Тĕнне улăштармашкăн полковник хăй ирĕк панă ăна

10 Окт, 2015

"Пурнăçра эпĕ пĕтĕм ыйтăва хам татса пама, йăлтах хам тума хăнăхнă, пĕтĕм яваплăха хам çине илме хăнăхнă. Йăлтах - хам..." Çапла каласа кăтартать хăй çинчен чăваш эстрада паллă юрăçи Алина Варна пĕр интервьюра. Нумаях пулмасть вара унăн черетлĕ концертне телекуравпа пачĕç. "Эпĕ нимĕн те тумастăп, юрласа кăна çÿретĕп, йăлтах упăшка йĕркелет", - зал лăк тулли пухăннă халăха тав тунă май çĕре çити пуç тайса калать чечек айне путнă Алина... Пăрчăкан пек вăр-вар та çивĕч çак хĕрарăмпа тĕл пулнă май панă пĕрремĕш ыйтăва вулакан та ăнланчĕ пулĕ тетĕп.

Анне чĕри

- Алина, çапах та "ХАМ" е "ХАМ мар"?

- Концертра чăнах та çапла каланăччĕ. Билет сутасси, чăн та, йăлт упăшка тивĕçне çаврăнчĕ. Эпĕ юрласа кăна çÿретĕп /кулать/. Манран тепĕр чухне пĕлĕшсем те ыйтса халтан яраççĕ: "Эсĕ нимĕн тума та пĕлместĕн-тĕр, - теççĕ. - Пĕçерме те, тăварлама-йÿçĕтме те..." Пĕлетĕп, йăлт пĕлетĕп, пĕçеретĕп те, тăварлатăп-йÿçĕтетĕп те, укçа ĕçлесе илме те пĕлетĕп. Сăмахран, туйсем ертсе пыратăп.

- Вăрттăнлăх мар тăк тÿрех кала-ха - чи юратнă апат-çимĕç мĕн санăн?

- Пельмень. Аттепе анне, Елчĕк районĕнчи Шуршура пурăнакан Геннадий Петрович тата Юлия Анатольевна Можаевсем, пирĕн валли те выльăх тытаççĕ. Анчах та эпир вĕсен вăйĕпе кăна усă куратпăр тесе ан шухăшлăр, апачĕпе йăлтах хамăр тивĕçтеретпĕр. Çавăн пекех катлет тума юрататăп. Пирĕн çемьере аш-какайран хатĕрленĕ апат хисепре.

- Çемйÿпе тÿрех паллаштар-ха эппин.

- Мăшăрăм Анатолий Владимирович Канаш районĕнчи "Ямашевская" агрофирма директорĕ. Хĕрĕмĕр Ангелина, сăмах май, вăл та сцена çине Варна хушма ятпа тухать, Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче пĕрремĕш курсра ăс пухать. Ывăл Кирилл 3-мĕш класра кăна вĕренет пулин те пултарулăхĕпе савăнтарать. Йошкар-Олара иртнĕ бал ташăçисен конкурсĕнчен иккĕмĕш вырăнпа таврăнчĕ, Атăлçи шайĕпе виççĕмĕш пулчĕ. Унсăр пуçне баян, пианино калать. Çапах та куратпăр, вăйĕ те ниçта шăнăçайми тапса тăрать, вăхăчĕ компьютерпа выляса ирттермешкĕн те юлать. Çавăнпа акăлчан чĕлхи те шĕкĕлчетпĕр-ха. Музыка инструменчĕ тенĕрен, Ангелина сĕрме купăспа туслă.

- Юрĕ, малалла кайиччен çÿлерех асăннă сăмаха вĕçлер-ха. Темĕн тума та пĕлетĕп терĕн. Тĕпелти пултарулăху пирки пельменьне çисе курмасăрах ĕненĕпĕр. Пахчунта тĕп вырăн мĕн йышăнать?

- Ешĕл çимĕç тата... чечек. Хуларан 26 çухрăмра çурт пур пирĕн, ун çумĕнче кăштах - çĕр. Унта чакаланма питĕ юрататăп. Ытларах салата ямалли çимĕç çитĕнтеретĕп. Чечек вара... вăл манăн пахчара кăна мар, хваттерте те тăп-тулли.

- "Мĕн тери телейлĕ хĕрарăм" тесе итлесе ларатăп сана - савнă мăшăр, куç тулли ачусем юнашар, кун çути кăтартнă аçу-аннÿ чĕрĕ...

- Эпĕ-и? Питĕ телейлĕ, çав таран телейлĕ. Тен, тепĕр чухне çакна хам та ăнланса çитерейместĕп пуль... Аннерен сăмах леккелет - телефонпа шăнкăравламаншăн. Атте лăплантарать вара ăна ун пек чухне: "Хĕрĕн хăйĕн çемйи, ачи-пăчи. Ерçеймерĕ пуль..." Тĕрĕссипе, шăнкăравласах тăратăп-ха, тепĕр чух чăнах та ĕç айне пулса телефона алла илме те вăхăт юлмасть. Пăхатăп та - каç пулса кайнă, вăратасран шикленсе чăрмантармастăп вара. Анчах та ун пек чухне ир-ирех салам яратăп - ялта нумай çывăрмаççĕ вĕт. Эх, анне чĕри, çапла ĕнтĕ вăл, кашни ачишĕн хыпса çунать...

Юррăмсем-çунатăмсем...

- Юрăçпа, композиторпа калаçнă май пултарулăх пирки епле сăмах хускатмăн? Хăвах çыратăн-кĕвĕлетĕн. Кала-ха, пĕрремĕш итлекен-хак паракан кам?

- Паллах, мăшăр. Продюсер кăна мар вăл, пĕрремĕш критик та. Юрă ăна килĕшсессĕн тухать халăх хушшине, килĕшмесессĕн - çук. Ытти енĕпе те сĕнÿсем парать вăл. Эпĕ сцена çине укçа ĕçлесе илме тухмастăп вĕт - юррăмсене-çунатăмсене халăх патне илсе çитерес, куракана савăнтарас килет. Тĕрлĕ жанрпа юрлама кăмăллатăп, кашни номертен пĕчĕк спектакль хатĕрлетĕп. Сцена çинче пĕччен пулма пачах юратмастăп, манпа пĕрле яланах - ушкăн. Çапла, кун пек концерт йĕркелеме укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Анчах та çакăнпа халĕ мăшăрăм та çырлахрĕ ĕнтĕ.

- Эсĕ хăв та ятарлă пĕлÿ илнĕ пек астăватăп...

- Канашри педучилищĕре кĕçĕн классен учительне, /халĕ - колледж/ хореографа вĕреннĕ эпĕ. Халĕ хам ташăсем лартатăп. Каярахпа аслă пĕлÿ те илтĕм - Раççей ШĔМĕн Чулхулари академийĕнче юриста вĕрентĕм.

- Сан пирки "хутшăнура питĕ кăмăллă хĕрарăм" теççĕ. Çав вăхăтрах паян Алина Варна халăх пĕлекен, кăмăллакан юрăç пулнине никам та хирĕçлеймĕ. "Çăлтăр чирĕ" пуçна пачах та çавăрмасть-им? Е, çаврăнма пуçласан, сенкер экран çăлтăрĕ Армен Джигарханян пек пуçна стена çумне çапкалатăн-и?

- Çамрăкрах чух, тен, пуçа каçăртасси пулкаланă та-и? Анчах та халĕ мăнкăмăллăх манра çукпа пĕрех. Мĕне кирлĕ вăл? Мăнкăмăллăх юлташсен хушшинчи туслăха аркатать, тăвансен хушшинчи çураçулăха пĕтерет, çемьери килĕшÿлĕхе тĕп тăвать. Апла пулсан мĕн тесе каçăртмалла сăмсана? Ман пирки "эсĕ пурне те юрататăн, пурне те ыталаса чуптăватăн, эпир, калăпăр, вăл е ку çын çывăхне те пыман пулăттăмăр" теççĕ юлташсем. Чăн, эпĕ нимĕнрен те йĕрĕнместĕп, бомжсемпе те, ыйткалакансемпе те калаçатăп.

Усала - ырăпа

- Итлетĕп те, санра пĕр çитменлĕх те çук пек туйăнать. Çапла пулать-и вара?

- Эпĕ Турă саккунĕсене пăхăнса пурăнма тăрăшатăп. Нихăçан та вăрламăп тесе çирĕппĕнех калатăп-ха. Анчах та эпĕ те - хĕрарăм-çке. Калаçма юрататăп, тепĕр чухне çынна сивлесси те пулĕ, хÿтĕленсе улталасси те, тарăхнă самантра усал сăмах çатлаттарасси те... Вăт çавсене пĕтерме тăрăшатăп хамра. Юлташсене те питĕ суйлама тăрăшатăп. Чунра ырăлăх пулмалла. Усала ырăпа çĕнтермелле... Анчах та манăн хамăн тĕн - Иегова свидетелĕсем теççĕ пирĕн пирки.

- Пĕтрĕмĕр! Ун патне мĕнле çитрĕн тата?

- Нумай шухăшларăм, нумай вуларăм, Библисене 5 çул танлаштартăм, Ева Лисина чăвашла куçарнине те тишкертĕм. Çакăн хыççăн хам тĕрĕс мар пурăннине ăнлантăм. Нимĕн усалли те çук унта, ырри кăна. Халĕ пушă вăхăтра та çакăн пиркиех калаçатăп çынсемпе - тĕрĕс пурăнасси, пурнăçа хакламалли пирки.

Малтанах мăшăрăм ăнланмарĕ-ха мана. Вĕсем пирки секта тенине илтнĕ вăл, çаратса, аскăнса кăна пурăнаççĕ имĕш. Каярахпа эпĕ лайăх енне кăна улшăнса пынине курчĕ те - манра эгоизм тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа чакма пуçларĕ - çырлахрĕ. Полковник вĕт-ха вăл, иккĕленме хăнăхнă. Хăй курса ĕненсен кăна "хăвăн кăмăлу" терĕ.

- Арçынсем патне çаврăнса çитрĕмĕр... Чăн-чăн арçыннăн мĕнле пулмалла тесе шухăшлатăн?

- Каллех Библири йĕркесемпе кăна хуравлама пултаратăп: арăмĕпе йăваш пулмалла унăн - унпа хăйне черченкĕ, çĕмĕрĕлме пултаракан савăт-сапана тыткаланă пек тыткаламалла, ăслă-тăнлă, ĕçчен пулмалла, алли ĕç патне пымалла, хăй çинчен сахалрах, çемье пирки ытларах шухăшламалла, эрех-сăрине виçеллĕ кăна ĕçмелле, чи кирли - арăмне КĂНА юратмалла /ЮРАТМАЛЛА та, хисеплемелле те/.

- Хм-м... Мăшăру çак карта ларать-и вара?

- Шарт кăна кĕрсе ларать.

- Эпир вара идеал арçын çук тетпĕр... Вĕсем, арçынсем, пирки калаçнă чух нумаях пулмасть паллă пĕр юрăç хĕрарăмсем çинчен калани аса килчĕ. Эпир, хĕрарăм журналистсем, хамăр хушăра тавлашса та илтĕмĕр-ха кун пирки. Арçын айккинелле чупнине çутçанталăкпа çыхăнтарать вăл. Апла тăк - нимĕн те тăваймăн. Ăслă хĕрарăмăн вара çакна курмăш тумалла-мĕн, вара çемье сыхланса юлать...

- Тем каламалла ĕнтĕ... Çапла пуль-ха, хĕрарăмăн ăслă пулмалла пуль, анчах та чăтăмлăхăн та чикки пур-çке... Тепĕр хут калатăп, Турă саккунĕсене пăхăнса пурăнсан кун пек ыйту сиксе те тухмĕ - ара, арçын арăмне кăна юратсан урăххисем çине пăхмĕ, хĕрарăмăн вара ăна кÿренме те сăлтав пулмĕ.

- Турă саккунĕ тенĕрен, унта хĕрарăмăн арçынна пăхăнса пурăнмаллине те каланăччĕ пулас... Эсĕ вара, вут пек вĕрискер, пĕрре те упăшкун куçĕнчен кăна пăхса тăракан хĕрарăм пек туйăнмастăн...

- Малтан чăнах та çавăн пек пулма, çемье тилхепине хам алла илме тăрăшаттăмччĕ. Пăхатăп та - хушусем парса кăна тăратăп. Йывăр вăл - яваплăх лавĕ! Ывăнсах çитрĕм вĕт. Эпир, чăваш хĕрарăмĕсем, тен, хамăр çавăн пек? Лава хамăр кÿлĕнетпĕр те эх, тапаçланса туртатпăр вара! Çакăншăн никам та мар, хамăр кăна айăплă. Юрать-ха вăхăтра тăна кĕтĕм. Текех эпĕ арçын ĕçне сăмсана чикместĕп. Пирĕн килте халĕ хĕрарăмăн тата арçын ĕçĕсем пур, çав вăхăтрах эпир пĕр-пĕрне яланах пулăшса тăратпăр. Унсăр пуçне халĕ пирĕн килте - арçын хуçа. Вăл мĕнле калать - çапла пулать. Хĕрарăмăн чăнах та арçынна пăхăнса тăмалла. Çăкăрпа кăна пурăнмалла мар, чун пирки те шухăшламалла. Ачисем - амăшĕ - ашшĕ Турă сăмахĕпе пурăнсан çак çыхăнуран пĕр сыпăкĕ те тухса ÿкмĕ, вара чăваш тĕнчи арканмĕ.

- Епле пулсан та çын айăпа кĕмесĕр пурăнаймасть. Кала-ха: çапах та арçынна мĕнле çылăхшăн каçарайман пулăттăн?

- Урăххипе улталанине. Ыттине йăлтах каçарма пулать.

Алина Варна чунĕн чаршавне Рита АРТИ сирсе пăхма тăрăшнă.

Çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕксем.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.