Хусанта - тĕнчери архивçăсем

13 Окт, 2015

Çак кунсенче Хусанта Архивсен Пĕтĕм тĕнчери канашĕн Евроази регион уйрăмĕн Пĕрлехи 16-мĕш конференцийĕ иртнĕ. Ме­ро­приятире уйрăмăн 2013-2016 çулсем валли палăртнă Ĕç планĕ мĕнле пурнăçланнине, ытти ыйтăва сÿтсе явнă.

Форум вăхăтĕнчех «Архив докуменчĕсемпе ĕçлессипе çыхăннă çивĕч ыйтусем» ятпа Пĕтĕм тĕнчери ăслăлăх-практика конференцийĕ те иртнĕ. Ун ĕçне Чăваш Ен архивисчĕсем - Чăваш патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕн директорĕ Алексей Белов тата архивăн пай пуçлăхĕ Кирилл Алексеев - хутшăннă. Конференцие Раççей архивĕн ертÿçин заместителĕ Владимир Тарасов уçнă. Унта çавăн пекех Раççей, Армени, Кăркăсстан, Молдова, Узбекистан, Польша, Финлянди, Беларуç тата Казахстан патшалăх архив службисен яваплă ĕçченĕсем сăмах илнĕ.

Ютран килнĕ хăнасене Тутарстан патшалăх аудиовизуаллă документсен тĕп архивĕпе паллаштарнă. Унăн директорĕ Сергей Горохов тата Искандер Карманов архив докуменчĕсене упраса хăварас тĕлĕшпе информацин çĕнĕ технологийĕсемпе мĕнле усă курни çинчен каласа кăтартнă.

Н.ГЕОРГИЕВА.

Рубрика: