Чăваш Ен таварĕсене пысăка хурса хакланă

14 Окт, 2015

Октябрĕн 8-11-мĕшĕсенче Мускаври пĕтĕм тĕнчери «Крокус Экспо» курав центрĕнче Раççейри вунçиччĕмĕш «Ылтăн кĕркунне-2015» агропромышленноç куравĕ иртнĕ.

Унта республикăри 20 предприяти 53 тĕрлĕ продукци кăтартнă. «Юрма» агрохолдинг, «Ольдеевская» агрофирма, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, «АККОНД» общество хăйсен инвестици проекчĕсемпе, çавăн пекех республикăн хăмлапа çĕрулми отраслĕн ÿсĕмĕсемпе паллаштарнă.

Паха продукци туса кăларнăшăн Чăваш Ен предприятийĕсем 24 ылтăн, 19 кĕмĕл тата 7 бронза медальсем çĕнсе илнĕ тата икĕ Тав хутне тивĕçнĕ. Октябрĕн 9-мĕшĕнче Ялхуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне халалласа Кремльти Патшалăх Керменĕнче ирттернĕ савăнăçлă пухăва хутшăннă.

С.СЕРЕГИН.

Рубрика: 
Автор: