Чăваш Ен – чи лайăххисен шутĕнче

2 Окт, 2015

Раççей Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Максим Топилин патшалăх пулăшăвĕн пахалăхĕн тата çынсем унпа усă курма пултараслăхĕпе Чăваш Ен чи лайăх субъектсен шутĕнче пулнине палăртнă.

2015 çулхи сентябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раççей ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Максим Топилин РФ субћекчĕсен патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан аслă органĕсен ертÿçисен халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйтусене йĕркелесе тăракан çумĕсемпе тата РФ субћекчĕсен ĕçлев органĕсен пуçлăхĕсемпе курав мелĕпе йĕркеленĕ селектор канашлăвĕ ирттернĕ.

Чăваш Республикинчен унта ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алла Самойлова, Чăваш Ен халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Викторов тата унăн çумĕ Наталья Тараканова хутшăннă.

Канашлура сÿтсе явнă тĕп ыйтулăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе паракан патшалăх пулăшăвĕн пахалăхĕ тата унпа çынсем усă курма пултарасси.

Патшалăх пулăшăвĕн пахалăх тата унпа усă курма пултарнин кăтартăвĕсем енĕпе Раççей Ĕç министерстви ирттерекен мониторинг пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Чăваш Ен 2011 çултанпа çĕршыв субћекчĕсен хушшинче малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсем çакна тепĕр хут çирĕплетеççĕ.

Чăваш Ен шута илнĕ ĕçсĕрлĕхĕн вăтам тăсăмĕ тата учетра 1 çулталăк ытларах тăракан ĕçсĕр çынсен хисепĕ чи пĕчĕк регионсен йышне кĕртнĕ. Тĕслĕхрен, 2015 çулхи пĕрремĕш çур çулта республикăра шута илнĕ ĕçсĕрлĕхĕн вăтам тăсăмĕ - 4,0 уйăхпа /Раççейре - 5,3/, учетра 1 çулталăк ытларах тăракансен шучĕ 1,7 процентпа /Раççейре - 9,5/ танлашнă.

Служба органĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - юрăхлă вырăн шыраса пынă граждансене ĕç тупса парасси. 2015 çулхи пĕрремĕш çур çулта халăха ĕçпе тивĕçтерекен тытăма пынисен 79,2 процентне /Раççейре - 58,8/ вырнаçтарнă, ку енĕпе Раççей субћекчĕсен хушшинче 3-мĕш вырăна тухнă, инвалидсене ĕçе вырнаçтарас енĕпе - 59,6 /Раççейре - 38,8/ - 7-мĕш вырăнта.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ĕçсĕр граждансен йышĕнчен професси вĕренĕвне кайнисен хисепне пирĕн республикăра 12,5 процента çитернĕ /Раççейре - 6,1/, çапла вара ку енĕпе Раççей Федерацийĕн кăтартуллă субћектсенчен виççĕмĕшĕ пулса тăнă.

Канашлура Чăваш Ен инвалидсене ĕçе вырнаçтарас тата ĕçсĕр граждансене професси вĕренĕвне ярас енĕпе çĕршывра малта пыракан субћектсен йышĕнче пулнине асăннă.

Ĕçлĕ тĕлпулура палăртнă тăрăх - халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă полномочисене 2012 çулта регион шайĕнче хăварнă хыççăн чылай субъектра пуçаруллă политика мероприятийĕсене пурнăçламашкăн укçа уйăрасси сахалланнипе халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе паракан патшалăх пулăшăвĕн пахалăхĕ тата унпа усă курма пултараслăх чакнă. Регион пуçлăхĕсене çакнашкал лару-тăруран 2016 çулта хăтăлма, асăннă мероприятисене ирттермешкĕн кирлĕ укçа тăкакĕсен виçине ÿстерме сĕннĕ.

Службăн регион органĕсене ĕçлеме пултараслăх кăтартăвĕ пур инвалидсен реестрне йĕркелеме тата граждансен асăннă категорийĕпе пуçаруллă ĕçлеме, тивĕçлĕ вырăн тупса пама ыйтнă.

Канашлура ытти çивĕч ыйтăва та сÿтсе явнă.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби