Куравра - техника

9 Окт, 2015

Шупашкарти трактор историйĕн музейĕ çитĕннисемшĕн те, шкул ачисемшĕн те кăсăклă. Кунти экспонатсем - тĕрлĕ çулти техника. Ют çĕршывра кăларнă тракторсем те пур. Музей директорĕ Альберт Сергеев ырă пуçару тунă: ĕлĕк тĕрлĕ ĕçре усă курнă техника пирки халăха ытларах пĕлтермелле. Çак тĕллевпе районсенче куравсем йĕркелеме палăртнă. Ялта пурăнакансене хулана çитсе килме çăмăлах мар, шкулта вĕренекенсем те Шупашкарта час-часах пулаймаççĕ. Çавăнпа та ĕлĕкхи техникăна ÿкерчĕксенче те пулин кăтартма май тупнă. Ку таранччен хăшпĕр районта куравсем иртнĕ. Хальхинче вăл Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче пурăнакансем патне çитрĕ. Райцентрти В. Толстов-Атнарский ячĕллĕ "Çын тата çутçанталăк" краеведени музейне хăйсен пурнăçне техникăпа çыхăнтарнă ĕç ветеранĕсем, ачасем пуçтарăнчĕç. Малтанах вĕсем кураври ÿкерчĕксемпе тата пĕчĕк трактор-машинăпа паллашрĕç. Ĕнерхи трактористсем хăйсен çамрăклăхне, хĕрÿ тапхăрта уй-хиртен татăлмасăр тар тăкнă вăхăтсене аса илчĕç.

Юрий ЛЕОНИДОВ.

Рубрика: