Суя эрех кÿллинче...

6 Мар, 2014

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Чăваш Республикинчи йĕркелĕхе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн ĕнерхи ларăвĕн кун йĕрки самай анлă, сăмах илекен йышлă пулчĕ, çапах тĕп калаçу алкоголь çаврăнăшĕпе çыхăннă саккунсене пурнăçласси тавра пычĕ темелле-тĕр. Ку енĕпе лару-тăру чăннипех çивĕч.

Малтанах преступлени тăвассипе кĕрешессипе çыхăннă пĕтĕмĕшле лару-тăрăва сÿтсе яврĕç. Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов палăртнă тăрăх - право хуралĕн органĕсем хăйсен умĕнчи тĕллевсене пĕтĕмĕшле илсен пурнăçланă. Пĕлтĕр Чăваш Енре пурăнакан кашни 10 пин çын пуçне 114 преступление регистрациленĕ - Раççейри вăтам кăтартуран чылай пĕчĕкрех. Чи лăпкă район Елчĕк тăрăхĕ иккен - унта асăннă кăтарту 45-пе кăна танлашнă. Çине тăрса ĕçленине палăртнипе пĕрлех министр çитменлĕхсене те пытармарĕ. Экстремизмпа кĕрешессине вăйлатмалла. Раççейри, уйрăмах кÿршĕ çĕр-шыври ĕç-пуçа кура ку пушшех вырăнлă пулмалла. Çавăн пекех ЖКХра, вăрман промышленноçĕн комплексĕнче ĕçлесе çитерейменни палăрать - тивĕçлĕ мерăсем пулĕç.

Наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Евгений Барсуков наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕн ыйтăвĕсене çĕклерĕ. Республикăра пĕлтĕр çак сферăра 788 преступление тупса палăртнă - виçĕм çулхинчен 3% сахалрах, анчах «наркомани» диагноз лартнисен шучĕ пур пĕр ÿссе пырать иккен - 3,1 пин ытла çын. Тивĕçлĕ тытăмсем мерăсем йышăннă май дезоморфин наркопритонĕсен шутне чакарма май килнĕ. Çавна май аптекăсенче кодеинлă препаратсем /вĕсемпе шăпах дезоморфин йышши наркăмăш хатĕрлеме усă кураççĕ/ сутасси палăрмаллах чакнă. Анчах кăçал Чăваш Ене героин илсе килесси ÿсни сисĕнет. Икĕ уйăхра туртса илнĕ виçе - пĕлтĕрхин чĕрĕкĕ чухлĕ.

Рецидив шутланакан преступленисемпе кĕрешес ыйту та кун йĕркинче пулчĕ. Ăна çак шайра сÿтсе явни пĕртте ăнсăртран мар: Чăваш Ен территорийĕнче маларах судпа айăпланнă 130 пине яхăн çын пурăнать. Пĕлтĕр кăна унччен суд умне тăнă 957 çын каллех преступлени тунă. Вĕсенчен кашни иккĕмĕшĕ колони-тĕрмерен таврăннă хыççăн çулталăк иртичченех саккунпа урлă пулнă. Акă мĕншĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирĕке тухакансене ĕçе вырнаçтарас енĕпе çине тăмаллине палăртрĕ: «Ĕçлекен çыннăн преступлени тăвас шухăш пулмĕ». Шел те, судпа айăпланнисене предприяти-организацисенче пит хапăлах мар. Эппин, вырăнти влаçăн ку енĕпе вĕсене витĕм кÿме тăрăшмалла. Михаил Васильевичăн çавăнпа ыйту çуралчĕ ĕнтĕ: «Эсир, район-хула пуçлăхĕсем, колонисемпе интересленетĕр-и, унта пулатăр-и?» Ку сăмахсен тепĕр пĕлтерĕшĕ те пур та - хăш-пĕр журналист пăшăлтатса та илчĕ: «Мĕнлерех пулаççĕ-ха тата!» Çапла, хăш-пĕр райадминистраци пуçлăхĕ колони-СИЗОри ĕç-пуçа илтнĕ тăрăх çеç пĕлмест...

Алкоголь продукцийĕн, спиртлă шĕвексен çаврăнăшĕн ыйтăвĕ вара калаçтарчĕ кăна мар - тавлаштарчĕ те. ШĔМ кăтартăвĕсем тăрăх - пĕлтĕр çак сферăра 112 преступление шута илнĕ. Саккуна пăсса эрех хатĕрлекен-сутакан виçĕ ушкăна сиенсĕрлетнĕ. Çулталăк тăршшĕпе республикăра саккунсăр çаврăнăшран 68 пин литр ытла эрех, спирт туртса илнĕ. Почтăра, аптекăсенче спиртлă шĕвексем сутни паллă. Анчах, С.Семенов министр палăртнă тăрăх, çапла тумашкăн саккун чармасть, апла тăк полицин те çак ĕç-хĕле пÿлмешкĕн нимĕнле полномочи те çук. Тĕрлĕ шайри депутатсем ку енĕпе мерăсем йышăнма ыйтаççĕ, Чăваш Енре кăна та мар - ытти регионта та, анчах федераци шайĕнче хальлĕхе тивĕçлĕ йышăнусем туман-ха. Апла пулин те полици саккунсăр эрехе туртса илес енĕпе çине тăрса ĕçлет - ăна упрама лаптăксем çитмеççĕ. Çапла ĕнтĕ, халĕ упранаканни кăна 70 тонна патнелле те...

Лаптăксем çителĕксĕррин ыйтăвне татса парасси, экономика аталанăвĕн министрĕн Владимир Аврелькинăн шухăшĕпе, чăрмав кăларса тăратмĕ, ăна урăххи пăшăрхантарать. Министерство анлă ĕç пуçарса 23 районти эрех сутакан 100 объекта тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 30-шĕнче суя акциз маркиллĕ алкоголь продукцийĕ тупнă. Ăна курттăмăн кÿрекен компанисен продукцийĕнче те «сулахаййи» тĕл пулать иккен. Кăрлачра кăна пĕр лавккара «Ягуар» общество кÿнĕ «Антоновка» шурă эрех суя акцизлă пулнине палăртнă. Çакăн пирки ШĔМе информаци панă. Полици тĕрĕслев ирттернĕ те - саккуна пăснине тупса палăртман. Кăштахран вара Сĕнтĕрвăрри районĕнче «сулахай» çав эрех тупăннă - каллех «Ягуарăн».

«Эпир саккуна пăснине тупса палăртатпăр, полицин вырăнсенчи пайĕсенчен вара уголовлă ĕç пуçарма хирĕçленине çирĕплетекен хуравсем килеççĕ. Темиçе пин кĕленче эрех вĕсене интереслентермест, çынсен пурнăçне, сывлăхне сиенлесен кăна уголовлă ĕç пуçараççĕ-мĕн», - терĕ Владимир Александрович. Полицие çапла ÿпкелени ШĔМ ертÿçине С.Семенова килĕшмерĕ: «Продукци пахалăхĕ япăх пулсан кăна уголовлă ĕç пуçарма ирĕк пур. Апла мар тăк - хăть 5 пин кĕленче пултăр, хăть 55 пин - пур пĕр административлă яваплăх çеç...»

Эрех кÿрекенсем унăн пахалăхне Суту-илÿпе промышленноç палати урлă хăйсен ирĕкĕпе тĕрĕслеттерме пултараççĕ. Анчах, палата президенчĕ Игорь Кустарин каланă тăрăх, çав майпа пурте усă курмаççĕ - хăйсен ирĕкĕпе-çке. Çавăнпа та никам тĕрĕслемесĕрех сутлăха тухакан алкоголь продукцийĕн калăпăшĕ чăннипех пысăк. Тепĕр енчен, тĕрĕсленĕ май пахалăхсăр тесе палăртни ăçта кайни те яланах уçăмлă мар, вăл та сутăнма пултарать. Лавккасенче чăн акциз маркисен тĕслĕхĕсемпе паллашмалли стендсем тăвасшăн-ха, анчах çакă пулăшасси иккĕленÿллĕ. В.Аврелькин та çавăн пиркиех калать: «Ултавçăсем ăсталанса çитнĕ - суя маркăсене пысăк пахалăхпа хатĕрлеççĕ, ятарлă приборсăр уйăраймăн».

Ларăва республикăна эрехе курттăмăн кÿрекен сеть компанийĕсен представителĕсем те хутшăнчĕç. «Ягуар» тĕлĕшпе калаçу пулчĕ те - унăн представителĕ сăмах илчĕ. Чăн та, компание ÿпкев тивнĕ пайăр тĕслĕхе уçăмлатмарĕ, çапах алкоголь рынокĕнчи пĕтĕмĕшле лару-тăрăва хакларĕ. Вăл, шел те, кăмăллăскер мар. Унăн шухăшĕпе, рынокри алкоголĕн 10% кăна - пĕтĕмпех саккунлă, 70% - çурма саккунлă, ытти 20% вара - «хура» алкоголь. Влаçсен чи малтан шăпах çав 20% танлашакан рынокпа кĕрешмелле: «Хальхи кĕрешÿ вара - çерçисене тупăран пенĕ пек кăна», - терĕ вăл. Районсенче шурă эрехĕн пĕр кĕленчине 50 тенкĕпе сутакансем те пур - çавнашкаллисене тăрă шыв çине кăлармалла. Паллах, тĕрĕс калать, анчах çакă хайхи сеть компанийĕсене куçран вĕçертмеллине пĕлтермест.

Ĕçкĕ тенĕрен, лару-тăрăва çивĕчлетекенни - халăхра «фанфурик» тесе ят панă спиртлă шĕвексем сутни. М.Игнатьев нарăсра Канаш районĕнче пулнă инкеке аса илтерчĕ: çамрăк хĕрарăм, ĕçкелекенскер, пушарта хăй çунса кайнă, виçĕ ачи вилнĕ. Пушар хыççăн унта шăпах хайхи «фанфуриксен» пушă кĕленчисене нумай тупнă. «Фармация» компани ертÿçи Валерий Филимонов та пăшăрханăвне пытармарĕ: «Фармация» аптекисенче спиртлă шĕвексен суту-илÿ тÿпи 1% яхăн кăна, анчах республикăра çак тытăма кĕмен аптека та пайтах-çке. Ку енĕпе йĕрке тумашкăн вăл пайăр сĕнÿсем пачĕ - вĕсене шута илни вырăнлă пулмалла.

Хальлĕхе вара çынсене асăрхануллă пулма чĕнсе каламалли çеç юлать. Пĕлтĕр тĕрлĕ суррогатпа наркăмăшланса Чăваш Енре 142 çын вилнĕ. Пурăнмалли çынсемччĕ вĕт...


Николай КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.