Садикшĕн тÿлев мĕнрен пухăнать?
2013 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕнчи вĕренÿ çинчен» çĕнĕ саккун вăя кĕчĕ. Унпа килĕшÿллĕн ача садне çÿрекен пепкешĕн ашшĕ-амăшĕ тÿлес йĕрке те улшăнчĕ. Халĕччен садике çÿрекенĕн çывăх çыннисем çине мĕн пур тăкакăн 20 проценчĕ тиенетчĕ.
Асăннă документ вăя кĕнĕ май пĕчĕкскерсене вĕрентме каякан тăкаксемпе садик ĕçченĕсен шалăвĕ валли укçа-тенкĕ республика бюджетĕнчен расхутланать. Муниципалитетсем шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕн çуртне тĕрĕс-тĕкел упрассишĕн, юсассишĕн яваплă. Ашшĕ-амăшĕ вара ачана апатлантарнăшăн тата пăхнăшăн тăкаксене саплаштарать.
Кун пирки вулаканăмăрсене маларах пĕлтернĕччĕ, апла пулин те тÿлев ÿснĕренпе граждансем кăмăлсăррине палăртса тивĕçлĕ органсене евитлени пулкалать. ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене çак тема патне тепĕр хут таврăнма ыйтрĕ.
Ашшĕ-амăшĕн садике çÿрекен пепкишĕн мĕн чухлĕ тÿлесси тĕрлĕ муниципалитетра расна. Чăн та, вĕсенчен пиллĕкĕшĕнче кăна тÿлев виçи ÿснĕ: Улатăр /кунне 30 тенкĕрен 62 таран/, Вăрнар/ 30 тенкĕрен 49 таран/, Çĕмĕрле /35 тенкĕрен 79 таран/ районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкар /72 тенкĕрен 86 таран/, Шупашкар /60 тенкĕрен 91 таран/ хулисенче. Çакна шута илмелле: тÿлев виçи садикре ача миçе сехет пулнинчен те килет. Республикипе талăкра 4, 8, 10, 12, 24 сехет ĕçлекен учрежденисем пур.
- Тÿлев виçине муниципалитетсем хăйсем çирĕплетеççĕ пулин те ЧР Вĕренÿ министерстви хаксен мониторингне тăтăшах ирттерет, - терĕ асăннă тема тавра йĕркеленĕ пресс-конференцире ведомство ертÿçин пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова. - Ашшĕ-амăшне çакна çирĕппĕнех калас килет: ĕлĕкхилле «садик пур - ачана çитерччĕр» текен шухăшран хăтăлма вăхăт. Мĕнлерех апатлантараççĕ унта? Пахалăхлă, нормăна тивĕçтерекен апат-çимĕçех сĕнеççĕ-и сирĕн пепкене? Паллах, халĕ çакна тĕрĕслеме сирĕн тулли ирĕк те, яваплăхпа тивĕç те пур.
Чăн та, апат пахалăхне тĕрĕслессипе Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕ хăйĕн тивĕçне пурнăçласах пырĕ. СанПин ыйтнипе шайлашман тĕслĕхсенче тивĕçлĕ должноçрисен явап тытма тивĕ.
Ача садике çÿренĕшĕн тÿлев ÿсни Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансене пуринчен ытла вĕчĕрхентернĕ. Муниципалитет кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа уйăхлăх тÿлев 1860 тенкĕпе танлашнине çирĕплетнĕ. Хула администрацийĕ шкулчченхи пĕлÿ пĕлтерĕшне ÿстерессишĕн /Çĕнĕ Шупашкарти вĕрентÿпе педагог-психолог пулăшăвĕн центрĕн директорĕ Альбина Эндюськина сăмахĕпе/ тăрăшса ача садике сăлтавсăр пыман кунсемшĕн тÿлеве чакарас мар тесе йышăннă. Пепке çав кунсенче хăйне сывă мар туйни çинчен справка пулсан çеç тÿлев чакать. Паллах, кунашкал йĕрке пурне те тивĕçтерменни куç кĕрет. Светлана Петрова ку тĕлĕшпе комментари панă май хальлĕхе шкул ÿсĕмне çитменнисен вĕренÿрен пăрăнма юраманни çинчен саккун çуккине каларĕ. Эппин, тÿресем ирĕксĕрлесе садике çÿреттересшĕн пулни тĕрĕсех мар. Çĕнĕ Шупашкарсем митинга тухни сăлтавсăр айкашăвах та мар эппин. Халĕ асăннă муниципалитетăн çак ĕçне республика прокуратури тĕплĕн тишкерет.
Палăртса хăварар: çĕнĕ саккун вăя кĕнĕренпе ашшĕ-амăшĕ тÿлекен пая патшалăх енчен саплаштарасси сыхланса юлнă. Республика çемьери пĕрремĕш ачашăн тÿлевĕн - 20, иккĕмĕш пепкешĕн - 50, виççĕмĕшĕшĕн 70 процентне тавăрса парать.
Ирина ИВАНОВА
Комментировать