Палăртнине пурнăçланă

4 Мар, 2014

Пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсен, федерацин территори управленийĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. РФ Президенчĕ 2012 çулхи çу уйăхĕнче бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен уйрăм категорийĕсен ĕç укçине ÿстерес енĕпе йышăннă указсене мĕнле пурнăçланине пăхса тухнă.

2013 çулта республикăра медицина, педагогика, социаллă тытăмсен тата культура учрежденийĕсен ĕçченĕсен ĕç укçине ÿстермешкĕн малтан пăхнă кăтартусене пурнăçланине палăртнă.

Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче ĕç укçин шайĕ самаях пысăк пулин те сиплев учрежденийĕсенче медиксем çитмеççĕ. Тухтăрсен вакансийĕсем çинчен пĕлтерсе медицина учрежденийĕсен ертÿçисем тата халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба специалисчĕсем ĕç укçин паянхи виçине кăтартмаççĕ. Акă Улатăрта медицина ĕçченĕсем 30% таран çитмеççĕ пулин те тухтăрсене чĕнекен пĕлтерÿре унăн должноç оклачĕн виçине çеç - 6 пин тенкĕ - кăтартнă, çав вăхăтрах чăн ĕç укçи темиçе хут ытларах.

«Ĕç укçин çакнашкал виçине кăтартса ĕçе çамрăк специалистсене мĕнле явăçтарасшăн-ха эсир? Ку çамрăксен хушшинче тухтăр профессине сивлени пулать!» - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине тата Халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăна вăл тивĕçлĕ тĕрĕслев ирттерме хушнă. Медиксен ĕç укçине ÿстернĕ май медицина пулăшăвĕсен пахалăхне лайăхлатмалла, çапах та пур çĕрте те çапла пулса пымасть-ха. Уйрăммăн илсен пациентсем больницăсенче тата поликлиникăсенче хăйсемпе кăнттам пулнăшăн, электрон регистратура ĕçĕнче чăрмавсем тухса тăнăшăн, «Васкавлă пулăшу» бригадисем чĕнсен вăхăтра çитменшĕн ÿпкелешеççĕ.

Республика Пуçлăхĕ вĕренÿ министрне Владимир Иванова ĕçлĕ тĕл пулусен вăхăтĕнче çамрăк педагогсем тулли вăйпа ĕçлеменни пирки пăшăрханса пĕлтернине аса илтернĕ. «Шкулсенче 35 çула çитмен педагогсем 14% çеç. Сехетсем çителĕксĕр пулни вĕсен ĕç укçине япăх витĕм кÿрет, çамрăк кадрсене явăçтарма, ĕç вырăнĕсенче çирĕплетме пулăшмасть. Çак ыйтăва урăхларах татса памалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Канашлăва хутшăннисем Чăваш Енре грипп тата респираторлă вирус чирĕсем енĕпе эпидемиологи лару-тăрăвне сÿтсе явнă. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Богданова пĕлтернĕ тăрăх - 2013-2014 çулсенчи эпидемиологи тапхăрĕ пуçланнăранпа ун умĕнхи эпидсезонăн çак тапхăрĕпе танлаштарсан респираторлă вирус чирĕсемпе, гриппа - 8,8%, ÿпке шыççипе чирлесси 1,9 хут чакнă.

Вĕренÿ тата шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсенче гриппа, респираторлă вирус чирĕсемпе чирлекен ачасене пуçламăш тапхăртах палăртас тĕллевпе вĕсене кашни кунах ирсерен тĕрĕслеме пуçланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ грипран тата респираторлă вирус чирĕсенчен сыхланас енĕпе халăха иммунизацилени пысăк вырăн йышăннине палăртнă, ку тĕллевпе укçа шеллемен ертÿçĕсене /ĕç паракансене/ тав тунă.

Юлашкинчен Михаил Игнатьев Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен ертÿçисене автомобиль çулĕсем çинчи шăтăк-путăка вăхăтра юсамаллине асăрхаттарнă, ЧР Транспорт министерствине çак ĕçе тĕрĕслеме хушнă.


А.ЛЬВОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.