Ӳкес вырăнта тӳшек - çук
Кашни ача ашшĕ-амăшĕ патне çитермелли пĕлтерӳсене ача садĕнче алăк çине çапаççĕ. Куллен тухнă-кĕнĕ май вăл куç тĕлне пулатех. Хальхинче унта ачасен çиелти тумтирĕ çине çутта каялла сапалакан япаласем çĕлеме ыйтнине вырнаçтарнă. Çакă пирĕн ывăл-хĕр хăрушсăрлăхĕшĕн кирлине палăртнă. Паллă ĕнтĕ - воспитательсен асăрхаттармалла. Çакна пирĕн, тĕрĕссипе, вĕсем аса илтермесĕрех пурнăçламалла. Юратнă та хаклă пепкесемшĕн пысăк явапа туймаллах. Çакна кашниех ăнланма тивĕç пек. Анчах çук... аслисен йышĕнче пĕлтерĕве «Кирлех-и?» тесе йышăнакан та тупăнать. Çакă тĕлĕнтерет те. Çемçен: «Кирлех пуль» тесшĕнччĕ те, сассăма хытарсах «Кирлĕ!» темелле-тĕр.
Çутта каялла сапалакан хăюсем, теттесем кĕçĕннисене çеç мар, аслисене те кирлĕ-ха. Мĕншĕн-и? Ара, вĕсене çыпăçтарсан каçхи вăхăтра çул çинче пире автомашина водителĕсем чылай маларах асăрхама пултарĕç. Паллах, кашни инкекрен çăлмаççĕ вĕсем, анчах та уссийĕ пурах. Тимлисем ăна асăрхаççех. Ахальтен мар кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çуран çӳрекенсемшĕн çĕнĕ правило вăя кĕчĕ. Халĕ каçхине е япăх курăннă вăхăтра пысăк çул хĕррипе велосипед таврашĕпе е çуран пыракансен тумĕ çинче çутта каялла сирекен япаласем кирлех. Водительсем курмалла çыпăçтармалла-çыхмалла вĕсене. Каçхине хунар çутман вырăнсенче çул урлă каçнă чухне те, ял-хула тулашĕнче те çак правилăнах пăхăнмалла. Йĕркене пăсакансен штаф тӳлеме тивет. Ĕçĕ укçа тӳлессинче те мар-ха, хамăр хăрушсăрлăхра. Пушшех те - ачамăрсеннинче.
Шăпăрлансем каçхине ял-хула хĕрринчи хунарсăр çулсемпе çӳрес çук пулĕ тетĕп те... шанма çук. Тухасси-кĕресси такамăн та пулать. Ял та тĕттĕмленсен те тӳрех шăпланмасть. Хула - пушшех те. Кун кĕскелнĕрен киле те тавралăха каçхи сĕм çапмасăр таврăнайми пултăмăр. Часах ĕçе те тул çутăличченех тухса утма тытăнăпăр. Çитес вырăн вара час-часах нумай çул урлă выртать. Çавăнпах «йăлтăрккасем» кирлĕ те.
Çутта каялла сапалаканскерсем, паллах, ачасене çул çинчи инкекрен 100 проценчĕпех хăтармаççĕ, анчах витĕмĕ пурри иккĕлентермест. Тĕрĕссипе, çул çинчи инкекре кĕçĕннисем аманнă-вилнĕ кашни тĕслĕхрех эпир, аслисем, айăплă - асăрханусăр та тимсĕр. Çавăнпах инкексем пулаççĕ те. Акă çулталăк пуçланнăранпа тĕп хулари çулсем çинчи пăтăрмахсен 66 тĕслĕхĕнче ачасем те пулнă. Вĕсенче 1 ача пурнăçĕ татăлнă, 74-шĕ аманнă. Кăçалхи 9 уйăхра Шупашкарта кăна водительсем ачасем çине 32 хутчен кĕрсе кайнă. Çакă руль умне ларакансен явапсăрлăхне палăртать. Асăннă 16 тĕслĕх çуран каçмалли вырăнсенчех пулса иртнĕ! 9-шĕнче ачасем хăйсем çул çине юраман вырăнта е хĕрлĕ çутă çине сиксе тухнă. Ку вара ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне çул урлă юраман вырăнта каçма юраманнине ăнлантарас тĕлĕшĕпе ĕçлесе çитерейменнине е кун пирки пачах калаçманнине палăртать. Çапăннă 25 тĕслĕхре те 31 ача шар курнă. Ытларахăшĕ - аслисем кĕçĕннине ятарлă ларкăч çине вырнаçтарманнипе, пиçиххипе кăкарманнипе çыхăннă.
Водительсем ачасене çапса хăварни çинченех калаçас килет. Тимсĕр çеç мар, явапсăр та чунсăр-çке вĕсем. Ахаль пулсан тарĕччĕç-и? Акă авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарта пулнă тĕслĕх те çавнах çирĕплетет. Маршрутпа çӳрекен автобус водителĕ Б.Хмельницкий урамĕнчи чарăну патĕнче ирхине шкула васкакан 9 çулти арçын ачана таптанă та... çухалнă.
Тăватă кун маларах пулнă тĕслĕхре те çăмăл автомашина 6-мĕш класра вĕренекен ачана çул урлă çуран каçма уйăрнă вырăнтах таптанă.
Çуран çӳрекенсем те пачах айăпсăр мар. Пирĕн хушăра та йĕркене пăсакан темĕн чухлех. Çавăнпах водительсене çеç айăплани тĕрĕсех те мар-тăр. Патшалăх автоинспекцийĕ иртнĕ уйăхра çеç çуран çӳрекенсем правилăсене пăснă 22463 тĕслĕхе шута илнĕ. 9468 водитель вара çул урлă каçакана ирттермен. Таçта васканă пулинех.
Ялан çапла-çке: пĕрмай хыпаланатпăр, ĕлкĕрейместпĕр... Асăрханулăх çинчен те манатпăр. Эпир ӳкес вырăна тӳшек сарнă пек...
Комментировать