Вырăнти влаç йĕркеленет

9 Окт, 2015

Октябрĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçипе Юрий Васильевпа тата Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕпе Николай Маловпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене йĕркелес ыйтусене сÿтсе явнă. Регион ертÿçи кăçал вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен 3746 депутатне суйланине аса илтернĕ. Халĕ муниципалитетсен администрацийĕсене йĕркелес ĕç пырать. Республикăри 26 районпа хула округĕнче çĕнĕ 12 пуçлăха - депутатсен пухăвĕсен председателĕсене /пĕтĕмĕшле йышăн çуррине яхăн/ çирĕплетнĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн администрацисен пуçлăхĕсене çирĕплетекен конкурс комиссийĕсен çур йышне республикăн аслă должноçри çынни палăртать. Михаил Игнатьев кандидатсене суйласа илмелли конкурс процедури уçă пулмалли çинчен каланă.

Юрий Васильев палăртнă тăрăх - районсемпе хуласенче депутатсен пирвайхи пухăвĕсем иртнĕ, вĕсенче пуçлăхсене суйланă. Çакăн хыççăн администрацисен пуçлăхĕсене палăртмалли конкурссене пуçарнă. Октябрĕн 27-мĕшĕ тĕлне муниципалитетсен администрацийĕсен йышне туллин йĕркелесе çитермелле.

Юрий Васильев администрацисен 26 пуçлăхĕнчен 7-шĕн контракт вăхăчĕ вĕçленменнине палăртнă, эппин, конкурссем 19 муниципалитетра кăна иртĕç. Е çĕнĕ сити-менеджерсем килĕç, е унчченхисем малалла ĕçлĕç - çакна конкурс комиссийĕсем тата депутатсен пухăвĕсем татса парĕç.

Николай Малов муниципалитетсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен суйлавне политикăпа çыхăнтарма юраманни çинчен каланă: «Тĕп критерисем - депутат профессионализмĕ тата яваплăхĕ, анчах вăл хăш партире тăни мар». «Сити-менеджерсене суйласа илнĕ чух конкурентлă лару-тăру йĕркелемелле, вырăнсенче администрацисен вăйлă, халăх пурнăçĕн ыйтăвĕсемпе ăнăçлă ĕçлекен пуçлăхĕсем пулччăр», - пĕтĕмлетнĕ калаçăва Михаил Игнатьев.

Н.ЯКОВЛЕВ.

Рубрика: 
Автор: