Аваллăхсăр малашлăх çук
Историе, аваллăха упраса хăварассишĕн çунакансене хисеплетĕп эпĕ. Шел, кунашкал çын сахал халĕ пирĕн хушăмăрта. Вăрнар районĕнчи «Хоронзор» хуçалăх ертÿçи Федор Кузьмин 2004 çулта вырăнта историпе краеведени музейне йĕркелесе янă. Экспонатсене вырнаçтарма çурт пулманран вĕсене хуçалăх правленийĕнче тытнă. Каярахпа Хорнсор Çармăсри пуçламăш шкул хупăнсан авалхи пурлăха унта куçарнă.
Виçĕ пÿлĕмрен тăракан музей самаях пуян. Кунта ĕлĕкхи савăт-сапаран, ĕç хатĕрĕнчен, япаларан пуçласа укçа таранах упранать. 1570-мĕш, 1769-мĕш, 1811-мĕш çулхи нухрата ăçта тĕл пулăн халĕ?
Укçа тенĕрен вĕсен шучĕ чылай пулнă. Кивĕ çуртра çакнашкал пурлăх тытнине пĕлсен вăрă-хурах тапăнас хăрушлăх та пур. Çавна май музей пуçаруçи хăшне-пĕрне кунтан илсе кайнă.
Ялйышăн маттур çыннисем, вăрăм ĕмĕрлисем, тĕрлĕ вăрçа-харçа хутшăннисем те хисепре. Вĕсен сăнÿкерчĕкĕсене пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă. Ача амăшĕн героинисене вара Чăваш халăх художникĕ Николай Карачарсков ÿкернĕ. Пиллĕкĕн вĕсем, пурте вунă е ытларах ача çуратса ÿстернĕ. Шел, паянхи кун пĕри те сывă мар. Хоронсор Çармăссем çавăн пекех Раççей Геройĕпе Федор Кузнецовпа мухтанаççĕ. Вăл Чечня вăрçинче пуç хунă. Хăй Карагандара çуралса ÿснĕ пулсан та ачалăхĕ унăн кунта иртнĕ. Грозный хулинче пурнăçĕ татăлнă. Афган вăрçинче вилнĕ Владимир Антонов ячĕпе вара ялта çирĕм çул футбол турнирĕ иртет. Ялйыша асра тытни, историе, аваллăха манманни япăх-шим? Музейре ял кунçулĕ упранать. Асăннă тăрăха хăна-вĕрле килсен тÿрех музейпе паллашма васкать. Шкул ачисем те, садике çÿрекен шăпăрлансем те аваллăх тĕнчипе кăсăкланаççĕ. Çитменнине çак çуртрах ял вулавăшĕ те вырнаçнă. Вăл маларах клубăн пĕчĕк пÿлĕмĕнче пулнă, каярахпа ăна кунта куçарнă.
Халĕ музее Федор Григорьевичăн шăллĕ Михаил Григорьевич Кузьмин пăхса тăрать. Юсав ĕçĕсене культура ĕçченĕсемпе пĕрле пурнăçлаççĕ. Ку тĕлĕшпе вырăнти ял тăрăхĕнчен те, район пуçлăхĕсенчен те пулăшу çуккине пĕлтерчĕ вăл. Пулăшу çукки çеç мар, ура хума та хăтланаççĕ вĕсем. Шкул çурчĕ самай кивелнĕрен çурăлнă. Çавна май икĕ çул каярах комисси килсе тĕрĕсленĕ, музее хупма палăртнă. Михаил Григорьевич вара ăна хупма паман. Культура ĕçченĕсемпе çурта тĕплĕ юсанă. Унсăр пуçне кашни çулах унтан-кунтан сапласа тăраççĕ. Юсава пĕтĕмпех хăйсен укçи-тенкипе пурнăçлаççĕ. Паллах, ку тĕлĕшпе Федор Григорьевич та пулăшса пырать. Ара, хăй пуçарнă ĕçшĕн чунĕ ырататех унăн.
Музей çуртне малашне анлăлатас тĕлĕшпе пурăнать Михаил Григорьевич. «Кунтах лаша урапи, çуна лартасшăн эпир, хапха тăвасшăн. Музей район шайĕпе пулсан та аван. Ун йĕри-тавра йывăçсем лартса хăвартăмăр», - паллаштарать ĕçĕ-хĕлĕпе вырăнти клуб ертÿçи.
Паллах, кивĕ çурта тытса тăма çăмăл мар. Юсама нухрат кирлĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Михаил Григорьевич икĕ çул каялла «Ялсенче комплекслă майпа çурт-йĕр тăвасси тата тирпей-илем кĕртесси» проекта хутшăнса грант выляса илнĕ. Анчах укçа-тенке Хоронсор Çармăс ялĕ валли мар, Çĕрпел ?асăннă ял çак тăрăха кĕрет - авт.% шкулĕпе клубĕ валли уйăрнă. «Шкул тата культура çурчĕн тăррисене улăштарнă май кивĕ тимĕре те пулин парăр-ха», - ыйтрăм ун чухне пуçлăхсенчен, анчах кăлăхах. Эпир унпа музей тăррине витесшĕнччĕ», - пăшăрханса калаçрĕ арçын.
Пĕри тăрăшнă чухне теприн мĕншĕн айккинче юлмалла? Кивĕ хĕç тимĕре Михаил Кузьмин хăйĕн çурчĕ валли ыйтман-çке. Яла аталантарма талпăнать вăл. Çак ĕçре вырăнти пуçлăхсем пулăшмасан кама шанмалла?
Аваллăха упракан музейсем кирлех-ши паян халăха? Шăпах çак ыйтупа çынсене чăрмантарма шут тытрăм:
Татьяна Федорова, Вăрнар район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн ертсе пыракан специалист эксперчĕ:
- Паллах, кирлĕ. Пирĕн район центрĕнче историпе краеведени музейĕ пур. Унсăр пуçне ял клубĕсен çумĕнче те. Вĕсене клуб ертÿçисем пăхса тăраççĕ, килен-каяна экспонатсемпе паллаштараççĕ. Музейсем çамрăксемшĕн, ачасемшĕн те кирлĕ.
Лидия Федорова, Çĕрпелти «Рябинушка» ясли-садăн ертÿçи:
- Хоронсор Çармăсра историпе краеведени музейĕ пурришĕн савăнатпăр эпир. Ачасемпе час-часах çÿретпĕр унта. Садик çумĕнче çакнашкал музей уçасшăнччĕ маларах, анчах пулса пĕтмерĕ пирĕн. Çамрăк ăрăва аваллăхпа паллаштарма питĕ кирлĕ вăл. Ара, унсăрăн малашлăх çук. Ачасем кăмăлласах çÿреççĕ унта. Кашни япалана тытса пăхаççĕ. Пĕр-пĕр хатĕр çинчен сăмахпа икĕ-виçĕ хут каличчен куçпа курни асра юлатех. Аваллăх управçи кирлех. Ăна йĕркелесе пыракансене пысăк тав.
Комментировать