Маттур пулма хушамат та хистетчĕ

2 Окт, 2015

Кĕрхи илемлĕ ăшă кун. Шупашкар районĕнчи Салапайкасси шкулĕн территорийĕнче шăп - пысăк тăхтав умĕнхи шăнкăрав пулман-ха. Пиллĕкмĕшсен - акăлчан чĕлхи урокĕ. Вĕсен вĕрентекенĕ Светлана Ильина сĕннипе эпĕ класа кĕрсе ларатăп. Çак самантра хам сисмесĕрех шкул ачи рольне йышăнатăп та ачасем пекех урока тăнлама тытăнатăп. Светлана Васильевна акăлчанла кăна калаçать пулин те çак предмета юратса вĕреннĕрен йăлтах ăнланса пыратăп. Ачасене сăнатăп та - вĕсем те каланине çийĕнчех ăнкарса илеççĕ, заданисене аван пурнăçлаççĕ. Вĕрентекен ырă сăмахпа хавхалантарсах пырать. Тахăш самантра пуçăма айван шухăш пырса кĕрет: «Журналист килессе пĕлсе класа чи лайăх вĕренекенсене ятарласа пухман пулĕ те?» Анчах пурĕ те 60 ачаллă кăна шкулта пĕр ÿсĕмрисем суйламалăх епле тупăнччăр-ха?

Хамăра тарăн пĕлÿ парса анлă пурнăç çулĕ çине кăларакан хисеплĕ вĕрентекен ĕмĕрсен кунĕ умĕн вулакана Светлана Ильинапа çывăхрах паллаштарма шут тытни ăнсăртран мар: маттур педагог «Çулталăк вĕрентекенĕ - 2015» конкурсăн республика тапхăрĕн çĕнтерÿçи пулчĕ. Мĕнре-ха унăн пултарулăхĕн вăрттăнлăхĕ? Çитĕнÿ патне çул хывасси çăмăл килнĕ-и? Учитель профессийĕ мĕнпе илĕртет ăна? Çак тата ытти нумай ыйту хуравне шырарăмăр çĕнтерÿçĕпе хăй ĕçлекен шкулта тĕл пулнă май.

Çÿллĕшне парăнтарма юратнăран

Лаша мĕнле пуласси тихаран паллă теççĕ. Çак каларăша чăнлăх вырăнне хурса Светлана Васильевнăн ачалăхĕпе кăсăклантăм.

- Шупашкар районĕнчи Çĕктер ялĕнче, тĕрĕсрех каласан - ĕç çыннисен поселокĕнче, чылайăшĕнчен нимĕнпех те уйрăлса тăман çемьере çуралса ÿснĕ эпĕ. Аттепе анне - Василий Кирилловичпа Лидия Николаевна - виçĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Ĕçе тĕплĕ, чунпа парăнса пурнăçласси - пĕр иккĕленÿсĕрех калатăп кăна - вĕсенчен куçнă. Мана, кĕçĕннине, кăна мар, аппасене те. Тăрăшулăхне кура шăпа кашнине хăйĕн вырăнне тупма май панă: аслă аппа Надежда - Киров облаçĕн казначействин пуçлăхĕн заместителĕ, Ирина - Шупашкарти 3-мĕш лицейра шкулти апатлану производствин заведующийĕ. Мана, атте пек кĕнеке вулама юратакана, малтанах вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулас ĕмĕт илĕртрĕ. Чăваш патшалăх педагогика институтне /халĕ университет/ вĕренме кĕрсен çула май тепĕр факультетра - ют чĕлхесене вĕрентекеннинче - пĕлÿ илме шутларăм. Ун чухне нимĕç чĕлхипе специализацилентĕм. Алла икĕ диплом пĕр харăс илнĕскере 1997 çулта шăпа çак яла, Салапайкассине, çитерчĕ. Вăхăт кăшт иртсен ачасен ашшĕ-амăшĕ шкулти пĕр пухура акăлчан чĕлхи вĕрентме пуçлама сĕнчĕ. Вара каллех вĕренме кĕтĕм - çав аслă шкулах, çав факультетах, анчах - акăлчан уйрăмне, - хаваспах каласа кăтартать хăйĕн çинчен пултаруллă вĕрентекен.

Чăн та, професси пултарулăхĕ çинчен калаçнă май хăйне республикăри çĕр-çĕр ĕçтешĕнчен уйăрма тăрăшмасть вăл. Хăйне çÿлерех тытасси те уншăн ют. Çитĕнĕвĕ çинчен аса илтерсен: «Манăн яланах мĕнле те пулин çĕнĕ çÿллĕше парăнтарса пăхас килет. Ăнăçу хальхинче ман енче пулни - ĕçтешсем, çывăх çынсем шаннине тÿрре кăларас тесе хытă тăрăшнăран кăна», - тет вăл йăл куларах.

Тĕллеве пурнăçлама çине тăрасси хăйне амăшĕнчен куçнă тесе çирĕплетекенскер шÿтлесе те чăнласа маттур пулма хушамачĕ те - хĕр чухнехи - хистенине палăртать: «Мадуровсем эпир. Аннене, ав, халĕ те ял-йышра юратса та хисеплесе «маттур карчăк» теççĕ. Маттур пулмасăр! 37 çул тĕп бухгалтерта ĕçлерĕ вĕт!»

Мăшăрĕ çĕре кĕнĕренпе Лидия Николаевна шăпах кĕçĕн хĕрĕн çемйинче пурăнать. Светлана Васильевна пĕр-пĕр конкурса, мероприятие тимлĕ хатĕрленнĕ вăхăтра кил-тĕрĕшри чылай ĕçе хăйĕн çине илет.

Ял хутлăхĕнчи ăс-хакăл лаççи

- Пĕчĕк кăна, пĕр хутлă кивĕ шкул. Ахăртнех, çакнашкал хутлăхра ĕçлесе пурăнакана «манăн ыттисене каламалли, вĕрентмелли пурах» тенешкел хăйне асăрхаттарма çăмăлах та мар?

- Паллах. Анчах вĕренÿ тытăмне кăна пырса тивмест-тĕр ку. Тепĕр енчен шăпах пурлăхпа хăтлăх, майсем тĕлĕшпе иртĕнейменни пире чун хавалĕпе вăйлă пулма хăнăхтарать-тĕр. Мухтанмасăрах калатăп, пирĕн шкулта вĕрентекенсен хушшинче пултаруллисем нумай. Урок мĕнле те пулин ирттĕр тесе шухăшлакансем мар вĕсем, ачасене пĕлÿ тĕнчине май пур таран шаларах илсе кĕме тăрăшаканскерсем. Раççей, республика шайĕнчи ăмăртусенче те лайăх енпе палăраççĕ. Паллах, вĕрентекенĕн çитĕнĕвĕ ачасемпе тÿрремĕнех çыхăннă. Пĕлÿшĕн çунакансем чылай. Пĕлтĕр кăна, акă, пирĕн вĕренекенсем тĕрлĕ шайри тĕрлĕ ăмăрту-конкурсра миçе хутчен ырă ят çĕнсе илчĕç. Ан тив, пултарулăхне уçма темĕн тĕрлĕ май та çук вĕсен. Çак çитменлĕхе пĕр лайăх ен саплаштарать - ялта çуралса ĕçе ачаран хăнăхса ÿсни, - чăн-чăн педагогла хаклав кĕтсе илетĕп эпĕ.

Акă, вăл - класра ларнă чухнехи ман айванла иккĕленĕве сирекен хурав. Пиллĕкмĕш класра «тивĕçтерет» паллăлăх вĕренекен пачах çук, «лайăх», «питĕ лайăх» ретрисем кăна. Ку класра вĕреннĕ икĕ отличник вара халĕ Шупашкарти 3-мĕш лицейра ăс пухать. Вĕсенчен пĕри - Ильинсен ывăлĕ Егор.

- Пĕр енчен, çакăншăн, пирĕн ачасем элита шкулсенчен пĕрне лекме пултарнăшăн савăнатпăр. Тепĕр енчен, вĕренекен шучĕ ахаль те пĕчĕк - пăшăрханатпăр та. Çапах тараса çине хурсан ача пуласлăхĕ валли анлăрах çул уçăлни, паллах, туртса илет, - Светлана Ильина çак шухăша амăшĕ пек кăна мар, шкулта директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен заместителĕ пек палăртрĕ.

Иккĕмĕш класра вĕренекен Милена вара, Ильинсен кĕçĕн ачи, ашшĕпе амăшне çирĕп каласа хунă: «Хуть те мĕн тăвăр - эпĕ тăван ялти шкултан урăх ниçта та каймастăп!» Пултарулăх шыравĕнчи хĕрача халĕ Хыркасси музыка шкулĕн Салапайкассинчи филиалĕнче юрă-кĕвĕ тĕнчине тарăнрах тĕпчеме тăрмашать, нотăсене пуçа хывать.

Шăпа пÿрни - ĕмĕрлĕх

Сăмах çемье çинелле куçрĕ пулсан пултаруллă учителĕн мăшăрĕ çинчен те каласа хăварар. Владимир Николаевич профессийĕпе - физик. Аслă пĕлÿ илсен тăван ялти шкулта ĕçлеме тытăннă. Салапайкассине Светлана ĕçлеме килсен ырă кăмăллă, ăслă та сăпайлă хĕре куç хывнă. Кун-çул сукмакĕпе юнашар утма пуçланăранпах черчен кĕлеткеллĕ арăмĕшĕн пурнăçри кашни самантра çирĕп тĕрев пулма тăрăшни Светланăна çÿлтен-çÿле кармашма хавхалантарать те.

- Чи кирли - пĕр-пĕрне хисеплени. Çакна ачасем курса ÿсни малашлăхра вĕсене те çирĕп çемье çавăрма пулăшасса шанатăп. Володьăпа пĕрлешсенех кивĕ çуртра пурăнтăмăр. Ялта ĕçлекен çамрăк специалистсене пулăшмалли программăпа усă курса 1998 çулта субсиди илни ура çине тăма пулăшрĕ. Хамăр çурт лартрăмăр. Ăна мăшăр хăй çĕклерĕ тесен те тĕрĕсех, - пурнăçра çемье телейĕ те пысăк пĕлтерĕшлине систереççĕ Светлана Васильевнăн сăмахĕсем. - Чăн та, мăшăрпа нумай вăхăт пĕрле ĕçлеймерĕмĕр - вăл предприниматель çулĕ çине тăчĕ. Анчах педагог - тĕлĕнмелле професси, унран тарсан та хăйĕн еннех кăчăк туртать вăл: кăçал мăшăрăм каллех шкулта физика сехечĕсене ертсе пыма тытăнчĕ. Эпĕ ÿкĕтленипе мар, хăй шухăшланипе таврăнчĕ. Шкулта эпĕ ăна ытти ĕçтеш пекех йышăнатăп, директор çумĕ пулнă май çирĕп ыйтатăп.

Калаçу çăмхине майĕпен сÿтнĕ май эпир сăнÿкерчĕксем пăхма шутларăмăр. Çемье уявĕсен, пĕрлехи кану папкипе те паллаштарчĕ уçă кăмăллă хĕрарăм. Акă интереслĕ фото куç тĕлне пулчĕ: 2014 çулхи çу кунĕсенче Сочие канма кайсан çапнăскер, ун çинче - Светлана чăн-чăн пеликанпа юнашар. Мĕн ку? Ĕмĕте çывхартма пулăшнă паллă-и?

- Çак сăнÿкерчĕк хама та килĕшет. Çутçанталăк ирĕкĕпе киленекен çак кайăк ун чухне мана хрусталь пеликана, «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурсăн символне, тивĕçме пилленĕ тейĕн! - терĕ профессипе чи пултаруллин ятне кăçал çĕнсе илнĕ педагог.

Алă тупанĕ çинчи пек

- Кашни çын хăйĕн ĕç каçалăкĕнчи чи малтанхи утăмсене яланлăхах астуса юлать. Хăвăр класа учитель статусĕнче пирвайхи хут кĕни мĕнпе асра юлчĕ? - тĕпчетĕп малалла.

- Педагог практики хулари шкулта иртнĕччĕ - ачасемпе класра ют чĕлхепе кăна калаçма тăрăшнă. Йĕркеллĕ пулăм ĕнтĕ ку. Салапайкассине килтĕм те класа урока пырсан пĕр ачаран «Wie heist du?" тесе ыйтрăм. "Мĕ-ĕ-ĕ-н?!" - терĕ хирĕç çакскер. Çак кунтан ун пекки урăх ан пултăр тесе хама валли картса хутăм. Çакă эпĕ чăваш чĕлхине хисеплеменнине пĕлтермест, паллах - предмета кура кашни сăмахăн вырăнлă пулмалла-çке, - тет ачасене ют чĕлхене шĕкĕлчеме хăнăхтараканскер.

Наци культурисен диалогĕ çинчен сăмах тапратсан вара Светлана Ильина çапларах палăртрĕ: çыннăн чи малтан хăйĕн тăван культурине хисеплемелле, ун çинчен пĕлмелле.

- Ăçтан эпир, камсем - çакăн çинчен кирек кама та каласа пама пултармалла пирĕн. Тăван чĕлхене, халăх йăли-йĕркине пĕлмесĕр тĕнчери тĕрлĕ халăх çинчен калаçни вырăнсăр. Çавна май пирĕн, вĕрентекенсен, наци культурине хисеплес енĕпе те тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла. Ялта пирĕн статус хăйне май вĕт - эпир тăтăш çын умĕнче, алă тупанĕ çинчи пек. Урăхла каласан - талăкра 24 сехет учитель. Кирек мĕнле ыйту парсан та хуравлама хатĕр пулмалла, çавăнпах пурнăçпа тан утма тăрăшмалла. Унсăрăн вĕренекенсен умĕнче намăс пулĕ, ят-сум чакĕ. Çакă вара шкулăн пĕтĕмĕшле чысне пырса тивни - куçкĕрет, - уçать вăл шухăшне.

Епле килĕшмĕн "Маçтăрăн” /эпĕ ăна хисеплесе çапла каланăшăн Светлана Васильевна ан кÿрентĕрех/ çак сăмахĕсемпе? Анчах шкулта хальхи вăхăтра пулса иртекен çĕнĕлĕхсем учителĕн хăйĕн аталанăвĕ валли уйăрмалли вăхăтне катертмеççĕ-и? Кирлех-и пĕр вĕçĕм хут çырни, электрон дневник, ППЭ, ПЭА, ФПТС тата тем те пĕр?

- Пĕлетĕр-и, эпĕ оптимист пулнă май кашни улшăнурах лайăххине курма тăрăшатăп. Акă, электрон дневник мелĕ çине куçнинех илер - ашшĕ-амăшĕ ача çинчен йăлтах пĕлсе тăрать, питĕ меллĕ! ППЭ çинчен нумай тавлашаççĕ, анчах ырă самантсем пурах вĕт. Унччен чăваш ачисем пысăк хуласенчи чаплă вузсене миçен вĕренме кĕрейнĕ? Эппин, аталану еннех çул хыватпăр, - шухăшне çирĕппĕн палăртать хăйĕн тавракурăмне пĕр вĕçĕм аталантаракан педагог.

Вĕрентекен хăй вĕренме пăрахиччен вĕрентекен пулса юлать. Çак ăслă каларăш авторĕн К.Ушинскин сăмахĕсене хăйĕн пурнăç девизĕ пек курать Светлана Ильина. Çак кунсенче вăл пĕтĕм Раççейри "Çулталăк вĕрентекенĕ - 2015" конкурсăн Хусанта ирттерекен финалĕнче Чăваш Ен чысне хÿтĕлет. 77 пултаруллă çын хутшăнать тупăшăва. Пĕчĕк кăна чăваш ялĕнче, кивелсе пусăрăннă шкулта ачасене пĕлĕвĕн аслă тĕнчине ăста ертсе кĕрекен, çавăнпа пĕрлех çитĕнекен ăрăва пурнăç ăс-хакăлне ăша хывма ăнăçлă хăнăхтаракан пысăк чĕреллĕ Светлана Ильинан çунса тăракан куçне асăрхаканни тупăнтăрах, эппин, тÿресен хушшинче. Çĕршыври педагогсен пĕрлĕхне каламалли, иккĕленместĕп, тупăнатех маттур чăваш хĕрарăмĕн.

Ирина ПУШКИНА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.