Ĕне вити ăшă та типĕ пултăр

2 Окт, 2015

Ĕне витине кирпĕчрен е чултан тума пулать. Анчах йывăçран хăпартнине нимĕн те çитмест. Кирпĕч вите çирĕпрех, паллах. Çав вăхăтрах унта сивĕ пулнăран выльăх час-часах шăнса чирлет.

Пĕренерен купаланă вите чăтăмлă пултăр тесен никĕсне чулран тăваççĕ. Тислĕк купи патне илсе тухакан стена та чулран пулмалла. Чуллă витере стена сивĕре питĕ хăвăрт сивĕнет, япăх "сывлать". Çанталăк çуркунне енне сулăнсан час ăшăнмасть, çавна пула шалти стена вăйлă нÿрленет.

Кирпĕч стена сывлăша хăй витĕр лайăх кăларнăран ун çинче нÿрĕк сахал пуçтарăнать. Вите тума ытти йышши строительство материалĕпе те усă курма юрать.

Пĕр ĕне валли урай лаптăкăшĕ 6 тăваткал метртан кая мар пулмалла. Пăрăвĕпе пĕрле тăрсан 10 тăваткал метра çити пысăклатмалла. Стена тăршшĕне 2,5 метр тума юрать. Çавах та вите тунă чух урай сарас ĕç çине уйрăмах тимлĕ пăхмалла. Вăл çĕр шайĕнчен çÿллĕрех пулмалла. Ăшă тытмалла, ун витĕр выльăхăн шĕвĕ каяшĕ, шыв сăрхăнмалла мар. Шĕвек юхса анмашкăн урая 2-3 см хăяккăнрах тумалла. Ытлашши сĕвеклетмелле мар, мĕншĕн тесен выльăх урине амантма пултарать.

Урая тăм çапса тусан аван, ун çине хăма нихăш енне те сикмелле мар çапăнса лартăр. Тăмсăр, йывăçран кăна тунă урай хăми витĕр тислĕк шывĕ сăрхăнать. Кайран вăл çĕрет, сывлăша сиенлĕ газпа, аммиакпа наркăмăшлантарать. Тăмсăр урая час-часах юсамалла, ку ĕç тăкаклă.

Маччана хулăн, пĕр-пĕрин хушшине шăтăк хăварман хăмасенчен тăваççĕ. Уçă вырăн юлсан вĕсене хупламалла, тăмпа сĕрмелле, çиелтен пăчкă кĕрпи е хăйăр ?5-10 см хулăнăш% сармалла. Шартлама сивĕрен хÿтĕленме маччана икĕ хутлă тусан та юрать. Иккĕмĕш сий çине типĕ хăйăр, ун çине улăм тата типĕ пăчкă кĕрпи вырнаçтараççĕ.

Айккинчи стенасем çинче 0,5 х 0,7 метр виçеллĕ икĕ-виçĕ чÿрече тусан аван. Вĕсен тăршшĕ выльăх пуçĕнчен çÿллĕрех пулмалла.

Витере ĕне тăмалли вырăн йĕркелемелле. Унăн сарлакăшĕ - 1,1 м, тăршшĕ 1,7 метр пулмалла. Ун умне апат памалли хатĕр ?кормушка% вырнаçтармалла. Выльăх тăракан вырăн хыçĕнче 10 см тарăнăш, 20 см сарлакăш, тислĕк пуçтармалли енне кăшт тайăлакан шăтăк тумалла. Капла тислĕк шывĕ аялалла юхса анать.

Тислĕк пухăнакан вырăнтан çÿлерехри стена çинче чÿрече касаççĕ. Ун витĕр тислĕк кăлараççĕ. Чÿречене уçăлса хупăнмалла тумалла.

Ятарлă вырăнта ĕне ытла ан хускалтăр тесен ăна кăкараççĕ. Анчах кăкарчăкра вăл чăрмавсăр тăма, выртма, апат çиме, шыв ĕçме пултартăр. Выртса тăмалли вырăнта йывăç урай сарсан лайăх, çиелтен вĕтетнĕ улăмпа е пăчкă кĕрпипе сапмалла: ĕне типĕ вырăнта вырттăр.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.