Елена Муратова - иккĕмĕш

5 Мар, 2014

Олимп вăййисене хутшăннă спортсменка Японири Инавасиро хулинче иртнĕ тĕнче кубокĕн 19-мĕш тапхăрĕнче могул енĕпе тупăшса пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарнă.

Хĕрарăмсен ушкăнĕнче Олимп вăййисен бронза призерĕ, АПШ спортсменки Ханна Керни çĕнтернĕ. Арçынсен ăмăртăвĕнче Сочире бронза медаль çĕнсе илнĕ Александр Смышляев ?Пермь крайĕ% та старта тухнă, анчах ăна ку хутĕнче ăнман - саккăрмĕш вырăн. Многие игроки и геймеры, несомненно считают игры приколы видео свободное время. Çак кăтартупах Раççей спортсменки Марика Пертахия палăрнă.

Елена Муратова тĕнче чемпионачĕсемпе кубокĕсенче темиçе те вăй виçнĕ, анчах 10 могулçă йышне кĕрейменччĕ ?чи лайăх кăтрату - 13-мĕш вырăн, 2013%. Японири тупăшу ăна пысăк çитĕнÿ парнелерĕ.

А.МИХАЙЛОВ.

 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.