12 çула çитсен хĕрача хăй тĕллĕнех... арçын ачана çаврăнать
Çула çитмен кун йышши ачасене “геведосе” теççĕ
Малтанах çакăн пек тĕслĕхе ВВС2 телеканалăн “Обратный отсчет к жизни” кăларăмăн ертÿçи, 58 çулти Майкл Мозли, тупса палăртнă. Вăл Доминикана Республикинчи Лас Салинас ялĕнчи хĕрачасем 12 çула çитнĕ тĕле арçын ачасене çаврăннине асăрханă. Ку пулăма журналист “геведосе” ят панă - “çăмарта - 12 çулта”. Мозли каланă тăрăх, кун пекки ку тăрăхра кашни 90 хĕрачаран пĕринпе пулса иртет.
Хăйĕн кăларăмĕнче Мозли 24-ри Джонни пирки каласа кăтартать. Вăл шăпах - “геведосе” йышĕнчен.
Хăйне Фелисита ятпа хĕрача пек воспитани панине ас тăвать Джонни. Шкула та вăл хĕрачан хĕрлĕ кĕпипе çÿренĕ. Çичĕ çулччен ытти хĕрачасемпе пĕрле выляса ÿснĕ. Кĕтмен çĕртен унăн организмĕнче улшăнусем пулса иртме пуçланă.
Джонни каласа кăтартнă тăрăх, тăруках вăл юбкăсене юратми пулнă. Хĕрачасен ушкăнĕ те килĕшме пăрахнă ăна. Тетте пистолетсем тата арçын ачасен ушкăнĕ ытларах кăсăклантарма пуçланă. Кĕçех шалти улшăнусем çумне тулашрисем хушăннă. Джонни чăн-чăн арçын пулса тăнă. Пĕрле вĕренекен арçын ачасене çакă пĕрре те тивĕçтермен.
- Вĕсене тата machihembras - “малтанах хĕрарăм, унтан арçын” - теççĕ, - каласа кăтартать журналист.
* * *
Çакăн пек пулăм пирки чи малтан Корнелл университечĕн профессорĕ Джулиан Императо çырса кăтартнă.
Доминикана феноменне Майкл Мозли умĕн Джулиан Императо эндокринолог тĕпченĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче вăл çав яла ятарласа кайнă, тĕпчевсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн феномен сăлтавне уçăмлатнă.
Теори енчен пăхсан, эпир пурте атте-анне генĕсене илетпĕр еткерлĕхе. Ача пуласлăхне вĕсем иккĕшĕ те никĕс хываççĕ. Ывăл е хĕр пуласси вара ама клеткăна пĕтĕлентерекен сперматозоидăн хромосоминчен килет. Анчах та малтанхи эрнесенче пур эмбрионăн та хĕрача паллисем кăна аталанаççĕ. Арлăх палли вырăнне варти пепкен чи малтанхи тапхăрĕнче пĕчĕк тĕмеске кăна пур - вăл малалла мĕнле аталанасси Х е Y хромосомăран килет. Y пулсан арçын хатĕрĕ ÿсет. Хромосома Х пулсан, юнра дигидротестостерон гормон çук тăк вара хĕрачан клиторне çаврăнать çав тĕмеске.
Лас Салинас ялĕнчи ачасем вара çак йĕркене тĕпрен “пăсаççĕ” - вĕсем ар паллисĕрех çуралаççĕ. Шăпах çакна тĕпченĕ те Джулиан Императо. Вăл палăртнă тăрăх, ку тăрăхра çуралакан пепкесен 5-альфа-редуктаз çитмест организмра - шăпах çак фермент тестостерона дигидротестостерона çавăрать, çапла майпа арлăх паллисене аталанма пулăшать. Çавăнпах ачасен клеткисем куçăм тапхăрĕнче кăна пĕр-пĕринчен уйрăлса тăма тытăнаççĕ - ку вăхăтра шăпах гормонсем выляма пуçлаççĕ-çке. Тестостерон ытла та нумайланса кайнипе “геведосе” ачасен ар паллисем ÿсме тытăнаççĕ - тепĕр майлă, хĕрачасем... каччăсене çаврăнаççĕ.
Джулиана Императо профессор çак тĕпчевсене ирттернĕ май пĕтĕмлетнипе усă курса каярахпа арçынсем кукшаланнине тата вĕсен аденома простатине сиплемешкĕн эмел - финастерид - шухăшласа кăларнă.
Ар тĕлĕшĕнчен кая юлса пиçсе çитнĕ арçынсем ыттисенчен кăшт кăна уйрăлса тăраççĕ - кĕлеткисемпе лутрарах, ар парĕ пĕчĕкрех тата сухал хырса та пит чăрманмаççĕ. Апла пулин те ытти арçын пекех савăшма кăна мар, ача çураттарма та пултараççĕ. Калăпăр, çÿлерех илсе кăтартнă тĕслĕхре ашшĕ-амăшĕ Фелисита ят парса хĕрача пек ÿстернĕскер каярахпа арçын ачана çаврăнса Джонни пулса тăнă. Хăй ыттисем пекех йĕркеллĕ çемье çавăрма ĕмĕтленнине пĕлтернĕ. “Арçын пулса тăрсан эпĕ тÿрех темиçе савни тупрăм. Манăн вара йывăрлăха та, савăнăçа та пайлама хатĕр пикене тĕл пулса çирĕп çемье çавăрас килет”, - тенĕ вăл.
ЭКСПЕРТ ШУХĂШĔ
Мускав патшалăх университечĕн биологи эволюцийĕн кафедрин наука сотрудникĕ Виктория Скобеева лару-тăрăва çапла хаклать:
- Арçын ачан организмĕ темиçе тапхăрпа аталанать. Варта пепке гормонсен витĕмĕпе арçын ача пек ÿсет. Анчах та гормонсем те аталану темиçе тапхăрне тÿссе ирттереççĕ. 5-альфа-редуктаз фермент çитмен чухне ывăл чăнах та хĕр пек çуралма пултарать. Çапах та ку çиелтен пăхма кăна çавăн пек - унăн шалта хĕрачанни пек амалăх мар, çăмарталăхах вырнаçнă. Пуç мими те унăн хĕрарăмăнни пек мар, арçыннăн, мĕншĕн тесессĕн дигидротестостерон ар паллисен аталанăвне кăна витĕм кÿрет, пуç мимипе çыхăнман.
Арлăх тĕлĕшĕнчен пиçсе пынă май гормонсем тăрук йышланаççĕ те асăннă фермент сахалли те витĕм кÿме пăрахать, çапла ывăл паллисем ÿсме пуçлаççĕ. Çавăнпах-тăр çакăн йышши термин - guevedoce - шăпах Доминикана Республикинче анлă сарăлнă: “çăмарта - 12 çулта”.
Лас Салинас тĕнчерен уйрăм тенĕ пек пурăнать, çавăнпах тăванпа тăван пĕрлешесси йăлара кунта. Çак сăлтавпах “геведосе” ачасем кунти кашни 13 çемьерен 12-шĕнче тĕл пулаççĕ. Паллă ĕнтĕ, эволюци пирки сăмах та пулма пултараймасть, халăх йышĕ сахаллине кура мутаци кунта тăтăшлăхпа палăрать. Кун йышши ачасен лайăх енĕ те пур - вĕсен простата ракĕ калама çук сайра тĕл пулать. Анчах та кашни медалĕнех начар енĕ те пур - çав вăхăтрах кун йышши арçынсен çăмарталăх ракĕ ыттисеннинчен вăйлăрах аталанать.
Ăнланманлăх çакăнпа çыхăннă - пуç мими арçынăнни пекех аталанать, арлăх - хĕрарăмăнни пек. Сăлтавĕ дигидротестостерон гормон айккинчи тĕртĕмсемшĕн кăна пĕлтерĕшлĕ пулнипе çыхăннă.
Мĕн ку - уникум е феномен?
Кун йышши ачасем Лас Салинасра - кашни утăмрах. Яла пуçарса яраканĕ, ахăртнех, хăй те гетерозигота пулнă. Каярахпа вара унăн çывăх тăванĕсем пĕрлешнĕ. Сас-хура тăрăх, кун пек тĕслĕхсем Турцире те тĕл пулаççĕ. Унсăр пуçне, Çĕнĕ Гвинейăра тата Доминиканăра. Европăра кун пек мутаци сайра асăрхама пулать.
/«Super.ru»/.
Комментировать