Çурт стенине хулaнлатма
Çуллахи вăхăтра çурта хĕллехи сивĕрен хÿтĕлесси пирки питех шухăшласах каймастпăр. Хĕл çитсен çурта питĕлемеллине ăнкаратпăр. Мĕншĕн тесен çÿхе, япăх стенасем витĕр ăшă нумай каять.
Çурта ăшă тытакан материалпа сăрнин виçĕ паха енне палăртмалла. Хутса ăшăтнă чухне топливо перекетленет /эппин, укçа та/. Йывăç çуртăн ĕмĕрне вăрăмлатать тата хăтлăх кÿрет. Пĕлсе йĕркеленĕ ĕç çурта илемлĕрех тăвать.
Ăшă тытмашкăн стенана хулăнлатмалли ĕçе кил хуçи хаçатра çырса кăтартнă меслетсемпе усă курса хăй тĕллĕнех йĕркелеме пултарать. Ку меслетсем ытлашши тăкаклă мар, ансат.
Йывăç çурт стенине шал енчен е тулаш енчен хушма сийпе хулăнлатма пулать. Шалтан хулăнлатни аванах мар темелле. Ку меслетпе усă куракансем сайрарах. Пÿртĕн йывăç стени ирĕкре çутçанталăк улшăнăвĕсем валли хÿтлĕхсĕр юлать. Пÿртĕн тулаш стени хуçан хăйнеевĕрлĕхне палăртаканскер пулсан стенасене шалтан та питĕлеме пулать.
Стенана тулаш енчен питĕлени пÿртри ăшша упрама, пĕренесем çĕресрен хÿтĕлеме май парать. Темиçе çул каяллах хăпартнă çурта ăшă тытакан материала стена çумне çыпăçтарса, ăна дюбельсемпе çирĕплетсе сăрма пулать. Ăшă тытакан материала çыпăçтарса пĕтерсен çиелтен армировка сеткипе тытăнтармалла. Çиелти сие тĕрлĕрен тума юрать. Виçĕ тĕслĕх илсе кăтартăпăр: пĕрене ? ăшăтакан материал ? грунтовка ? штукатурка. Тепĕр мел: пĕрене ? ăшăтакан материал ? çурт çумне каркасласа тыттарни, пичĕ /фасад/. Е тата пĕрене Ç ăшăтакан материал Çоблицовка. Облицовкăна кирпĕчрен, сайдингран е цоколь сайдингĕнчен тума юрать.
Ĕçе стена пахалăхне шута илсе йĕркелемелле. Йывăç стенана минерал мăк плитисемпе хуплани вырăнлă. Вăл экологи тĕлĕшĕнчен те таса продукци шутланать. Йывăç çуртăн стенипе маччине, урайне пенополистиролпа хуплама юрамасть. Вăл сывлăша сиенлĕ веществосем кăларать, хăвăрт тивсе каять.
Хÿтлĕх материал «сывлаканскер», хăвăрт хыпса илменскер, сывлăша сиенлĕ хутăшсем кăларманскер пулмалла. Минераллă мăк /минвата/ е чуллă вата /каменная вата/ хăрушсăрлăха тивĕçтереççĕ. Вĕсен пахалăхĕ пысăк, çав вăхăтрах хаклах мар.
Никĕс япăх пулсан ăшăн 20: урама «ăшăтма» каять. Никĕсе питĕлени тĕп сакайне упрама хунă пахчаçимĕçе шăнасран хÿтĕлет, пÿртри ăшша упрать.
Никĕсе çак йĕркепе «ăшăтмалла»: никĕс çумĕпе 5 см пĕр кĕреçе анлăш шăтăк чавса тухмалла. Никĕс стенине тăпраран лайăх тасатмалла, типĕтмелле. Типĕ никĕсе шыв яман сийпе /гидроизоляци/ витмелле. Битум мастики çак тĕлĕшпе юрăхлă, унпа стенана сăрламалла, унтан ăшă тытакан материал çирĕплетмелле. Никĕсе пенопласт е пенополиуретан листисемпе хÿтĕлеме аван. Листасене дюбельпе çирĕплетмелле, пĕрлешнĕ тĕле монтаж кăпăкĕпе /монтажная пена/ çыхăнтармалла. Ăшă тытакан материала хурса тыттарса тухнă хыççăн шăтăка 10-15 см хулăнăш хăйăр сармалла, унтан вĕтĕ чул /гравий/ тултармалла. Гравий çине е тăпра сапса хытармалла е бетонламалла.
Пенопласт сийне сайдингпа е цоколь плиткипе хупламалла. Цоколь хаклах мар тата илемлĕ. Хăвăра килĕшекен тĕс суйлама пулать.
Çурта йывăç пăрăс тăрăхĕсемпе хашакласа каркас вĕсен хушшине минвата плитисем çирĕплетме пулать. Ăна валли кирлĕ: минвата, йывăç пăрăссем, трельчатăй дюбельсем, бутилакрил хăйăвĕ, перфоратор, скобасем. Пăрăс хулăнăшсем плита хулăнăшпе пĕр пек пулмалла. Йывăç хатĕрĕсем типĕ тата çĕресрен, йывăç шĕккинчен, ытти кăпшанкăран хÿтĕлекен шĕвекпе сĕрсе янтăланăскерсем пулмалла. Çурт стенине те малтан лайăх тасатмалла, ятарлă шĕвекпе сĕрсе хÿтĕлемелле.
Стена çине плита сарлакăшне кура /50 см/ йывăç пăрăссем çапса тухмалла. Вĕсен хушшине минерал вата плиткисене тачăн çыпăçтарса хурса пымалла. Вĕсене трельчатăй дюбельсемпе çирĕплетмелле. Унтан конструкцие «сывлакан» сийпе сăрмалла, дюбельсемпе брус тĕлĕсенче çирĕплетмелле. Плитасен «çĕввисене» бутилакрил хăюпа çыпăçтармалла.
Сăрнă пленка çине пăрăс хашаксем çинех каллех çинçерех пăрăссем çапмалла. Сайдинг валли хашак хатĕр. Килĕшнĕ материалпа çуртăн питне хăпартатпăр.
Комментировать