Пирĕн ĕçме мар, çиме те вăхăт пулман

17 Окт, 2015

- Мана кăна мар, пурне те тĕнчери лару-тăру пăшăрхантарать халĕ.

Украинăра мĕн пулса иртет тата! Мĕн чухлĕ çын пирĕн пата куçать! Вĕсемшĕн те кулянатăп. Вăрçа пулах мĕн чухлĕ ача сусăрланать, тăлăха юлать...

Çамрăксем йĕркеллĕ ĕç тупайманни те канăçсăрлантарать. Кашнинех хăйне юрăхлă, кăмăла каякан ĕçпе йăпанас килет. Анчах пирĕн çĕршывра пурин валли те... ĕç çук иккен. Эпир шкулта 50-мĕш çулсенче вĕреннĕ. Ун чухне кăштах укçа тÿлемелеччĕ. Çак çулсенче институтра та стипенди пулман, общежити уйăрман. Вăрçă хыççăнхи йывăр лару-тăрупа ăнлантаратчĕç çакна. Пурпĕр хамăра тупрăмăр темелле. Ку тĕлĕшпе ачасемшĕн те пăшăрханман. Халĕ вара мăнуксемшĕн пуç ватма тивет.

Аслă шкулсем мĕн чухлĕ уçăлса тулчĕç! Ун чухлĕ специалист çулсерен ниçта та кирлĕ мар вĕт. Кайран çамрăксем ĕç шыраса хăшкăлаççĕ, шалу енчен тивĕçтерекеннине тупайманнипе ирĕксĕрех Мускава, ют çĕршыва каяççĕ.

Хăшĕ-пĕри çăкăр çимелĕх илсе килет-ха, тепри «кĕмĕле» ĕçсех пĕтерет. Çамрăксен мĕнле пурăнмалла? Заводсем хупăнчĕç. Малтанах вĕсенче ĕçлеме ялти çамрăксене хулана пуçтарчĕç. Хăшĕ-пĕри хваттер черетне те кĕтсе илеймерĕ. Ял вара пушанса юлчĕ. Халĕ хирсем те мăянпа кашласа ларакан пулчĕç. Хăш-пĕр вырăнта хуçалăхсем ĕçлеççĕ-ха, чылай çĕрте - çук. Фермер хуçалăхĕсем йĕркелеме кашниех пултараймасть-çке. Ăна тытса пыма Турă пани кирлĕ. Урам та пурте шăлаймасть. Ялта мĕн чухлĕ ĕçсĕр çын! Эпир ÿснĕ чухне ĕçме мар, çиме те вăхăт пулман. Патшалăхăн хуçалăхсене аталантарма тăрăшмалла.

Ашшĕ-амăшне те пăхмаççĕ ачисем, çапăçса çÿреççĕ. Воспитани тетпĕр те, ĕç çукки те çакăн патнех çитерет. Тĕрлĕ яла тухса çÿретпĕр те темĕн те куратпăр. Çаксемшĕн пĕтĕмпех чун ыратать. Ачасем урамрине те ăшне нумай хываççĕ, çавăнпах чун-чĕреллĕ ÿстерме йывăр.

Хамăр та усалланатпăр çав - укçа пăсать. Общество транспортне кĕрсен те çуталакан пĕр куç, кулакан пĕр тута курма çук. Халăх улшăнать. Лайăххи те сахал мар-ха та пурнăçра, анчах усала çĕнтерсе ырри патне çитме питĕ йывăр çав...

Нина ГРИГОРЬЕВА, РСФСР халăх артистки

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.