«Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса хутшăнма васкăр!

8 Окт, 2015

Хаклă тантăшăмăрсем, Чăваш кĕнеке издательствипе «Тантăш» хаçат ирттерекен «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» /Чувашская книга. Юные таланты/ конкурс вĕçленсе пыни çинчен аса илтеретпĕр. Анчах ĕçсене хаклава сĕнме кая юлман-ха эсир. Юпа уйăхĕн 12-мĕшчен шутлă кунсем юлчĕç, васкăр! Кăçал пултарулăх ăмăртăвне издательство йĕркеленнĕренпе 95 çул çитнине, Раççейри Литература тата Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкĕсене халалланă. Вăл пилĕк номинаципе иртет:

•«Интереслĕ кĕнеке» темăпа çырнă чи лайăх сочинени е калав;

•«Манăн юратнă сăнар» темăпа тунă чи лайăх ÿкерчĕк;

•«Вулама сĕнетĕп!» темăпа хатĕрленĕ чи лайăх плакат, буклет, листовка, открытка е календарь /вулавăн пĕтĕмĕшле е кăмăла кайнă кĕнекен реклами/;

•«Ача аллипе хатĕрленĕ кĕнеке» - вĕренекен хăй çырнă сăвви-калавĕнчен е заметки-очеркĕнчен тăракан алăпа ăсталанă кĕнеке. Унăн хуплашкийĕ, титул листи, ячĕ пулмалла* кăларăма ÿкерчĕксемпе илемлетмелле* кĕскен автор, ÿнерçĕ пирки хыпарламалла;

•«Кĕнеке - пирĕн çемьен чи лайăх тусĕ» темăпа çырнă чи лайăх эссе - кĕнекен этем тата çемье пурнăçĕнчи вырăнĕ пирки.

Çулне-ÿсĕмне кура çĕнтерÿçĕсене виçĕ ушкăнра палăртĕç:

- кĕçĕннисем /6-12 çултисем/;

- вăтам ÿсĕмрисем /13-15 çултисем/;

- аслăраххисем /16-18 çултисем/.

Ĕçсене 2015 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшчен çак адреспа йышăнаççĕ: 428019, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, 820 пÿлĕм, «Чăваш кĕнеке издательстви». Конверт çине «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса» тесе çырсан аванрах. Сочиненисене, калавсене тата эссесене вара nadesda-1@yandex.ru /mailto,nadesda-1@yandex.ru/ электрон почтипе те ярса пама юрать. Çыру пуçламăшĕнче «Конкурса» тесе асăнса хăварма кăна ан манăр.

Ытти самантсене те шута илĕр: иккĕн е пысăкрах йышпа хатĕрленĕ ĕçе пăхса тухĕç, анчах çĕнтерÿçĕсен йышне кĕртмĕç. Çавăн пекех хутшăнаканăн пĕр ĕçрен ытлашши тăратма юрамасть. Материалăн оригиналлă та çыпăçуллă пулмалла. Халиччен пичетленсе тухнă кĕнекесенчен пăхса ÿкернĕ ÿкерчĕксене хакламаççĕ жюри членĕсем. Сочинение, калава, эссене чăвашла та, вырăсла та çырма юрать. Заявкăна аяларах кăтарт- нă йĕркепе типтерлĕ те тĕрĕс, пичет саспаллийĕсемпе тултармалла.

Сочинени е калав валли:

Тема: «Интереслĕ кĕнеке».

Хутшăнаканăн хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ:

Хутшăнаканăн çуралнă дати:

Шкулăн, вĕренÿ учрежденийĕн тулли ячĕ, номерĕ:

Класс:

Килти адрес:

e-mail:

Телефон номерĕ:

Ертÿçĕн хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ:

Ертÿçĕ телефонĕн номерĕ, e-mail:

Хайлава хăш кĕнеке тăрăх çырнă /авторĕ, кăларăмăн ячĕ, хăçан тата ăçта тухни/:

Ытти номинацисемпе те çакăн евĕрлех тултармалла. Тĕплĕнрех информацие Чăваш кĕнеке издательствин сайтĕнче çак адреспа тупма пулать: www.chuvbook.ru /«Конкурсы, акции» пайра/.

Малтанхи 50 хутшăнакан ятарлă сертификата тивĕçĕ. Чи хăйнеевĕрлĕ те ăста ĕçсен хуçисем çĕнтерÿçĕсем пулĕç. Вĕсене парнесемпе чыслĕç. Маттур та пуçаруллă вĕренекенсен ертÿçисем те хавхалантару хучĕ илĕç. Пĕтĕмлетÿсене «Тантăш» хаçатра та, издательство сайтĕнче те кăларĕç.

Пурне те ăнăçу сунатпăр! Кĕнекепе туслă пулăр, конкурса хутшăнăр!

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.