Пĕрешкел пулмасан та юрать...

19 Окт, 2015

Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче республикăра Пĕтĕм тĕнчери «Пĕрешкел пулмасан та юрать» фестиваль виççĕмĕш хут уçăлчĕ. Ăна Раççей Культура министерстви уйăракан грант укçипе йĕркелеççĕ. Пуканеçĕсем хăйнеевĕрлĕ куракана уяв кăмăлĕ парнелени нимрен хаклă.

Беларуçран, Казахстанран, Удмурт Республикинчен, Пушкăртстанран, Крымран, Тутарстанран, Белгород, Курган, Мускав облаçĕсенчен хăнасем килсе çитрĕç чăваш çĕрĕ çине. Мероприяти программи яланхи пекех пуян. Спектакль кăтартнисĕр пуçне семинар-практикумсем, ăсталăх класĕсем йĕркеленине куракансем хăнăхрĕç ĕнтĕ.

Фестиваль пуçланнă кун Чăваш пукане театрĕ «Мышка под солнечным лучом» конкурс спектаклĕпе паллаштарчĕ. Кургансем «Сияющая в ночи» ĕçĕпе илĕртрĕç. Ку юмаха сăмахсăрах ăнланма пулать.

Даун синдромĕпе чирлĕ ачасем ташă зарядки хатĕрлени те - асра юлакан парне.

Асамлă çав тăватă кунра сусăр ачасем хăйсене телейлĕрех туйни иккĕлентермест.

 

Марина ГРИГОРЬЕВА.