Ачасемшĕн апат пахалăхлă пултăр
Чăваш Ен Пуçлăхĕ çак ыйтăва çивĕч лартрĕ
Ĕнер Михаил Игнатьев Чăваш Енри влаç органĕсен, федераци ведомствисен территори тытăмĕсен, хула-район ертÿçисемпе канашлу ирттерчĕ.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тата шкул çулне çитичченхи ачасен вĕренÿ организацийĕсенче кăçалхи IV кварталпа 2016 çулхи çур çулта апат хакĕ еплерех пулассипе ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов паллаштарчĕ.
«Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен администрацийĕсем пĕлтернĕ тăрăх - шкул çулне çитичченхи ачасен вĕренÿ организацийĕсенче çитерекен апат хакĕ 43,64 тенкĕрен /Хĕрлĕ Чутай районĕнче/ пуçласа 84,13 тенкĕ /Шупашкар/ тăрать, - терĕ. - 2015 çулхи январьтен тытăнса вăл палăрмаллах улшăнмарĕ. 2016 çулхи пĕрремĕш çур çултан хăпарать: Улатăр, Элĕк, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар, Çĕмĕрле, Елчĕк, Тăвай районĕсенче - 1-5, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Вăрмар районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкарта - 5-10, Шупашкарта, Канашра, Патăрьел районĕнче - 10-15, Шăмăршă районĕнче - 19:. Йĕпреç, Красноармейски, Етĕрне тăрăхĕсенче, Улатăрпа Çĕмĕрле хулисенче килес çулхи I кварталта хака 2015 çул шайĕнчех тытса тăрасшăн».
Хальхи вăхăтра ачана садикре пăхнăшăн ашшĕ-амăшне кашни куншăн 55-91,15 тенкĕ тÿлеттереççĕ. Элĕк, Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле районĕсемпе Улатăрта тÿлев çулталăк пуçламăшĕнчи шайран 8-20: хушăннă.
Михаил Игнатьев хаксем самаях ÿснине ырламаннине ыйтăва сÿтсе явма тытăнсанах палăртрĕ. «Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта хака нумай хăпартасшăн, - терĕ. - Ăна тытса чарас тĕллевпе мĕн тăватăр? Садиксене çÿрекен ачасене тутлăрах çитермеллине эпĕ лайăх пĕлетĕп. Анчах ашшĕ-амăшсенчен ытларахăшĕ вăтам тупăш илекен ушкăнран пулнине манар мар. Садиксен апат-çимĕçе йÿнĕрех хакпа туянса тÿлеве ашшĕ-амăшне тивĕçтермелле тытса тăмалла».
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче çитерекен ирхи апат 5,18 тенкĕрен /Шăмăршă/ пуçласа 30,02 тенкĕ /Улатăр/ таран, кăнтăрлахи апат 8,41 тенкĕрен /Шăмăршă/ тытăнса 65,28 тенкĕ /Элĕк/ таран. «Кăçалхи I кварталти хакпа танлаштарсан вăл шкулсенче питех ÿсмерĕ, - палăртрĕ В.Иванов. - Ялсенче ирхи тата кăнтăрлахи апатăн вăтамран - 0,4, хуласенче ирхи апатăн - 5,4, кăнтăрлахи апатăн 4,9: хăпарчĕ».
Килес çулхи пĕрремĕш çур çулта шкулсенче çитерекен апат хакĕ Элĕк, Вăрнар, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Елчĕк, Тăвай районĕсенче - 2-5, Сĕнтĕрвăрри, Комсомольски, Муркаш, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Етĕрне тăрăхĕсенче, Канашра - 5-10, Патăрьелпе Шупашкар районĕсенче тата Çĕмĕрле хулинче 10-15: ÿсме пултарать. Шупашкарта - 20, Çĕнĕ Шупашкарта 17: хакланмалла терĕ.
Улатăр, Йĕпреç, Куславкка, Красноармейски районĕсемпе Улатăр хулинче хака кăçалхи шайрах хăварас ĕмĕтлĕ.
Нумай хутлă пурăнмалли çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăр мĕнле пуçланни çинчен ЧР строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков пĕлтерчĕ. Çуртсене октябрĕн 1-8-мĕшĕсенче ăшăтма тытăннă. Ку ĕçе Патăрьел, Муркаш, Шупашкар, Елчĕк, Тăвай районĕсенче, Канашра, Шупашкарта октябрĕн 8-мĕшĕнче йĕркелесе янă.
Нумай хутлă пурăнмалли чылай çурта вырăнта газпа хутса ăшăтмалли оборудовани вырнаçтарнă пирки тĕрлĕ сăлтава пула хваттерсене ăшăтаймаççĕ. 155 хваттерте пурăнакан 388 çын ăшă кĕтсе илеймен-ха.
Канашлура энергоресурссем парса тăракан предприятисен умĕнчи парăма татассипе çыхăннă ыйтăва та тишкерчĕç. Коммуналлă хуçалăхсен вăл çурт-йĕре хутса ăшăтмалли 2014-2015 çулсенчи тапхăр вĕçленнĕренпе 17: пĕчĕкленнĕ, кăçалхи сентябрĕн 30-мĕшĕ тĕлне 3,295 млрд тенкĕпе танлашнă. Кунта ырă туртăм пуррине палăртмаллах. Çапах та парăм газшăн - 798 млн, электроэнергишĕн - 622 млн, ăшă энергийĕшĕн 1,875 млрд тенкĕ «çакăнса» тăрать. Вĕсене те самаях пĕчĕклетнĕ.
Коммуналлă хуçалăхсен парăмĕ 2014 çулхи 9 уйăхрипе танлаштарсан энергоресурссемпе тивĕçтерекен организацисен умĕнче - 36:, вăл шутра газшăн - 2,5 хут, электроэнергишĕн - 58:, ăшă энергийĕшĕн 10: ÿснĕ.
Куратпăр ĕнтĕ, лару-тăру çăмăл мар. Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Шăмăршă, Елчĕк, Тăвай районĕсен администрацийĕсен тата вĕсенчи ăшăпа тивĕçтерекен организацисен парăм çук. Вăл Вăрнарсен - 13,7 млн, Куславккасен - 17,8, Сĕнтĕрвăррисен - 15,8, Улатăр хулин - 79,1, Канашăн - 59,7, Шупашкарăн - 444,9, Çĕмĕрле хулин 128,4 млн тенкĕлĕх.
Мĕншĕн пысăклансах пырать? Ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе прокуратура Сĕнтĕрвăрринчи, Куславккари, Улатăрти, Çĕмĕрлери коммуналлă хуçалăхсене тĕрĕсленĕ. Хальхи вăхăтра айăплисене явап тыттарас ыйтăва тишкереççĕ. Прокуратура «Коммуналлă технологисем» общество ĕç-хĕлне тĕпченĕ. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе кăсăкланакансене паллаштарман-ха.
Çак общество хăйĕн тивĕçне ăнăçлă пурнăçлайманни куçкĕрет. Унăн энергоресурссем парса тăракан организацисен умĕнчи парăмĕ пысăклансах пырать. Çав вăхăтрах ертсе паракан компанисенчен пуçтаракан укçан пĕр пайне айккине янă тĕслĕхе право органĕсем çирĕплетнĕ. Предприяти ĕç-хĕлĕпе коммуналлă хуçалăхсем, муниципалитет йĕркеленĕвĕсем кăмăлсăр. Канашлура обществăра панкрут процедурине пуçлас, «Коммуналлă технологисем» вырăнне унăн тивĕçне пурнăçлакан тепĕр организаци йĕркелес ыйтăва лартрĕç. М.Игнатьев хирĕçлемерĕ, ăна çывăх вăхăтра тĕплĕнрех тишкерме сĕнчĕ.
ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин - Шупашкарта çак уйăхра Раççей - Итали çыхăнăвĕ енĕпе ĕçлекен ушкăнăн XXIX ларăвне ирттерме еплерех хатĕрленни, вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов ноябрĕн 1-мĕшĕнче республикăра Пĕтĕм Раççейри географи диктантне ирттересси çинчен пĕлтерчĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ
Комментировать