Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн - çĕнтерÿ патне
Вăрнар районĕнчи Санарпуç шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Настя Волкова спортпа туслă. Уйрăмах вăл ирĕклĕ кĕрешÿре пысăк кăтартусемпе савăнтарать.
Малтанах Настя, тăххăрмĕш класра вĕреннĕ чухне, юлташĕсем ирĕклĕ кĕрешĕве мĕнле хатĕрленнине сăнанă, вĕсен хавхалануллă калаçăвне итлесе çунатланнă, унтан хăй те пĕрле çÿреме кăмăл тунă. Виталий Петрович Трофимов тренер ăна майĕпен спортăн çак тĕсĕпе туслаштарнă.
- Пуçламăшĕнче çăмăл марччĕ. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн хăнăхса пытăм. Пытармастăп, пăрахса каяс шухăш та пурччĕ, анчах тренер хавхалантарни, «Санран пулатех», - тесе кăмăла çĕклени вăй пачĕ, - аса илет Настя.
Тăрăшулăхне кура - ÿсĕмĕ. Пĕлтĕр Красноармейски салинче иртнĕ рес-публика ăмăртăвĕнче Настя ирĕклĕ кĕрешсе виççĕмĕш вырăна тухнă. Хĕрача çакна шанман та, ĕненмен те. Мĕн тери пысăк савăнăç пулнă-çке ку! Пĕрре çĕнтерсен маларах та маларах каяс килет. Çапла Настя тата тăрăшарах хатĕрленме пуçланă. Тепрехинче вара маттурскер иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ!
Анчах яланах кĕтнĕ пек килмест çав, тепĕр чухне хирĕç кĕрешекенĕн ăсталăхĕ пысăкрах пулнине ăнланатăн. Çапла, тивĕçлипе выляса яма та пĕлмелле. Çапах çакăн хыççăн хуçăлса ÿкмелле мар, хирĕç кĕрешекене мĕншĕн выляса яни пирки шухăшласа çав кăлтăк- ран хăтăлма тăрăшмалла, ĕçлемелле те ĕçлемелле. Алă усса ларнипех çĕнтерÿ килес çук. Настя та выляса яни мĕн тери йывăр иккенне туйса курнă. «Кулянма кирлĕ мар, малалла хатĕрленетпĕр», - тенĕ ăна тренерĕ. Килтисем те тăтăшах: «Эсĕ спортпа туслă, санăн малалла каймалла», - тесе хавхалантарсах тăраççĕ. Сăмах вăйĕ пурах çав. Çывăх çынсем çунатлантарнă чухне выляса яни те кăмăл-туйăма çирĕплетет, тепрехинче çĕнтерме вăй-хал кÿрет. Спортпа туслă хĕрача йывăрлăхсене парăнма хăнăхман, çавăнпа ăмăртусенче вăл тăтăшах мала тухать.
Ирĕклĕ кĕрешÿпе хатĕрленес пулсан вăйна та, вăхăтна та шеллемелле маррине ăнлантăмăр-ха. Кăçал Настя вунпĕрмĕш класра вĕренет. Эппин кĕçех ку таранччен мĕн вĕреннине экзамен тытса тĕрĕслемелли вăхăт та çитет. Çавăнпа хĕрачан канăç çук, пушă вăхăт пулсанах кĕнеке тытса ларать вăл, патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр ăнăçлă тухма ĕмĕтленет. Вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраканскере йывăрах пулмĕ-ха. Эпир вара Настьăна ăнăçу сунатпăр!
Комментировать