ПЕПКЕНЕ ПУЛĂШМАЛЛА
Амăшĕ кăкăр ĕмĕртнĕ вăхăтра ачан апат ирĕлтерекен органĕсем йĕркеллех ĕçлеççĕ. Хушма апат çитерме тытăнсан вара вăл вар-хырăм ыратнипе тертленме пуçлать. Укроп шывĕпе кишĕр сĕткенĕ пур чухне те пулăшаймаççĕ.
Кăкăр ачисенчен чылайăшĕ кунне 2-4 хут пысăккипе тула каять. Çапах хушăран пепке вар хытнипе аптрать. Хырăмлăх сĕткене, нимĕре, пăтта ирĕлтерме хăнăхса кăна пырать-ха, çавăнпа ача тула йĕркеллĕ каяймасть. Ăна пулăшмалла, унсăрăн организмран вăхăтра кăларман апат каяшĕ тачка пырша пухăнать, организма каялла сăрхăнса кĕме пуçлать, ăна наркăмăшлать.
Ача тула каяйманнипе чылай вăхăт аптрасан кутанана супăнĕн çемçе касăкне е газ кăларакан трубка чикмелле, е клизма лартмалла. Анчах çакна йăлана кĕртмелле мар, ăна пула ачан тула тухмалли рефлекс тĕрĕс мар аталанма пултарать.
Тĕпренчĕкĕрĕн тăтăш вар хытма тытăнсан тухтăрпа канашлăр. Сывлăх енчен пурте йĕркеллех пулсан ачана пăнчă массажĕпе пулăшмалла.
Ачан алă пÿрнисене пĕрле тытмалла, шĕвĕр пÿрне кăкĕнчен пуçласа кача пÿрнин кăкĕ таран миçе сантиметр пулнине виçмелле. Çак тăршшĕне ВЕ /виçе единици/ тесе палăртмалла. Вăл пулăшнипе биологи тĕлĕшĕнчен хастар пăнчăсене палăртмалла.
Пĕрремĕш икĕ пăнчă. Ача кăвапинчен сулахай тата сылтăм еннелле ВЕ виçсе хумалла, кашни енчен çуршар сантиметр хушмалла.
Иккĕмĕш икĕ пăнчă. Сулахай тата сылтăм алă лапписен тулашĕнче алă туни хутланнă тĕлтен чавса енне ВЕ виçсе хумалла.
Виççĕмĕш икĕ пăнчă. Сулахай тата сылтăм урасен шал енчи пакăлчак шăммисенчен çÿлелле ВЕ виçсе хумалла.
Кашни пăнча кунне 1 хут апатчен 30 минут маларах е апат хыççăн 1 сехетрен шĕвĕр е вăта пÿрнепе сехет йĕппи куçнă май сăтăрса 20-шер çеккунт массаж тумалла. 2-3 эрне сиплесен ача тула йĕркеллех кайма тытăнать.
Куллен тĕрлĕ хускану туни те пулăшать. Хăнăхтарусен комплексĕ пирки ача тухтăрĕпе канашламалла.
Пепкене час-часах хырăм çине вырттарăр. Ку пыршăлăх хутланассине, пысăккипе тула каяссине лайăхлатать.
Комментировать