аслă ÿсĕмрисем те культурăпа кăсăкланасшăнах мар. «Спектакль курма вăхăт çук», - теççĕ. Епле-ха апла? «Мĕн тăватăр?» - ыйтатăп. «Хамăр та пĕлместпĕр», - хуравлаççĕ.

Эпĕ çаплипех ялта пурăнатăп, çĕр ĕçне юрататăп. Халĕ те пахчаçимĕç сутма тухатăп. «Укçа çитмест-и сана?» - интересленеççĕ. Çук, пуйма тĕллев тытман. Шалу та, пенси те параççĕ. «Эсир хула халăхне пахчаçимĕçпе тивĕçтерсе çитереймĕр те - пулăшас тетĕп», - йăл кулатăп сутă тăвакансене хирĕç пăхса. Çимĕçшĕн хаклă ыйтмастăп. «Мĕн чухлĕ паратăр - çав хакпа илĕр», - ăнлантаратăп ман умра чарăнакансене. «30 тенкĕ тăраканнине 5-пех сутатăр-и?» - тĕлĕнеççĕ вĕсем. Туянччăр, киле пушă алăпа пырса ан кĕччĕр. Каларăм-çке, маншăн çынна ырă туни пĕлтерĕшлĕрех.

Любовь ФЕДОРОВА,

Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.