Республикăри паллă çынсем шкул çулĕсене мĕнле аса илеççĕ-ши?

3 Окт, 2015

Раççейре Вĕрентекен кунне пĕрремĕш хут 1965 çулта паллă тунă. Хисеплĕ учителĕмĕрсен çутă сăнарĕсем яланах асра. Пĕлес килет, республикăри паллă çынсем шкул çулĕсене мĕнле аса илеççĕ-ши?

Лариса ВАСИЛЬЕВА, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки: «Эх, юрлаттăмăр!»

- Çĕрпÿ районĕнчи Первомайски вăтам шкулĕнче вĕреннĕ чухне хăвăртрах аттестат илме ĕмĕтленеттĕмĕр. Халĕ пĕр самантлăха та пулин парта хушшине ларас килет.

Пĕрремĕш вĕрентекен Валентина Яковлевна нихăçан та асран тухмĕ. Уроксем хыççăн класĕпех вăрмана çÿреттĕмĕр, çутçанталăк илемĕпе киленеттĕмĕр.

Пĕрре çутçанталăк урокĕнче тарантул эрешмен çинчен каласа кăтартма хатĕрленнĕччĕ. Ун чухне музыка вĕрентекенĕн Лев Николаевичăн килти ĕçе тĕрĕслеме лекнĕччĕ. Шăпах мана сăмах пачĕ вăл. «Лариса Семеновăран тĕслĕх илĕр. Вăл лайăх юрлать, вĕренÿре те ĕлкĕрсе пырать», - терĕ итленĕ хыççăн мана мухтаса. Туслă тата юрлакан класс пулнă пирĕн. Вăтам классенче вĕреннĕ вăхăтра «Эх, дороги» юрра 4 сасăпа шăрантарса район конкурсĕнче çĕнтертĕмĕр те Шупашкара килтĕмĕр. Хамăр пултарулăха республика шайĕнче кăтартма май килнишĕн питĕ савăннăччĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Лев Андреев халĕ те манăн пурнăçпа кăсăкланать, юрăсене итлет.

Тепрехинче Надежда Орловăпа иксĕмĕр хĕвелçаврăнăш вăрри çисе пырса кĕтĕмĕр шкула. Математика вĕрентекенĕ Валентин Михайлович кĕсьене тавăрса йăлт кăларса хума ыйтрĕ.

Уявсене хаваслă ирттереттĕмĕр. Стена хаçачĕсем кăлараттăмăр, концерта хутшăнаттăмăр. Çÿçе шурă хăюпа пуçтарни, шурă саппун çыхни куç умĕнчен каяс çук. Пионер организацийĕсем ĕçленĕ вăхăтра шкула галстуксăр çÿреме юраман. Манса хăварнисем киле те кайса килетчĕç. Çакă та йĕркене хăнăхтарнă пире.

Шкулта пĕрле вĕреннисемпе тăтăшах тĕл пулатпăр. Пулни-иртнине пĕрле аса илетпĕр. Класс ертÿçи Мария Созоновна та пирĕнпе хутшăнать. Сывлăхпа пурăнччăр пире ăс паракансем.

Елизавета ХРИСАНФОВА, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕн артистки: «Шкул тумне тăхăнса тул çутăласса кĕтсе лараттăм»

- Пуçламăш класра вĕреннĕ чухне питĕ ир, пуринчен малтан, тăраттăм. Пите çунă хыççăнах шкул тумне тăхăнаттăм та тул çутăласса кĕтсе лараттăм. Пĕлместĕп - мĕншĕн, урокран тăрса юласран хăранă-ши? Манран тăватă çул аслă аппа вăранатчĕ те: «Лиза, кĕпÿ, саппуну хуçланса пĕтнĕ, халех хыв та утюгпа якататпăр. Шкулта учительсенчен намăс», - ÿкĕтлеме тытăнатчĕ. Çур сехет, пĕр сехет иртет, çук, эпĕ яхăнне те ямастăп, пĕрре тăхăннăскерне урăх хывмастăп. Ахальтен ирех тумланса ларнă-и эпĕ? «Пултăр-иç, йĕркеллех-иç», - кутăна персе лараттăм чÿрече умĕнче. Кайран темĕнпе те илĕртсе, ÿкĕтлесе шкул тумне çавах хывтарса якататчĕç. Вара сумкăна илсе сиккипе тухса чупаттăм. Тепĕр кунне каллех çав мыскара. Ывăнса çитнĕ ĕнтĕ вĕсем манпа. Халь те манаймаççĕ, пĕрмай аса илсе кулаççĕ.

Петĕр ЯККУСЕН, поэт: «Шăши яшки мыскари»

6-7-мĕш классенче вĕреннĕ чухне пире вĕри яшка çитерме пуçларĕç. Кашни каç класри темиçе ача çĕрулми шуратма дежурствăна çÿретчĕ. Шкул çумĕнчи пысăк лаçри мăн хурана пахчаçимĕçе каçхинех тултарса хăвараттăмăр. Выляма, алхасма пуçлаттăмăр та хамăр мĕншĕн килнине те манса каяттăмăр. Пуçра çил вылянă ĕнтĕ ун чухне, яшка шухăш-и? Ача-пăчана шанмаллиех çук çав, нимĕнле яваплăх та пулман. Пĕррехинче хуранне хупламасăрах киле таврăннă эпир. Шăшисем те çывăрман çав каç. Пĕрин хыççăн тепри мăн хурана чăмнă. Тепĕр кунне столовăйра хайхи яшкана шĕпĕртеттерсе ларатпăр. Пĕрин турилккинчен хÿре килсе тухрĕ. Теприн чашăкĕнче хăлхасем ишеççĕ. Шăши пуçне курнă хĕрсем çар-и-и! çухăрса ячĕç. Столовăйра шав çĕкленчĕ. Пĕрисен ăшĕ пăтранма тытăннă, теприсем пусма вырттарнă пек хурах кăшкăраççĕ. Шăши яшки çисен те никам та аптрамарĕ. Хăшĕ-пĕрне аванах лекрĕ, паллах, куншăн, пире те вăрçкаларĕç.

Анатолий ХМЫТ, вĕрентекен: «Шухă пулнă...»

- Шухă пулнă шкул çулĕсенче. Манăн 8-мĕш класра вĕреннĕ чухнех сухал шăтнăччĕ, çавăн пирки ыттисен хушшинче аслăрах курăнаттăм. Пĕррехинче юлташсем лавккара пирус илсе пама ыйтрĕç. Мĕнех, арçын вĕт эпĕ, сухал та пур, хам туртмасан та пĕрле вĕренекенсен ыйтăвне тивĕçтерес терĕм. Кĕтĕм те кÿршĕ ялти лавккана - пĕр сăмахсăр илсе тухрăм. Хайхискерсем, çирĕмĕшĕ те, туалета кайнă та кăн-кăвак сĕрĕм кăларсах мăкăрлантарнă. Шкул интернатĕнче ун чухне эпир, сивĕ, йĕпе-сапаллă кунсенче киле каяймастăмăрччĕ. 3 сехетре пирĕн воспитательница çитрĕ, пÿлĕмре чăтма çук пирус шăрши тăрать. Раиса Васильевнăн куçĕ çамки çине хăпарса кайрĕ, чупса çÿресех кашнин çăварне шăршлама пуçларĕ. «Ăçтан тупрăр, халех калăр», - тет тарăхса кайнăскер. «Эпĕ туянтăм», - тетĕп. Раиса Васильевна: «Толик, тух-ха, сан ĕç çук кунта, эсĕ мар», - терĕ. Çак шăв-шав районти вĕрентÿ пайнех çитрĕ, юлташсен ашшĕ-амăшне шкула та чĕнтерчĕç. Çапăçу-тавлашу пĕр уйăха пычĕ. Аван мар пулса тухрĕ паллах. Айăпли эпĕ-çке. Кайран, салтакран таврăнсан, Раиса Васильевна патне утă пуçтарма кайнăччĕ. Чей ĕçме ларсан каллех çав пăтăрмаха аса илтертĕм, ун чухне те ĕненмерĕ вĕрентекен. «Эсĕ мар ĕнтĕ, хăв çине ан ил-ха япăххине», - терĕ. Урăх чĕнмерĕм.

Шкулта эпĕ «4» тата «5» паллăсемпе кăна вĕреннĕ, анчах та директор пÿлĕмĕнчен тухса курайман. Пĕрмай «кавир çине» чĕнетчĕç. Директор пÿлĕмне кăна мар, ял тăрăхне чĕнтерсе те вăрçатчĕç. Кÿршĕ ялсем хĕнекелесе яратчĕç те, эпĕ те кайран тавăраттăм, парăмра юлас килмен пуль çав. Пĕррехинче манран хăранипе пĕр класс пĕр эрне шкула килмен. Уншăн та лекрĕ мана.

Оксана ЯСТРЕБОВА, Тăвай район прокурорĕ: «Слон ÿкертĕм...»

Шăпах эпĕ шкула кайнă çулсенче юлашки шăнкăрав уявĕнче аслă класри пĕр яш кĕçĕннисен йышĕнчи пĕр чипер хĕрачана хулпуççи çине лартса шăнкăрав янăраттарасси модăна кĕчĕ. Çак тивĕçе мана шаннăччĕ. Çапла эпĕ пĕрремĕш класран вĕренсе тухнă чухне вунпĕрмĕшсене юлашки шăнкăрав «парнеленĕччĕ». Ку - манăçмасть.

Шкул ачишĕн, паллах, чи паллă та чи кĕтнĕ уяв - пĕлÿ кунĕ. Маншăн та, пирĕн çемьешĕн те çаплах пулнă. Каникулта юлташсемсĕр те тунсăхлатăн-çке. Çывăх çынсем шкулта ĕçлетчĕç тата. Атте - истори, анне физика вĕрентетчĕ. Çакă мана уйрăмах яваплă та хастар пулма та хистенех. Вĕсен ятне яма юраман. Хамăн тивĕçе пурнăçланă тесе шухăшлатăп - «пиллĕк» паллăсемпе вĕренсе тухнă.

Кĕçĕн класра вĕреннĕ вăхăтран çакна ас тăватăп тата: ÿкерме пĕлместĕм. Пĕррехинче пире килтен слон ÿкерсе килме хушнă. Эпĕ аннерен пулăшу ыйтнăччĕ. Çакна вĕрентекен тавçăрчех. «Халĕ çак слона умна хур та хăв ÿкер», - терĕ. Эпĕ ăна итлерĕм. Чĕрчун аван пулса тухнăччĕ. Çакăнтан ÿкерме те вĕреннĕччĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.