Юрт, юрт кăна, утçăм...

4 Мар, 2014

Çăварни - ачалăхра тарăн йĕр хăварнă уяв. Катаччи чупса, çăварни юррине шăрантарса курман эпĕ, анчах та пиртен аслăрах аппасемпе тетесем шăрантарнă çак йĕркесем халĕ те асрах:

Куккуксем чăпар, йăви - кăвак,
Мĕншĕн куккук тесе, ай, калас мар,
Икĕ куçĕ хура, çÿçĕ - сарă,
Мĕншĕн савни тесе калас мар.
 
Хура вăрман витĕр эп тухнă чух,
Хура лаша тарла, ай, пуçларĕ.
Тусăм касси витĕр эп тухнă чух,
Тусăм курса, ай, йĕре пуçларĕ...
 

Шел, пирĕн яшлăх çулĕсенче ытла та сайра илтĕнетчĕç Çăварни юррисем. Тĕшмĕшлĕхпе çыхăнтаратчĕç ăна, ун вырăнне «вырăс хĕлне» ăсатса пурăнтăмăр. Çапла икĕ-виçĕ ăру çитĕнсе çитрĕ пулĕ. Акă пăтăрмахлă самана хыçа юлчĕ. Несĕлĕмĕрсен ламран лама куçса пынă йăла-йĕркине малалла тытса пырасси, вĕсене аталантарасси пирки çĕр-шыв ертÿçи хăй канăçсăрланать. Çавна шута илсе 2014 çула Культура çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Раççейри вун-вун халăх пекех чăвашсем те туллин усă курма тăрăшаççĕ çак самантпа.

Иртнĕ вырсарни кун Çăварни эрни вĕçленчĕ. Çĕкленÿллĕ кăмăлпа ăсатрĕç ăна хулапа ял çыннисем. Ял урамĕсене ĕлĕкхи пекех капăрлатнă лашасем, çуна çинчи чипер пикесен янăравлă юррисем илем кÿчĕç. Ача-пăчапа самай çулланнă кинемейсем те килĕсенче ларас темерĕç, клубсемпе культура çурчĕсен умне - уяв кĕрекине - пухăнчĕç. Кунта вара тем те пур: пыллă икерчĕ те, хăйĕн кун-çулĕ халь-халь вĕçленессе кĕтекен катемпи те... Чи пĕлтерĕшли - ташă-юрă, вăйă-кулă. Çак савăнăçа курмасăр, туймасăр ирттермелле-и? Ăна тата тепĕр çулталăк кĕтмелле-и?

Елчĕк районĕнчи Шăмалаксемпе Яманчÿрелсем уява пĕрле ирттерчĕç. Ултă лаша кÿлсе икĕ ял урамĕсемпе Çăварни юррисене янраттарса çÿрерĕç. Йĕри-таврана каç чĕнтĕрĕ карса иличченех илтĕнчĕç çак йĕркесем:

Юрт, юрт кăна, утçăм, юрт, юрт, утçăм,
Çурхи çулсем çÿле, ай, юличчен...

Надежда СМИРНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.