Майровскисем
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине çемйи-çемйипе хутшăннă тĕслĕхсем çĕршывра çеç мар, республикăра та чылай. Акă Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Уйпуç ялĕнчи Майровскисем юнлă вăрçă хирне тăваттăн тухса кайнă, вĕсенчен Георгий çеç сывă юлнă. Анчах унăн шăпине те ăмсанаймăн.
Дмитрий Майровский çемйинче ултă ача ÿссе çитĕннĕ. Вĕсен кунçулне вулакансемпе кĕскен те пулин йĕрлесе тухар-ха.
Николай 1897 çулта çуралнă. Хăй вăхăтĕнче ачасене биологи вĕрентнĕ, ялти çичĕ çул вĕренмелли шкулта директорта ĕçленĕ. 1937 çулта репрессие лексе Карели АССРĕнчи Петрозаводск тĕрминче вунă çул ларнă. Унтан таврăнсан ялта фельдшерта тăрăшнă. Мăшăрĕпе пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Софья Николаевна Ульянова ĕмĕрĕпех шкулта вăй хунă, «Халăх çут ĕç отличникĕ» ята тивĕçнĕ.
Майровскисен Лукария хĕрĕ Ишеккасси ялне качча тухнă, тăватă ача çуратнă. Каярах Çĕмĕрле хулине куçса кайнă.
Андрей ял хĕрĕпе мă-шăрланнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçиччен Тюмень облаçĕнчи Ангарка ялне куçса кайнă. Сталинград хулишĕн пынă çапăçура вилнĕ.
Георгий пирки вара уйрăммăн çырас килет. Вăл 1908 çулта çуралнă. Чăваш патшалăх педагогика институчĕн истори факультетне ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн Пермь облаçне ĕçлеме кайнă. Кунта вăл вĕрентекенре, директорта вăй хунă. Наталия Мироновăпа Авенир ывăл çуратнă, анчах çемье часах саланнă. Иккĕмĕш хут авлансан Раиса Семеновна вĕрентекен ăна Роза хĕр парнеленĕ. Вăрçăччен кăшт маларах Георгий Дмитриевич Майровский Пермьри çар училищине вĕренме кĕнĕ, 1942 çулта лейтенант званине илнĕ. Çак çулах чăваш офицерĕ Харьков хули çывăхĕнчи хаяр çапăçусене лекнĕ. Шăпах çавăнта, Ольховатка ялĕнче, каялла чакнă салтаксене нимĕçсем çавăрса илнĕ. Çапла майпа Георгий тыткăна лекнĕ. Вĕсене тÿрех Германие ăсатнă, вăрçă хыççăн Италие лекнĕ. Унта вăл виççĕмĕш хут авланнă. Итальянка Марийăпа ултă ача çуратса ÿстернĕ. Киле таврăнма шикленнипе чăваш салтакĕ 1954 çулта çемйипе Бразили çĕршывĕн тĕп хулине Сан-Паулуна куçнă. Унта хулари аэродромра гражданла авиацин радиобортмеханикĕнче ĕçленĕ, юлашкинчен - хуралçăра. Вăл чăваш, вырăс, португали чĕлхисене лайăх пĕлнĕ.
Тăван çĕршыв, çуралнă ял, тăван-пĕтен, ялйыш унăн асĕнчен кайман. 1958-1968 çулсенче Николай пиччĕшĕ патне куççуль витĕр, чунтан хурланса 17 çыру çырнă. Вĕсене Владислав Васильевич Аникеев «Советская Россия» хаçат корреспонденчĕ тĕплĕн тишкернĕ хыççăн 1973 çулта «Человек за бортом» кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вăрçа пула арканнă этем кунçулĕ уççăн палăрать унта, вулакансене тарăн шухăша ярать. Кĕнеке кун çути курнăранпа чылай вăхăт иртрĕ пулсан та вăл библиотекăсенче пур.
Майровскисен Игнатий ывăлĕ 1910 çулта çуралнă. Вăрçă пуçланнă çул декабрĕн 24-мĕшĕнче Калинин облаçĕнче тăшманпа çапăçса пуçне хунă. Виçĕ хĕрне мăшăрĕ çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кĕçĕн хĕрĕ Мария ялта пурăнать.
Кĕçĕн ывăлĕ Федот 1912 çулта çуралнă. Ленинград хулине тăшманран хÿтĕленĕ чухне вилнĕ.
2011 çулхи майăн 13-мĕшĕнче эфира тухнă «Жди меня» телекăларăма курма май килчĕ. Унта Георгий Майровский ачисем тăванĕсене шыранине кăтарт-рĕç. Çакăн хыççăн эпĕ ятарласа Уйпуç ялне çитсе килтĕм, София Николаевна Ульяновăпа тата Мария Игнатьевна Майровскаяпа тĕл пулса калаçрăм. Георгий Дмитриевич вĕсем патне 1988 çулта Бразилирен çыру янă. Вăл унта мăшăрĕ 1987 çулта вилнине пĕлтернĕ. Георгий Майровский хăй те паянхи кун çут тĕнчере çук. Вăл 2001 çулта вилнĕ.
Геннадий САВЕЛЬЕВ.
Комментировать