Тĕнче илемне курма пĕлекенĕн ĕмĕре тăсăлнă кĕрешĕвĕ

15 Окт, 2015

Пурнăç кăларса тăратнă йывăрлăхсене чăтаймасăр парăнакан сахал-им пирĕн хушăра? Алли-ури пур çĕртех тĕнчене кÿренсе ĕçке ярăнаççĕ, ним ыратман вăхăтрах ĕçлесси пирки шухăшламасăр килте пăлахая персе выртаççĕ. Сусăр мар пулин те ашшĕ-амăшĕн, мăшăрĕн ĕнси çинче ларакан çук-им тата? Çав вăхăтрах сывлăх тĕлĕшĕнчен хăйсене çутçанталăк кÿрентернисемех ниме пăхмасăр малалла талпăнаççĕ, çут тĕнче илемне асăрхама-туйма пĕлеççĕ. Шупашкар районĕнчи Атăльялта пурăнакан Вячеслав Семенов ÿнерçĕ те мĕн ĕмĕр тăршшĕпех куллен такăнтаракан шăпине пăхмасăр çитĕнÿсем тума ăнтăлать, хăй ыттисенчен нимĕнпе те кая маррине историре яланлăха çырăнса юлмалли пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе ĕнентерет...

Амăшĕн кĕллине Турă илтнĕ-ши?

Америка спортсменĕ Коди Роудс: «Вилме кирек кам та пултарать, пурăнма хăват тупмалла», - тенĕ. Пилĕк çулта чухне ялти аслăрах юлташĕсемпе футболла вылянă вăхăтра чул çине ÿксе çурăм шăммине амантнă Вячеслав та амакĕпе кĕрешме вăй-хал тупнă. Çичĕ ача ÿстерекен кил-йыша инкек пĕр кĕтмен çĕртен килсе кĕрсен ашшĕ-амăшĕ канăçне çухатнă, сусăрланнă ачана кашнинчех хулăн тăхăнтартнă та çунашка çине лартса вун-вун çухрăмри больницăна таплаттарнă. Антонина Прохоровна чун хурланса килмессерен çÿлти хăватсене йăлăннă: «Çак ачама хăйне тăранса пурăнмалăх ăсталăх парсамччĕ». Турă илтнĕ вăхăт пулнă-ши - Вячеславăн ÿкерес, алĕç тăвас ăсталăхĕ аталансах пынă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.