Сцена çинче - ирĕклĕ артистсем
Вырăс патшалăх драма театрĕнче ирĕклĕ артистсен тата режиссерсен ĕçĕсен XIII «Ĕмĕтри ĕмĕтсем» республика конкурсĕ иртрĕ. Ăна пуçарса йĕркелекенĕсем - Чăваш Республикинчи Театр ĕçченĕсен союзĕ тата Культура министерстви.
Конкурса Союз председателĕ Геннадий Медведев уçрĕ. Çак вăхăтра сцена çинче, залра уяв сĕмĕ палăрасса кĕтнĕччĕ. Геннадий Павлович сăмахĕсем хыççăн /«çулран çул конкурса хутшăнакансен йышĕ чаксах пырать, кăçал Чăваш драма, Çамрăксен театрĕсем çеç сцена çине тухма килĕшнĕ. Опера, Пукане, Вырăс театрĕсем ăçта?/ кăмăл татах пусăрăнчĕ.
Çамрăк артистсемшĕн /е студентсемшĕн/ вара çак кун чăннипех те пĕлтерĕшлĕ пулнине туйрăм. Пăлханнине, пĕр-пĕринпе пăшăлтатса канашланине асăрхаса çапла пĕтĕмлетрĕм. Сцена çине вĕсем хальхи авторсен, ют çĕр-шыв драматургĕсен пьессисенчи сыпăксемпе, монологсемпе, пантомимăсемпе, пĕчĕк спектакальсемпе тухрĕç, сăвă вуларĕç, юрларĕç. Сăнарсене ĕненмелле, чуна витермелле калăпларĕç. Куракансене /шел, аякри çынсем пулмарĕç, залра конкурса хутшăнакансем пăхса ларчĕç/ култарма та, пăлхантарма та, тăвăллăн алă çуптарма та пултарчĕç.
Ирĕклĕ артистсемпе режиссерсен пултарулăхне жюри хакларĕ. РФ халăх артисчĕсем Н.Яковлевăпа Н.Григорьев, ЧР халăх артисчĕсем Ю.Свинцовпа Л.Родик, ЧР Культура министерствин пай пуçлăхĕн çумĕ О.Ефимова, М.Митина музыковед, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Скворцова конкурса пĕтĕмлетсе Чăваш патшалăх драма театрĕн артисчĕ Анна Кудряшова «Нагасаки хĕрĕ» юрă-кĕвĕ композицийĕшĕн пĕрремĕш вырăн йышăннине пĕлтерчĕç.
Иккĕмĕш вырăнта - культура училищин студенчĕ Моисей Яковлев /«Пурнăç» пантомимăшăн тата В.Росляковăн «Варшавское шоссе» сăввине вуланăшăн/. Виççĕмĕшĕ - Чăваш патшалăх драма театрĕн артисчĕ Василий Иванов /С.Есенинăн «Черный человек» поэмипе лартнă мини-спектакль режиссуришĕн/. Вĕсене дипломсемпе тата укçан хавхалантарчĕç. Жюрин ятарлă парнине культура училищин студенчĕ Владимир Тяптушкин тивĕçрĕ. Вăл С.Есенинăн «Черный человек» поэмине тĕлĕнмелле хавхаланса вуларĕ.
Чăваш Республикинчи Театр ĕçченĕсен союзĕн дипломне культура училищин студенчĕсем Мария Парфеновăпа Любовь Борисова тивĕçрĕç. Вĕсем Е.Евтушенкăн «Сватовство» тата Р.Гамзатовăн «Берегите матерей» сăввисене вуларĕç. Союз çавăн пекех Надежда Гордеевăна /В.Шукшинăн «Сапожки» сценка режиссуришĕн/ тата Никита Шуклинова /Гамлет монологне вуланăшăн/ тав турĕ.
И.СЕРГЕЕВА.
Г. СКВОРЦОВА
сăн ÿкерчĕкĕ
Комментировать