Ĕçлеме те, упрама та пĕлмелле

23 Окт, 2015

Комсомольски районĕнчи "Çĕрулмине мухтав" агрофирмăра ялхуçалăх машинисене хĕллене упрама лартас ыйтупа республикăри инженерипе техника ĕçченĕсен семинар-канашлăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, республикăн тĕп инженер-инспекторĕ, хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене тĕрĕслекен инспекци пуçлăхĕ Владимир Димитриев, Комсомольски район администрацине ертсе пыракан Алексей Самаркин, район администрацийĕсен представителĕсем, хуçалăх ертÿçисем, ялхуçалăх вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсем хутшăннă.

Пухăннисене паллаштарма çак хуçалăха ытахальтен суйласа илмен. Кунти техника паркĕ пуян, унсăр пуçне мĕн пуррипе типтерлĕ усă кураççĕ, тăрăшса упраççĕ. Мухтава тивĕçлĕ çĕр ĕçченĕсем ялхуçалăх машинисене ГОСТ ыйтнине тĕпе хурса хĕллехи управа лартнă. Çавна кура семинара хутшăннисем вĕсен ĕçне тивĕçлипе хакланă.

Ун хыççăн ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов кăçалхи ĕççин малтанхи кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Республикăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртнĕ. Пирвайхи виçепе пĕтĕмпе 571,4 пин тонна тырă тĕшĕленĕ. Икĕ районта - 40 пин тонна ытла: Елчĕкре - 46,9 пин тонна, Çĕрпÿре - 44,1 пин тонна. Вырса илнĕ мĕнпур тыррăн 15,9 процентне çак районсем панă. Гектартан вăтамран 20,6 центнер тухнă. Тухăçлăх тĕлĕшĕпе Шупашкар ?22,9 ц%, Елчĕк ?22,7 ц%, Вăрнар тата Етĕрне районĕсем ?22,5 ц% малта.

Хальхи вăхăтра çĕр çинче техникăсăр ĕçлеймĕн. Киввине çĕннипе улăштарас тĕллев кашни хуçалăхăнах пулмалла, унсăрăн тухăçлă вăй хураймăн. Ялхуçалăх министрĕн çумĕ Николай Якимов палăртнă тăрăх - кăçал республикăри предприятисемпе организацисем 558,6 млн тенкĕлĕх техника туяннă.

Республикăн тĕп инженер-инспекторĕ Владимир Димитриев пуçтарăннисене техникăна управа лартма ыйтакан йĕркене, регистрациленĕ машинăсен юсавлăхне вăхăтра тĕрĕслесе тăмаллине асаилтернĕ. Районсемпе хуласенчи инспекцисен кăтартăвĕпе агропромышленноç комплексĕнче паянхи кун тĕлне 3711 единица техникăна тĕрĕслеве тăратнă. Çакă - регистрациленĕ машинăсен 65 проценчĕ. 3548 единица ?96 процент% çав тĕрĕслев витĕр тухнă.

Тепĕр чух хуçалăхра машина-трактор çителĕклĕ, анчах вĕсемпе ĕçлеме çын çук. Пĕр механизаторăн е водителĕн темиçе техника çине ларма тивет. Владимир Димитриев шухăшĕпе ĕçлекене хавхалантарсан производство тухăçлăхне ÿстерме пулать.

Семинар-канашлура студентсен - пулас агрономсемпе инженерсен - сăмахне те итлеме те кăсăклă пулнă. Паян ялхуçалăхĕнче квалификациллĕ специалистсем çитмеççĕ. Мĕншĕн çамрăксем унта юласшăн мар? Чăваш ялхуçалăх академийĕн 4 курс студентне, пулас агронома Светлана Федоровăна итленĕ хыççăн ăнланнă: аслă вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухакансене производство практики вăхăтĕнче ытларах хавхалантарма тăрăшмалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.