Кинемей суйлава чи малтан çитнĕ

3 Окт, 2015

- Ак çак хĕвелçаврăнăша кураксемпе çерçисем ĕлĕк чечекне тăксанах шĕкĕлчеме пуçлатчĕç, çимелли пулман-ши, ку вара халь те пахчана илем кÿрсе ларать. Курăр-ха, епле илемлĕ кĕр парни, - çаврака пуçлăскерне енчен енне çавăркаласа пăхать Евгения Родионовна.

Пĕр вырăнта ларма хăнăхманскер ăшă кунсенче ялан картишĕнче е урамра кăштăртатса çÿрет вăл. 93 çулти Евкен аппан пахчара ĕçлеме вăйĕ çитмесен те унта мĕн акни-лартнипе кăсăкланать, тулли нÿхрепсемпе путвалсене пăхса савăнать. Утса пынă май куç тĕлне пулнă çумкурăка çумласа пăрахмасан чунĕ чăтмасть. Хĕрĕпе кĕрÿшĕ пахчаçимĕç тултарнă чухне михне те пулин тытса тăрать. «Атя-ха, мĕнпе те пулин пулăшам-ха, çĕрулми шуратас-и, картишне шăлас-и, эсир те кунĕпе ĕçлесе хытă ывăнатăр», - хĕрĕ Мария хыççăнах кăштăртатса çÿрет ÿркенменскер.

- Анне аттепе нумай та пурăнайман. Вăрçă хыççăн пĕрлешнĕ те, йывăр аманса таврăннă çывăх çыннăм 1953 çулта çĕре кĕнĕ. Асли Лида ултă çулта, чи кĕçĕнни Галя иккĕре тăрса юлнă. Эпĕ вара тăваттă та тултарайман, аттене кăштах та астумастăп, пире питĕ хытă юратнипе алран ямасăр йăтса кăна çÿренĕ тет. Виçĕ хĕрне пĕччен çитĕнтерме çăмăл пулман аннене, - каласа кăтартать Мария Сергеевна.

Хĕрпĕрчисене пĕчĕккĕллех ĕçе юратма, çынна хисеплеме вĕрентнĕ Евгения Родионовна. Пурнăç темĕнле йывăр килсен те вĕсене куççуль кăтартман, ачисене те чунпа çирĕп пулма хăнăхтарнă. Яланах картиш тулли чăх-чĕп, хур-кăвакал усранă. Какайшăн çеç мар, хĕрсене çитĕнсен çемçе тÿшек-минтерпе качча парасси пирки те шухăшланă. Ара, пуян-и, чухăн-и, чăвашăн йăлтах типтерлĕ те ятуллă пулмалла-çке. Кашни кунах ĕçе çÿресен те сыснине те çăвăрлаттарнă, сурăх нумай тытнă. Пахчаçимĕçне çимелĕх кăна мар, сутмалăх та çитĕнтернĕ.

- Хĕрсем мана итленĕ, урам тăрăх чупса çÿрес шухăш пулман вĕсен, ĕçрен таврăннă çĕре килте яланах тирпейлĕччĕ, вĕри апат та хатĕрччĕ. Пĕр-пĕрне урок тума пулăшатчĕç, эпĕ килессе кĕтмен, кĕписене хăйсемех çуса çакатчĕç, çÿç çивĕтлетчĕç. Мĕнле çитĕннине сиссе те юлаймарăм, ара, иртен пуçласа каçченех хирте упаленнĕ те эпир, - чунне уçать Евкен аппа.

«Гвардеец» колхозра ырми-канми тăрăшнă Евгения Родионовнăна ку таврара пурте пĕлеççĕ. Унăн сăнĕ паянхи кун та райадминистрацире çакăнса тăрать. Вăрлăх сухан çитĕнтерессипе яланах малта пулнă вăл. Кашни çулах пысăк тухăç туса илнĕ. Нумай-нумай çул бригадирта тăрăшнă. Лайăх кăтартусемшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Ленин орденĕсене тивĕçнĕ. Хисеп хучĕсем, дипломсем те туллиех.

- Вăрçă тухнă чухне эпĕ 19 çулти хĕрччĕ. Темĕн те куртăмăр, темĕн те чăтрăмăр, каласа та пĕтереес çук, арçын вырăнне ĕçлесен те хуçăлмарăмăр. Вăййа тухма тумтир те пулман пирĕн. Хитре кĕпесемпе тутăрсем пирки ĕмĕтленнĕ çеç. Шăпана ÿпкелемелли çук. Кирек мĕнле пулсан та çамрăклăх хитре çав, ним çукшăн та чунтан хĕпĕртеме пĕлнĕ эпир, уйрăмах - çав çăмăл мар çулсене лекнисем. Çынра лайăххине кăна курнă, пĕр-пĕрне ыррине çеç суннă, кĕвĕçÿ, курайманлăх туйăмĕ те пулман. Телее ĕçкĕ-çикĕре, вăйăра мар, ĕçре тупнă, - сăмах çăмхине майĕпен сÿтет Евкен аппа.

Пĕччен ĕмĕрленĕ хĕрарăма ахаль те пурнăçра çăмăл пулман. Ватлăх кунĕсенче Евгения Родионовнăн тата хур курма тивнĕ. 2009 çулта унăн кил-çурчĕ çунса кĕлленнĕ. Вут-кăвар ăçтан, мĕнрен тухнине паянхи кун та пĕлмеççĕ. Халĕ ăна вăталăх хĕрĕ Мария пăхса пурăнать.

Хастар та тăрăшуллă, ĕмĕр-ĕмĕр йывăр ĕçре пиçĕхнĕ хĕрарăм хăйне лайăх туять. Вăтаелĕнчи суйлав участокне авăнăн 13-мĕшĕнче пуринчен малтан çитекенни никам та мар, Евгения Кудрявцева пулнă. Ялти мĕнпур çынна ырă тĕслĕх кăтартнă кинеми. «Йыхравланă çĕре каяс терĕм. Çынран юличчен муртан юл тенĕ. Чи малтан мана суйлаттарчĕç. Ку та пысăк чыс, тем пекех савăнтăм, кĕçех 93 тултаратăп, çулĕсем чылай манăн, çапах çынна юрăхлă пулнăшăн хам та тĕлĕнетĕп. Çут тĕнче калама çук хитре, малаллах утас килет-ха», - куçран ăшшăн пăхса калаçать Евкен аппа.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.