"АнтиДилер" - ÿсĕр водительсене хирĕç

9 Окт, 2015

ЧР ШĔМĕ çумĕнчи Общество канашĕ Чăваш Енри тата Мари Элти гражданла активистсем валли ÿсĕр водительсене тупса палăртас тата общество ĕçченĕсем право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлес енĕпе семинар-практикум ирттернĕ.

Унта 50 çын хутшăннă. Инструкторсен ролĕнче вара - "АнтиДилер" общество юхăмĕн хастарĕсем. Кÿршĕ республикăран килнĕ хăнасене гражданла пĕрлĕх ПАИ сотрудникĕсемпе алла-аллăн ĕçлемелли меслетсемпе паллаштарнă. Семинарăн тепĕр теми - халăх хушшинче йĕркелекен агитаци ĕçĕн вăрттăнлăхĕсем.

Чăваш Енĕн руль умĕнчи ĕçкĕçсемпе кĕрешес ĕçри кăтартăвĕсем курăмлă. РФ Патшалăх Думин депутачĕ, "АнтиДилер" юхăм лидерĕ Дмитрий Носов палăртнă тăрăх - ЧР ПАИ опытне çĕршывăн ытти регионĕнче те сарĕç. ЧР ШĔМĕ çумĕнчи Общество канашĕн членĕн, асăннă юхăмăн регионти уйрăмĕн ертÿçин Альберт Ильинăн шухăшĕ вара çапларах:

- Чăваш Ен çĕршывра чи малтан çынсем руль умне ÿсĕрле ларасран сыхланмалли ятарлă массăллă мероприятисене ирттерме пуçларĕ. Ăнăçусем пур. Çапах ыйту çав-çавах çивĕч, ытти регион пирĕн опытпа усă курасшăн - пулăшатпăр. Халь гражданла активистсем валли пĕтĕм Раççей шайĕнче семинар йĕркелесси пирки шухăшлатпăр. Иккĕленÿ çук: çивĕчлĕхе сирмешкĕн право хуралĕн органĕсене пирĕн пулăшу кирлех.

 

К.АНТОНОВ

Рубрика: 
Автор: