Вĕрентекене те вĕрентекен кирлех
Çакна ăнланса республикăра иккĕмĕш çул ĕнтĕ вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçе тин çеç пуçăннисем валли «Çамрăк педагог шкулне» йĕркелеççĕ. Проекта Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви Республикăри Вĕренÿ институчĕпе пĕрле пурнăçласа пырать. Пĕлтĕр 137 çамрăка педагог профессийĕнче хăюллăрах туйма май панă пуçарăвăн хальхи тăсăмĕ те пысăк усса килĕ-и, тен? Республикăри шкулсенче кăçал ĕçлеме тытăннă 198 çамрăк педагогран чылайăшĕ - 140-шĕ - çак проекта хутшăнма кăмăл туни шăпах çакăн пек кăтартăва шанма май парать.
Тĕрĕссипе, ку хутĕнче «Çамрăк педагог шкулне» пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче ĕçлеме пикеннисемсĕр пуçне професси пĕлĕвĕпе тивĕçтерекен организацисенчи çамрăк специалистсем те хутшăнĕç. Унашкаллисем - 22-ĕн. Килес çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнă май çÿлерех асăннă тытăмăн кадрсен пахалăхĕн ыйтăвне айккинче хăварманни - вырăнлă та вăхăтлă.
Проект уçăлнă ятпа октябрĕн 8-мĕшĕнче Республикăри вĕрентÿ институтĕнче иртнĕ уявра педагогика çулĕ çине тин тăнă хĕрсемпе каччăсене саламлама сумлă хăнасем те пухăнчĕç. ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов яшсемпе хĕрсене вĕрентĕвĕн çăмăл мар ĕçне кÿлĕнме кăмăл тунăшăн тав тунă май вĕсене хатĕрлесе кăларассишĕн тăрăшнă аслă шкулсене ырăпа асăнчĕ. Ытларах икĕ вуза палăртрĕ: И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна. Вĕсенче пухнă ăс-тăн çитĕнекен ăрăва пĕлÿ парас ĕçре çирĕп никĕс пуласса шанать министр. Сăмах май, çак вĕренÿ организацийĕсен ректорĕсем Борис Мироновпа Андрей Александров мероприятие хăйсем те килсе çитрĕç, ĕнерхи студенчĕсене учитель статусĕнче курма кăмăллă пулнине палăртса ăнăçу сунчĕç. Çамрăк специалистсен малашнехи вĕренĕвĕ Республикăри вĕрентÿ институчĕпе çыхăнĕ. Унăн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алевтина Федорова педагогсене кирек мĕнле ыйтупа та хапăл пулнине палăртрĕ.
Проектăн хатĕрленÿ тапхăрĕнче çамрăк вĕрентекенсем анкета ыйтăвĕсене хуравланă. Чылайăшĕ асăннă професси çинчен ачаранах ĕмĕтленнине палăртнă. Çак ĕçе суйлама ачасене юратни хĕтĕртнĕ тесе çирĕплетекен те нумай-мĕн. Ыйтăма хутшăннисенчен 16-шĕн ашшĕ е амăшĕ учительте ĕçленĕрен пулас професси пирки пуç ватма кирлех пулман. 21 çамрăк ĕçлеме хăйĕн тăван шкулне вырнаçнă иккен.
Проектăн пуçламăш тапхăрĕ - «Çамрăк педагог азбуки» - квалификацие ÿстермелли курс - шăпах ĕнтĕ çавнашкал йывăрлăхсене татса пама пулăшĕ те. 72 сехетлĕх программа çамрăксен право культурине те ÿстерес енлĕ. Вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче проекта хутшăннисем «Манăн педагогика дебючĕ» ĕç хатĕрлĕç. Унта вĕсем малтанхи çул пухнă методика опычĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Ĕçсене пĕтĕмлетни, çĕнтерÿçĕсене чыслани проектăн юлашки тапхăрĕ пулĕ.
Асăнса хăварни вырăнлă: проект ĕçлеме тытăннине халалланă уявра институтра «Ăстасен хули» курав ĕçлерĕ. Унта республика территорийĕнче вырнаçнă професси пĕлĕвĕн тĕрлĕ организацийĕсем хăйсем патĕнче паракан специальноçсемпе паллаштарчĕç. Акă, Шупашкарти ÿнер училищин студенчĕсем еплерех капăр тумсем янтăланă, коопераци техникумĕнче пĕлÿ пухакансем мĕн тери тутлă апат-çимĕç хатĕрленĕ! Музыка училищин студенчĕсем вара уяв программине хăйсен сцена çинчи пултарулăхĕпе пуянлатрĕç.
Хальхи вĕрентÿ тытăмне çĕнĕ кĕнекесемсĕр, меслет кăтартăвĕсемсĕр, пособисемсĕр куç умне кăларма йывăр. Чăваш Республикинчи педагогсемшĕн Чăваш кĕнеке издательстви, «Учколлектор», Раççейри «Академкнига/Учебник» издательствăн Чăваш Енри уйрăмĕ ку енĕпе - чăн тĕрев. Уява вĕсен представителĕсем те çитрĕç. Пушă алăпа та мар. Çамрăк педагогсене кирлĕ чухне пулăшма хатĕррине РФ вĕрентÿ тытăмĕн ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри уйрăмĕн представителĕсем те палăртрĕç.
Ирина ПУШКИНА
Комментировать