Куçма Турхан эткерлĕхĕ

12 Окт, 2015

Куçма Турхан çуралнă кун - юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче - Наци библиотекинче литература каçĕ ирттересси пирки иртнĕ номерте çырнăччĕ. Унта Хусан хулинчен, Комсомольски районĕнчен хăнасем килсе çитрĕç. Мероприятие çавнашкалах унпа пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, педуниверситет студенчĕсем хутшăнчĕç.

"Сĕве Атăла юхса кĕрет" роман çырнă вăхăтра автор Чулхула облаçĕнчи Шеремет ялĕнче пурăннă. Çавна май хăйĕн ĕçĕнче унти чăвашсен кун-çулне, йăли-йĕркине çырса кăтартнă, çак тăрăхри çутçанталăка сăнланă. Вăл Михаил Андреев патĕнче пурăнни паллă.

"Куçма Турханăн 100 çулхи юбилейне тивĕçлипе кĕтсе илетпĕр теме çук. Паянхи кун тĕлне унăн пĕтĕм пурнăçне хаклакан ĕç тумаллаччĕ. Анчах пирĕн хастарлăх çитменни ура хурать", - сăмах илчĕ Виталий Станьял ăсчах. Чăнах, суйласа илнĕ хайлавĕсене тепĕр хут пичетлесе кăларни Кузьма Сергеевича хисеп тунине çирĕплетĕччĕ. Турхана шкул программинчен кăларса пăрахнишĕн те пăшăрханса калаçрĕ Виталий Петрович. Апла тăк кам валли пуян эткерлĕх хăварнă вăл?

Виталий Станьял Куçма Турхан ячĕллĕ Каçал премине парассине йĕркелеме сĕнчĕ. Вăл шкул ачисене, çамрăксене, тавра пĕлÿçĕсене историпе ытларах кăсăклантарĕччĕ.

Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер "Ялав" журнал редакцийĕнче Куçма Турханпа пĕрле ĕçленине аса илчĕ. "Вăл нумаях калаçмастчĕ. Шухăшне витĕмлĕ ăнлантаратчĕ", - терĕ ун пирки. Çак уява республика шайĕнче йĕркелеменнишĕн кăмăлĕ хуçăлнине пытармарĕ Юрий Семенович. Юлашки вăхăтра писатель, поэт ĕçне хаклама пăрахни çине пусăм турĕ. "Куçма Турхана аса илнине уйрăм кĕнекен пичетлесе кăлармалла. Вăл хальхи ăрăва кирлĕ", - шухăшне палăртрĕ Юрий Сементер. Укçа çителĕксĕр-и? "Вăрçă вăхăтĕнче танк илме нухрат пуçтарнă пек кĕнеке пичетлеме те халăхран укçа ыйтас пулать", - çак сĕнÿ те лару-тăру йывăррине кăтартать.

"Куçма Турхана чăваш халăхĕ асра тыттăрччĕ. Унăн ĕçĕсен пĕлтерĕшне хăватлантарса, вăйлатса пырасчĕ", - пĕтĕмлетрĕ Юрий Сементер.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ Ольга Скворцова çакăн евĕрлĕ литература каçĕ студентсен пĕлĕвне тарăнлатма пулăшни çинчен каларĕ. Аслă шкулта Куçма Турхан ĕçĕсене тишкерсе диплом, курс ĕçĕсем хатĕрленине палăртрĕ вăл. Пĕр студент, тĕслĕхрен, "Сĕве Атăла юхса кĕрет" истори романĕнчи апат-çимĕç пирки çырнă.

Куçма Турханăн юбилейне пĕчĕк йышпа паллă тунипе çырлахмалла марри çинчен каларĕç литература каçне пуçтарăннисем. Тĕрлĕ тытăмри ертÿçĕсемпе канашласа малашнехи мероприятисен планне хатĕрлеме палăртрĕç. Комсомольски район администрацийĕпе тачăрах çыхăнса ĕçлемеллине асăнса хăварчĕç. Çавнашкалах истори романĕн классикĕ ячĕпе стелла е палăк уçмалли тавра сăмах пуçарчĕç.

Йĕркелÿçĕсен Турханăн хĕрне Аза Кузьминичнăна Польшăран чĕнсе илмелле пулнă. Унпа темиçе çул каялла курнăçнăччĕ, калаçнăччĕ. Анчах ашшĕ пирки сăмах хускатман. Шăпах халĕ асаилĕвне çырса илсен мĕнешкел лайăх пулĕччĕ.

 

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Рубрика: