Йывăрлăхсене парăнмасăр аталанатпăр

21 Ноя, 2013

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин «Хыпар» хаçата пуçласа интервью пачĕ. Агропромышленноç комплексĕн çăлăнăçĕ мĕнре, пая кĕрсе çурт çавăракансен ыйтăвĕсене мĕнле татса параççĕ, хĕвел модулĕсем туса кăларакан завода хăçан хута ярĕç, вĕренÿпе культура - çаксем тата ытти çинчен малалла вулăр.

- Иван Борисович, Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ хыççăн республикăн аграри секторĕ сиенлĕ витĕме туять-и?

- Туятпăр: аш-какай сутăн илмелли хак чакать. Çакă ют çĕр-шывран йÿнĕ продукци килнипе çыхăннă. Выльăх апачĕн, материалпа техника ресурсĕсен хакĕсем ÿсеççĕ. Сысна ашĕ туса илесси усламлă мар пулса пырать. Пĕлтĕр çапах та сысна ĕрчетекен отрасль тупăша 31% таран çитернĕ.

Паян капашлă производствăпа ытларах ĕçлемелле. Çакă туса илнинчен пуçласа тирпейличчен тата сутиччен пĕтĕм процеса тĕрĕслесе тăма май парĕ, чĕр таварпа та тăкак сахал пулĕ. Вара эпир кÿрсе килекеннисемпе конкуренцие кĕме пултаракан паха тавар илĕпĕр.

Çакнашкал мерăсем - çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртесси, модернизаци, тавар пахалăхне ÿстересси - яланах кун йĕркинче пулнă. Вĕсем паян та актуаллă. Вырăнта экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци кăларас енĕпе ытларах вăй хумалла.

- Кăçал çĕр ĕçченĕсене питĕ йывăр килчĕ. Çанталăк шăрăх тăчĕ, унтан çумăрлă пулчĕ. Çĕр улми тухăçĕ чакрĕ... Харпăр хăйĕн хушма хуçалăхĕсем тÿснĕ тăкака саплаштарĕç-и? Фермерсем патшалăх пулăшу кÿрессе шанма пултараççĕ-и?

- Çанталăк 13 района шар кăтартрĕ. Тăкак пĕр млрд тенкĕ майлă. Республикăра чрезвычайлă лару-тăру çинчен пĕлтернĕччĕ, тăкака чакармалли мероприятисен планне çирĕплетнĕччĕ. Çурла уйăхĕнче Раççей Ял хуçалăх министерствине тăкака экспертсене хаклаттарма документсем, çавăн пекех мĕн чухлĕ укçа кирлине пĕлтерсе смета-заявка янăччĕ. Тăкак тÿснĕ тавар туса кăларакансене федераци бюджетĕнчен патшалăх пулăшăвĕ уйăрас ыйтăва ку таранччен те татса паман. Кунпа пĕрлех республика ял хуçалăхĕнче тавар туса кăларакансене тăкаксен 30 процентне саплаштарма бюджет кредитне явăçтарас ыйтăва пăхса тухать.

- Чăваш Ене Раççейĕн аграри регионĕ тесе калама хăнăхнă. Ялсенче пулнă май йышăнмах тивет: паян ял хуçалăх предприятийĕсене ура çинче çирĕп тăма çăмăл мар. Конкуренци çинчен калаçмалли те çук. Пирĕн республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ çак отрасль пуласлăхне эсир мĕнлерех куратăр?

- Ял хуçалăх производствин эффективлăхĕпе Чăваш Республики йăлана кĕнĕ йĕркепе Раççейре малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Республикăн ял хуçалăхĕ хуçалăха тытса тăмалли пĕчĕк формăсемпе палăрса тăрать /организацисен пĕтĕмĕшле пайĕнче вĕсем 65% ытла/. Паллă ĕнтĕ, харпăр хăй хушма хуçалăхĕсем тĕнче рынокне хăйсем тĕллĕн тухма пултараймаççĕ, çавăнпа паян коопераци, анлă производство çинчен шухăшлани вырăнлă. Хушма хуçалăхсен хуçисенчен нумайăшĕ çăмăллăхлă кредитсемпе усă курчĕ, фермер хуçалăхĕсем пулса тăчĕç. Патшалăх тĕллевĕ - приоритетлă çул-йĕре пулăшса пырасси. Паян патшалăх пулăшăвĕпе усă куракан фермер хуçалăхĕсен шучĕ икĕ хута яхăн ÿснĕ /2008 çулта - 233, 2013 çулта - 424/.

- Совет тапхăрĕнче чăваш хăмлине ССР Союзĕн мĕн пур кĕтесĕнче пĕлнĕ, хакланă. Союз арканнă хыççăн хăмла туса илессине питĕ нумай чакарчĕç, эсир те ун çинчен калаçсах каймастăр. Чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕ бренчĕ нивушлĕ Чăваш Республикин гербĕ çинче кăна юлĕ?

- Республика Правительстви отрасле чĕртсе тăратас енĕпе тĕрлĕ меслет шырать. Республика бюджетĕнче хăмла ĕç-хĕлне пулăшма 3 млн ытла тенкĕ пăхса хăварнă. Кунсăр пуçне хăмла туса илекенсене кăçал «Чăваш Республикинче хăмла отрасльне 2012-2015 çулсенче аталантарасси» программăпа килĕшÿллĕн укçа-тенкĕпе тĕрев пама палăртнă.

Чăваш Енре хăмла производствине малалла аталантарма «симĕс ылтăна» туллин, паха тирпейлекен тата упракан оборудованипе тивĕçтернĕ предприяти кирлĕ. Паян инвесторсем шыратпăр. «Росхмель» ОООпа килĕшсе татăлнă, çак килĕшÿ хамăр патра хăмла ĕрчетессине çĕнĕрен йĕркелесе яма пулăшĕ. Хальхи вăхăтра плантацисем вырнаçнă çĕр лаптăкĕсен хуçисемпе ыйтусене татса параççĕ.

- Тÿррĕн калаçар-ха: Раççей Ял хуçалăх министерстви Чăваш Ен аграри секторне чăнахах та кăштах çеç пулăшать-и?

- Патшалăх пулăшăвĕн калăпăшĕсем федераци тата республика бюджечĕсен шучĕпе кашни çулах ÿссе пыраççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Патшалăх пулăшăвĕн планпа палăртнă калăпăшĕ 2,15 млрд тенкĕпе /2012 çулхи шайăн 104%/ танлашать, çав шутра федераци бюджечĕн укçи-тенки шучĕпе - 1,35 млрд тенкĕ /103,3%/.

Çавăнпа пĕрлех федераци бюджетĕнчен укçа уйăрас енĕпе татса паман ыйтусем пур. Чи çивĕччи - выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарма илнĕ кĕске вăхăтлăх кредитсем тата çĕр ĕçне, выльăх ĕрчетессине аталантарма илнĕ инвестици кредичĕсем тăрăх процент тÿлеме каякан тăкаксен пĕр пайне саплаштарма субсидисем уйăрманни.

Хальхи вăхăтра выльăх ĕрчетме кĕске вăхăтлăха илнĕ кредитсем, инвестици кредичĕсем тата хуçалăха тытса пымалли вак формăсене аталантарма илнĕ кредитсем тăрăх процент тÿлеме каякан тăкаксемшĕн саплаштарма федераци бюджетĕнчен çулталăка илнĕ укçа лимичĕпе /610,2 млн тенкĕ/ туллин усă курнă. Çулталăк вĕçлениччен Чăваш Республикине кредитсем тăрăх процент тÿлеме каякан тăкаксен пĕр пайне саплаштарма федераци бюджетĕнчен тата 453,9 млн тенкĕ кирлĕ пулать, çав шутра хуçалăха тытса пымалли вак формăсене аталантарма илнĕ кредитсем тăрăх - 218,9 млн тенкĕ.

Çапах та ку пирĕн регионшăн çеç çивĕч ыйту мар, Раççей Федерацийĕн ытти регионĕнче те лару-тăру çавнашкалах, парăмăн пĕтĕмĕшле сумми 25 млрд тенкĕпе танлашать.

- 2014 çулта агропромышленноç комплексĕн предприятийĕсемпе фермерсене паракан çăмăллăхсемпе субсидисем сыхланса юлаççĕ-и?

- Агропромышленноç комплексĕн организацийĕсене патшалăх кÿрекен пулăшăвăн хальхи çул-йĕрĕсем сыхланса юлаççĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствинче тата унăн официаллă сайтĕнче кун пирки тулли информаци илме пулать.

- Ялта ĕçлеме кăмăл тăвакан çамрăк специалист-аграрниксене пурлăхпа укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен тухтăрсене хавхалантарнă пек пулăшма палăртатăр-и?

- Ялта пурăнакан граждансен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма республика бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ пĕр хут çурăна яхăн ÿсрĕ - 2011 çулта 32,5 млн тенкĕ пулнă, 2013 çулта - 51 млн тенкĕ. Программăпа килĕшÿллĕн кăçал пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене ялти 4252 çемье лайăхлатать, çак йышра çамрăк 1474 çемьепе специалист. Юлашки 3 çулта Программăна 702 çемье хутшăнать, вĕсенчен 377-шĕ - çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсем.

Çитес çултан ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсемшĕн те, граждансемшĕн те пурăнмалли çурт-йĕр тума е туянма паракан социаллă тÿлев виçи пурăнмалли çурт-йĕрĕн пĕтĕмĕшле хакĕн 70% танлашать /граждансемшĕн 45% пулнă/. Çавна май агропромышленноç комплексĕнче ĕçлекенсем тата нумай ачаллă çемьесем ку ирĕкпе чи малтан усă курĕç.

- Иван Борисович, çурт-йĕр тума пая кĕнĕ, каярах улталаннă çынсен ыйтăвне мĕнле татса паратăр?

- Çак ыйтупа мĕнле ĕçленине республика Пуçлăхĕпе Правительстви тĕрĕслесех тăраççĕ. Чăваш Енре граждансен - Чăваш Республикин территорийĕнче нумай хваттерлĕ çуртсем тума пая кĕнĕ, каярах çурт-йĕр тăвакансен ĕçĕсене пула /е нимĕн те туманнипе/ çурăк валашка умне тăрса юлнă çынсен - ирĕкĕсене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен ушкăн пур.

Хальхи вăхăтра 6 объектран тăваттăшне тăваççĕ. Кусем - Шупашкарти Элкер, Урожайный, Фучик урамĕсенчи, Çĕнĕ Шупашкарти Кăнтăр урамĕсем. Сăмах май, Çĕнĕ Шупашкарти çуртра шалти отделка тата электромонтаж ĕçĕсем вĕçленнĕ, улталаннă 23 çемье хăйсен хваттерĕсене кĕтет. Шупашкар хулинчи объектсене 2014 çулăн пĕрремĕш çурринче хута яма палăртнă.

Шупашкарти 9-мĕш Пилĕк çуллăх проспектĕнчи тата Трактор тăвакансен проспектĕнчи 2 çурт тĕлĕшпе сахал мар ĕçлемелле-ха. Çулталăк вĕçĕнче конкурс управляющийĕсем строительство ĕçĕсем вĕçленмен объектсене сутас тĕлĕшпе аукцион ирттерĕç. Строительство ĕçĕсене малашне пурнăçлакансене аукцион кăтартăвĕсем тăрăх палăртĕç.

- Кăçалхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче «Хыпар» хаçатра ЧР Политика репрессийĕсене пула шар курнисен пĕрлĕхĕн ертÿçин А.С.Марковăн статйи пичетленсе тухнă хыççăн редакцие çыру нумай килчĕ. Таса ячĕсене тавăрнă çынсен тăванĕсем Ленин музейĕ пулнă çуртăн путвалне /вăл Ехрем хуçа бульварĕнче вырнаçнă/ политика репрессийĕсене пула шар курнисен Ас тăвăм музейне йĕркелемешкĕн пама ыйтаççĕ. Вĕсем республика Ертÿлĕхĕ патне кун пирки пĕрре кăна мар çыру çырнă, анчах ку таранччен те тивĕçлĕ хурав илеймен.

- Асăннă пÿлĕмсене 2005 çулхи çурла уйăхĕнчен пуçласа «Александр» ООО арендăна илнĕ. Унта чăваш наци кухнин «Ехрем хуçа» музейĕ вырнаçнă. Аренда килĕшĕвĕн вăхăчĕ 2015 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче тухать. Арендатор хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçламасан ăна судра пăрахăçлама пулать, анчах та арендатор пирки паян ÿпкелемелли сăлтав çук.

Музей йĕркелес пирки. ЧР Культура министерстви хальлĕхе материал çителĕксĕр тесе шухăшлать. 2015 çул тĕлне, тен, музей уçма çителĕклĕ никĕс йĕркеленĕ, ун чухне çак сĕнĕве çĕнĕрен пăхса тухма пулĕ.

- Ялти халăх ĕçке ярăннине суккăр çын çеç курмасть пулĕ. Нумайăшĕн ялта ĕç çук. Лару-тăруран тухмалли çул-йĕре куратăр-и эсир?

- Кăмăл пулсан ялта ăçта ĕçлемеллине, вăй-хала ăçта хумаллине тупма май пур. Паян рабочисем кирлĕ, хуçалăхсен ертÿçисем ĕçлекенсем çитменнипе ÿпкелешеççĕ. Кунсăр пуçне тата патшалăх тĕрлĕ пулăшу сĕнет. Калăпăр, миçе фермер, харпăр хăйĕн хушма хуçалăхĕн хуçисем кредитсемпе усă курни çинчен эпĕ маларах каларăм ĕнтĕ.

Эрех-сăрапа иртĕхекенсем яланах пулнă. Çивĕч çак ыйтупа пирĕн пĕрлехи вăйпа çине тăрарах ĕçлемелле.

- Çĕнĕ Шупашкар хулинче хĕвел модулĕсем кăларакан завода пĕлтĕрех хута ямаллаччĕ. Çак проекта хăçан пурнăçа кĕртĕç?

- Хĕвел модулĕсем кăларакан «Хĕвел» ООО заводне /«Ренова» компанисен ушкăнĕн тата «Роснано» АУОн пĕрлехи предприятийĕ/ кăçалхи раштав уйăхĕнче хута яма планланă, ăна тапхăрăн-тапхăрăн ĕçлеттерме пуçлĕç. Раштавăн 20-мĕшĕнче «Хĕвел» ООО территорийĕнче хĕвел электростанцине уçма палăртнă.

- Эпир ют çĕр-шыв посолĕсене йышăнатпăр, тĕрлĕ çĕр-шыва делегацисем яратпăр. Çакă мĕнлерех усă кÿрет?

- Çакнашкал мероприятисенчен тÿрех усă кураймăн, вăл вăхăт иртнĕçемĕн палăрать. Темиçе тĕслĕх илсе кăтартатăп. Пĕрле çыхăну тытса ĕçлессине аталантарас тĕлĕшпе Беларуçри ушкăнпа тĕл пулусем йĕркеленĕ хыççăн регионсен хушшинче тулаш суту-илÿ çаврăнăшĕн ÿсĕмне сыхласа хăварма май килет /2012 çулта - 1,7 хут ÿснĕ, кăçал - 1,6 хут/.

2008 çулта ФРГн Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕн Вальтер Юрген Шмидăн Чăваш Енри визичĕ ăнăçлă иртрĕ. Унти «Develey» компани халь Канаш хулинче кетчуп хатĕрлекен завода тумалли проекта пурнăçлать.

Нимĕçсен «KNAUF» фирми хутшăннипе Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕнче типĕ йышши строительствăн производство технологийĕ енĕпе рабочисене вĕрентсе хатĕрлекен регион Центрĕ ĕçлеме пуçларĕ. «SIEMENS» компани, унччен Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче телефон станцийĕсене юсама хутшăннăскер, Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче производствăна йĕркелесе ярас, Чăваш Енре Регионсен хушшинчи медицина оборудованине юсакан сервис центрĕ уçас майсене пăхса тухать.

- Чăваш Республикинче экономикăн хăш отраслĕсем инвестици тĕлĕшĕнчен илĕртÿллĕрех?

- Тулаш рынок валли ĕçлекен, тĕслĕхрен, машинăсем кăларакан, приборсем тăвакан отрасльсене, инвестици хывни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Ял хуçалăхне инвестицисем хывни малашне пысăк усă кÿрĕ. Уйрăмах экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕçсем туса кăларас ĕçе анлăлатма. Усăсăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртни производство калăпăшĕсене ÿстерме май парĕ.

Республикăра туризм сфери те илĕртÿллĕ. Атăл леш енчи инфратытăма аталантарни инвесторсене çак территорие пикенсех «алла илме» хистĕ.

- Б.Хмельницкий тата Ю.Фучик урамĕсем хĕресленнĕ вырăнти çул вĕçне хăçан тума пуçлĕç?

- Шупашкар хула администрацийĕ проект докуменчĕсене тÿрлетÿсем кĕртмелли техника заданине хатĕрленĕ. Строительство ĕçĕсене 2015 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçăнма пăхнă, объекта 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче хута ямалла.

- Республикăн сахал тупăшлă гражданĕсем пурăнмалли хваттер /çурт-йĕр/ туяннă чухне патшалăх пулăшасса шанма пултараççĕ-и?

- Сахал тупăшлă граждансене пурăнмалли çурт-йĕр кирлĕ пулсан муниципалитетăн пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен социаллă йĕркепе тара памалли килĕшÿ тăрăх черетпе пурăнмалли хваттерпе тивĕçтереççĕ.

Республикăра хваттер илес тĕллевпе черете тăнисене коммерци мелĕпе тара памашкăн патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр фондне йĕркелеççĕ. Хваттер илмен граждансем, коммуналлă хваттерсенче, ятарлă пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнче пурăнакансем, бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсем, çавăн пекех 2005 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн шута илнĕ граждансем, Раççей Федерацийĕн Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕ ĕçлеме пуçличчен пурăнмалли хваттер черетсĕр илме ирĕк пуррисем çакнашкал йĕркепе чи малтан усă курма пултараççĕ.

- Шупашкарти Г.Лебедев ячĕллĕ лицей-интернат шăпи интереслентерет. Çак вĕренÿ заведенине юсама е тума пуçланă-и?

- «Г.С.Лебедев ячĕллĕ наци интернат шкулĕ» вĕренÿ учрежденийĕн пуласлăхне Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин никĕсĕ çинче йĕркелĕç. Хальхи вăхăтра музыка училищин çуртне юсас тата Г.С.Лебедев ячĕллĕ Наци интернат шкулĕ валли тĕксе çурт тăвас тĕлĕшпе проектпа смета докуменчĕсем хатĕрлеме аукцион ирттересси çинчен пĕлтернĕ. 2013 çулхи чÿк уйăхĕнче уçă аукциона пĕтĕмлетĕç, саккаса кам пурнăçласси паллă пулĕ.

- Шкултан вĕренсе тухаканăн пĕлĕвне Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытнипе çеç хакланине нумайăшĕ çителĕксĕр тесе çирĕплетет. Çакăн валли эсир мĕнле критерисем сĕннĕ пулăттăр?

- Манăн шухăшпа, ППЭ пĕлÿ шайне çителĕклĕ, объективлă палăртать. Пĕрлехи стандарт тĕрлĕ регионти е пĕр хулари тĕрлĕ шкулти ачасен пĕлĕвне кăна мар, вĕрентекенсен ĕçне те хаклама май парать. Кирек мĕнле тытăмăнни пекех ППЭн лайăх енĕсем те, çитменлĕхĕсем те пур.

Çавăнпа пĕрлех вĕренекенĕн нумай çул пухăнса пынă пултарулăх «çÿпçипе» /портфолио/ усă курмалла: тĕслĕхрен, тĕрлĕ шайри предмет олимпиадисен кăтартăвĕсем, хăйсем тĕллĕн хатĕрленĕ проектсем, пултарулăх ĕçĕсем.

- РФ регионĕсенче Писательсен союзĕн аппаратне ĕçлеме укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Ку енĕпе эпир кÿршĕ республикăсемпе хăçан танлашăпăр? Шел те, пирĕн хамăрăн кĕтес те çук.

- Пултарулăх союзĕсем ытти общество организацийĕсем пекех хăйсен ĕçне Федерацин «Общество пĕрлешĕвĕсем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн йĕркелеççĕ, вĕсене бюджетран укçа-тенкĕ уйăрмаççĕ. Обществăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçлакан пултарулăх пĕрлешĕвĕсен конкурс йĕркипе республика бюджетĕнчен субсидисем илме май пур.

Чăваш Республикин пултарулăх союзĕсен, çав шутра Писательсен союзĕн ĕç-хĕлне пулăшма культурăпа искусство ĕçченĕсене, пултарулăх интеллигенцине тата талантлă çамрăксене стипендисем, ĕмĕр тăршшĕпех пособисем, премисем памалла тăваççĕ.

Пурлăх тĕлĕшĕнчен илес пулсан пултарулăх союзĕсене вĕсен ĕç-хĕлне пурнăçлама республика харпăрлăхĕнчи пÿлĕмсене, курав лапамĕсене, концерт тата театр залĕсене тÿлевсĕр параççĕ, пÿлĕмсене арендăна илнĕ чухне çăмăллăхсемпе усă кураççĕ.

- Аталаннă çĕр-шывсенче вăтам бизнес - экономика никĕсĕ: ĕç вырăнĕсем тата налуксем. Иван Борисович, пирĕн республикăра вăл мĕншĕн-ха вăрахăн вăй илет?

- Вăйлă аталанакан экономикăллă çĕр-шывсенче предпринимательлĕх пуçланни 100 çул ытла. Çĕнĕ Раççейре - Раççей Федерацийĕнче - вăтам бизнеса аталантармалли тата пулăшмалли программăна йышăннăранпа вара 10 çултан ытла иртмен. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ те, Правительстви те предпринимательлĕхе çул пама çине тăраççĕ. ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви хакланă тăрăх - 2013 çула вăтам бизнес тĕп кăтартусем тăрăх ÿсĕмпе вĕçлет.

- Чăваш Ен - виçĕ космонавтăн тăван кĕтесĕ. Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне, пирĕн «Кăйкăра» Андриян Григорьевич Николаева тата ытти космонавт-ентеше ĕмĕр-ĕмĕр асра тытса, космонавтика ветеранĕсен тава тивĕçлĕ ĕçĕсене шута илсе çурла уйăхĕн 11-мĕшне Чăваш Енĕн Космос мухтавĕн кунĕ тесе пĕлтерме çук-и?

- Паллах, 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнчи истори пулăмне асра тытса пурăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Федерацин 1995 çулхи «Раççейĕн çар мухтавĕн кунĕсем тата асăну кунĕсем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн Космонавтика кунне çирĕплетнĕ, çавна май Чăваш Енĕн Космос мухтавĕн кунне туса хуни çÿлерех илсе кăтартнă куна евĕрлени çеç пулĕччĕ.

- Иван Борисович, Министрсен Кабинечĕн Председателĕ - вăл политикăпа-и е хуçалăхпа çыхăннă çын?

- Хуçалăхпа та, политикăпа та.

- Кăштах хăвăр çинчен пĕлес килет: кăмăл-туйăмпа Эсир мĕнлерех çын? Ăçта канма юрататăр? Разведкăна кампа пĕр иккĕленмесĕр кайнă пулăттăр?

- Характерпа - яваплăхлă çын. Маншăн чи лайăх кану - çемьепе çут çанталăк ытамĕнче пулни. Разведкăна пурнăç тĕрĕсленĕ юлташпа çеç кайнă пулăттăм.

В.ИВАНОВ хатĕрленĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.