Хăнтăрсемшĕн савăнатпăр

5 Мар, 2014

Ялта пурнăç таса та уçă, унăн таврашĕнче, уйрăмах çуркунне - куçпа виçейми илем! Çĕре юратса пăхсан тыр-пул, пахча çимĕç çителĕклех парать. Çавăнпа тăпрана пулăхлатассишĕн вăй хуратпăр.

Вăрнар районĕнчи Кайри Тукай хăйĕн хитрелĕхĕпе палăрса тăрать. Тÿрем-айлăм, тĕме, уй-хир, çырма-çатра, юхан шыв, пĕвесем, улăх-çаран, йывăç-курăк куçа илĕртеççĕ. Кайри Тукай - икĕ юхан шыв хушшинче. Пăштанар тата Санар юхса выртаççĕ. «Ĕлĕк Санар сарлакăшĕ тĕлĕ-тĕлĕпе - 4, тарăнăшĕ 3,5 метр пулнă», - теççĕ ватă çынсем. Хăмăшлăх-хăвалăхра кайăк кăвакал, шыв чăххи, ытти вĕçен кайăк чĕп кăларнă. Ял çыннисем ыраш пăтри, карас, çут аяк, уланкă, ытти пулă тытса савăннă. XVII ĕмĕр вĕçĕнче икĕ шыв арманĕпе çăнăх авăртни паллă.

Шыв-шур, çырма-çатра, улăх-çаран унтанпа нумай улшăннă. Санарпа Пăштанар ăшăхланнă, сĕвекленнĕ. Çапах та нÿрĕк тытаççĕ-ха. Çуркунне хăва çилпе шăхăрнине, чечек çеçкене ларнине, йăмрасем ешернине сăнатăп та - тарăн шухăша каятăп.

2010 çулхи шăрăх Санар кукрисенче выльăх валли те шыв хăвармарĕ. Пĕр шелсĕр хĕртекен хĕвел пĕтĕм ÿсен-тăрана ĕнтсе илчĕ. Вара текех симĕсленеймерĕ. Ĕлĕк асаттесем çырмана кĕреçепе пÿлсех выльăх валли кÿллентернине асра тытакансем пĕр çын пек кар тăчĕç: алă вĕççĕн пĕвеленчĕк турĕç. Çут çанталăк вĕсем малаллах талпăннине асăрхарĕ пулас. Тен, хĕрхенчĕ? 2012-2013 çулсенче çумăр темиçе те çурĕ. Тасатнă çăл куçсенчен шăнкăртатса шыв юхрĕ. Санар тулсах пычĕ, 2009 çулхи шая хăпарчĕ, шыв тăрăланчĕ.

Унта вĕт чĕр чун хунанине ял çыннисем пурте пĕлеççĕ. Шултрараххине вара асăрхаманччĕ. Темиçе çул каялла хăнтăрсем Элккем тăвайккине килсе тĕпленчĕç. Касура çÿренĕ чух çырмара шыв шавланăран ăна пăхма айлăма антăм. Хăвалăхпа кăсăкланса утрăм. Хулăсене сирсе юхлăха сăнарăм: куç умне хăнтăрсен пĕвеленчĕкĕ тухса тăчĕ. Шыв хĕррипе малалла утрăм. «Татах кÿлленчĕк пур-ши?» - тесе тĕсерĕм. Каллех асăрхаса: «Иккĕ, виççĕ, тăваттă!» - шутларăм сасăпах. Чăн-чăн тĕлĕнтермĕш! Ял тăрăхĕнче кун пеккине курманччĕ.

Кÿлленчĕксем 30-60 метра тăсăлаççĕ. Кашни пĕвеленчĕк пуçне çырма тĕпĕнчен 1,5 метра яхăн çĕкленĕ. Çыран хĕрринчи йăмрасене кăшласа тÿнтернĕ. Вуллисене шыв тăрăх сĕтĕрсе пĕр тĕле пуçтарнă. Шултрисене пĕвеленчĕк пуçне ретĕн-ретĕн хунă. Тăмлă-хăйăрлă çĕрпе турат-тĕрете пĕр-пĕрин çумне çирĕплетсе хăпартнă. Кашни пĕвеленчĕк пуçĕнче - шыв сиктермĕш. Шарлак сасси таврана сарăлать.

Хăнтăр апатланма йăвинчен каç пулсан, тавралăх шăплансан тин тухать. Çавăнпа вĕсене курасса ĕмĕтленмерĕм те. Киле таврăнсан вĕсен пурнăçĕпе паллаштаракан литературăпа кăсăклантăм. Çитĕннĕ хăнтăр тăршшĕ 80-90 см. Йывăç-курăкпа тăранса пурăнать. Тирĕ тĕксĕм хăмăр, выльăх çăвĕпе сĕрнĕ евĕр йăлтăртатать. Куçĕ начар курать, хăлхи çивĕч, сăмси сисĕмлĕ. 25-30 çул пурăнать. Ама çуркунне çăвăрлать. Çăвăрсене виçĕ эрнене яхăн сĕтпе тăрантарать. Вĕсем çемьере икĕ çула яхăн пурăнаççĕ, кайран уйрăлса хăйсем çемье çавăраççĕ. Хÿри хăвăрт ишме, шăрăхра кĕлеткине сивĕтме, сивĕре ăшăтма пулăшать. Чăмсан шывра чи нумай 10-15 минут тăрать. Вăрманти шыв-шурта хĕл каçма турат-тĕретрен йăва тăвать пулсан республикăри ялсенче çырана шыв айĕнчен шăтарса кĕрсе майлаштарать. Пĕвеленчĕксене шыв татасран юсасах тăнине асăрхарăм. Кÿлленчĕксĕр юлсан вĕсемшĕн пурнăç çук: тилĕ е çапкаланчăк йытă çăварне часах лекеççĕ.

Эпир, Кайри Тукайсем, Санара хăнтăрсем килсе тĕпленнĕшĕн савăнатпăр. Юхан шывран çывăхри выльăх фермисемпе минерал удобренийĕ упракан складсен хуçисене вĕсене наркăмăшлантарасран асăрханма, сунарçăсене пирĕн ялсен таврашĕнче сайра тĕл пулакан çак чĕр чуна браконьерсенчен хÿтĕлеме чĕнсе калатпăр.


Николай ВАСИЛЬЕВ,

Вăрнар ял хуçалăх техникумĕн вĕрентекенĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.