Иван Яковлев халалне пархатарлăн пурнăçласа

6 Окт, 2015

Чăваш Енри аслă пĕлÿ паракан учрежденисенчен чи малтанхи - И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ - уçăлнăранпа 85 çул çитрĕ. Çак тапхăрта Чăваш Республикин вĕрентÿ тытăмне аталантарас ĕçе тĕлĕнмелле пысăк тÿпе хывнă вузăн юбилейне халалланă савăнăçлă каç çак кунсенче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕ.

1930 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнчен пуçланать çак аслă шкул историйĕ. Чăваш Республикине квалификациллĕ вĕрентекенсемпе тивĕçтерес тĕллевпе уçăлнăскер Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулĕн тата Хусанти Хĕвелтухăç педагогика институчĕ çумĕнчи чĕлхепе литература чăваш уйрăмĕн ырă йăлисене малалла тăснă вăл. Пединститут /ун чухне статусĕ çапла пулнă/ курăмлă ĕç-хĕлне патшалăх шайĕнче хакланине 1980 çулта ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăлани çирĕплетет. Çулсем иртсен те аслă шкул хăйĕн ят-сумне чакармасть, ăна çÿлти шайра тытма çĕнĕ çитĕнÿсем тăвать. 85 çул тăршшĕнче кунта квалификациллĕ 50 пин специалист вĕренсе тухнă. Вĕсен йышĕнче - Совет Союзĕн тата Социализмла Ĕç Геройĕсем те, халăх вĕрентекенĕн ятне тивĕçнисем те, çыравçăсемпе сăвăçсем те, патшалăх деятелĕсем те, наука, вĕрентÿ, спорт, культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем те.

Истори страницисене сумлă юбилей кĕрекине пухăннисен умĕнче педуниверситет хальхи ректорĕ Борис Миронов «сирсе тухрĕ». Аслă шкулăн паянхи ĕç-хĕлĕ çинчен калаçнă май вăл акă мĕн палăртрĕ:

- Хăйĕн юбилейне педагогика вузĕ чыслăн кĕтсе илет. Çĕршыври аслă шкулсен хушшинче унăн рейтингĕ çÿллĕ шайра. 2014 çулта РФ Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви ирттернĕ мониторинг пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ мĕнпур кăтартупа шута илес шайран кая пулман. Чăваш Енри аслă шкулсенчен асăннă мониторингра эффективлăх тĕлĕшпе кашни картлашка урлă ăнăçлă иртнĕ пĕртен-пĕр вуз пулчĕ вăл.

Паха пĕлÿпе тивĕçтерессишĕн паян кунта çÿллĕ шайри квалификациллĕ 365 специалист тăрăшать. Вĕсен хушшинче - 56 наука тухтăрĕ, 305 наука кандидачĕ. 3 - наука, 16 наукăпа педагогика шкулĕ ăслăлăх 44 енĕпе ăнăçлă ĕçлесе пырать.

Ăслă, культурăллă, общество ĕçĕнче хастар мĕн чухлĕ çынна пурнăç анлă çулĕ çине кăларнă педуниверситет. Акă уявпа саламлама килнĕ сумлă хăнасен ушкăнĕнчех миçен вĕсем: республикăри вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Иванов, вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри комитечĕн председателĕ Зинаида Степанова, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Валентин Шурчанов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Кислов... - пурне те асăнса та пĕтереймĕпĕр. Вĕсем ăста педагогсем кăна мар, Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем пулса тăнине сумлă ĕçĕпе ĕнентереççĕ. Педуниверситетăн паха енне - этеме Çын пулма воспитани панине - халăхра палăрнă кашни выпускник çирĕплетрĕ.

Уяв кĕрекине аякри хăнасем те йышлăн килсе çитни чăвашсен пĕрремĕш аслă шкулĕн ят-сумĕ Раççейре çÿллĕ шайра пулнине çирĕплетрĕ. Мускав, Санкт-Петербург, Хусан, Вятка, Чулхула, Çыранçи Чаллă, Ижевск, Йошкар-Ола... - çак тата ытти хулари педагогика аслă шкулĕн ертÿçисемпе представителĕсем юбилейпе саламланă, парнесем кÿнĕ май Чăваш Енри маяк вырăнĕнчи заведение Яковлев пархатарлă ĕçне малалла тăсма ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.